Иккĕмĕш тĕнче вăрçи нумайăшĕн чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен, ăна çывхартассишĕн кашнийĕ тăрăшнă. Ачасем çамрăклах ĕçе хутшăннă, хĕрсем чăлха-алса çыхнă, сусăрланса килнисем е аслăраххисем çăм атă çапнă, хĕрарăмсем ăшă çипуç хатĕрленĕ. Пурте фронт валли пулнă. Треньелĕнчи Е. Димитриева (хĕр чухнехи хушамачĕ Михайлова) çакна хăйĕн пурнăçĕнчен питĕ лайăх пĕлнĕ.
Екатерина Степановна 1919 çулта кун çути курнă. Ĕçчен те сăпайлă хĕре çак ялти Иван Димитриев куç хывнă. 1939 çулта вăл ирхине кĕтỹ хăвалама тухнă хĕре вăрласа кĕнĕ. Çапла çĕнĕ çемье çуралнă. Шел пулин те, вĕсен савăнăçĕ нумая пыман, кил хуçин салтака кайма ят тухнă. Часах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Тăшман Мускав патнелле талпăннă чухне çамрăк хĕрарăм икĕ çулхи пепкине ватăсемпе тăратса хăварса Улатăр вăрманне окоп чавма тухса кайнă. Иртен пуçласа каçчен ыттисемпе пĕрле шăннă тăпрана пуртăпа, лумпа такканă. Алли- ури сивĕпе кỹтнине тата ывăннине пăхмасăр хỹтĕлев чиккисене тунă. Ĕçлекенсем çĕр пỹртсенче пурăннă, буржуйка кăмака патне пăрланса хытса ларнă тумтирĕсене çакнă. Тăхăнмаллисем çĕр каçа та типсе ĕлкĕрейменнипе нỹрлĕ çипуçпах ирхине вăй хума тухса кайнă. Мĕнле тỹснĕ-ши? Йывăрлăха чăтаймасăр кĕреçе аврисем хуçăла-хуçăла кайнă. Ăста алăллă хĕрарăмсем вĕсене те хăйсемех вăш-ваш çеç лартса хунă. Йĕркеллĕ шăнса хытса ĕлкĕреймен Сăр шывĕпе каçнă чухне путасран хăра-хăра пăр тăрăх хырăмпа шунă тĕслĕхсем те темиçе хутчен те пулнă. Пур нушана та вĕсем чăтнă, тỹснĕ, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă.
Канăç мĕнне пĕлмен çынсем. Хĕлле вăрман касма тивнĕ хĕрарăмсен. Лашисем тиевсене туртайманнипе хăйсен те вĕсемпе пĕрле тăрса сĕтĕрнĕ. Кĕркунне уйăх çутипе хирте тырă вырнă, йĕтем çинче пысăк аласем çине ярса сăвăрнă. Ăна арманта авăртнă, лашасем, вăкăрсем кỹлнĕ лавсене тонни-тоннипе çăнăх тиесе Канаша леçнĕ.
Хаяр вăрçă хирĕнчен савăнăçлă хыпарсем те, хурлăхлисем те килсех тăнă. Екатерина патне пĕр вăхăт пĕр çыру та килмен. Шăпах çав вăхăтра Иван Ленинграда тăшмансен аллине парас мар тесе сыхă тăнă, блокада выçлăхне те чăтса ирттерме тивнĕ. Каярах тин вăл тăван килне салам вĕçтернĕ. Йывăр вăхăтра кинне пăянăмăшĕпе пăятамăшĕ нумай пулăшнă, тĕрев панă. Иванăн ашшĕ суккăр пулсан та мăнукне питĕ юратнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен, 1946 çулта тин Иван Димитриев çемйи патне таврăнăть. Аманнă салтак "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Çапăçури паттăрлăхшăн" тата ытти наградăсене тивĕçнĕ. Екатерина Степановнăна та "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе чысланă.
Иван Александрович тăван тăрăхра юратнă профессийĕпе малалла ĕçленĕ, вăл вĕрентекен, шкул ертỹçи пулса чылай çул тăрăшнă.
Çемьере те ача сасси янăрасах тăнă. Вăрçă хыççăн Димитриевсен тата 7 хĕр çуралнă.
Паян Иван Александровичпа Екатерина Степановна пирĕнпе юнашар мар, анчах вĕсем вĕрентсе каланă ырă канашсене эпир ас тăватпăр.
- Кукаçипе кукамайăн çулĕ тумхахлă пулнă, терт-нушине те нумай курма тивнĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне ачисене, мăнукĕсене вĕрентсе хăварчĕç, - тет Эльвира мăнукĕ те.
Сăмах май, Димитриевсен хальхи вăхăтра 20 мăнук тата 15 кĕçĕн мăнук. Иван Александровичпа Екатерина Степановна пурăннă çурт паян, шел пулин те, пушах. Апла пулин те ачисем ăна пăрахмаççĕ, тирпейлесех тăраççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Димитриев пурăннине çирĕплетекен хапха çинчи хăма вара таçтанах курăнать.
Роза ПАВЛОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ
Ноябрь 2024 |