Шăхач ял тăрăхĕнче тĕрлĕ наци çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Ял тăрăх администрацийĕ кашни халăхăн наци культурине аталантарса пыма тăрăшать. Çакна 1975 çулта йĕркеленнĕ "Умарина" ансамбль та уççăн çирĕплетет. Унăн малтанхи ертỹçи З.Гугушкина пулнă. Ансамбль ирçе халăхĕн йăли-йĕркине малалла тытса пырассине тĕпе хунă. Халĕ ыттисенне те.
Халăх фольклор ансамблĕн репертуарĕ питĕ пуян. Коллектив асанне-асатте тытса пынă йăла-йĕркене манăçа кăларасшăн мар. Концертпа районти чылай ялта пулнă вĕсем. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕсене, фестивальсене çулленех хутшăнаççĕ. Куракансем "Ăсатса ярсам", "Упăшкана юрас тесе", "Сăра юрри", "Старый клен", "Соловей на веточке", "Мордовочка", "Кавто черат тикше ледить", "Вот какие мы" тата ытти юрăсене кăмăлтан йышăнаççĕ.
Коллектив вырăнта çеç мар, республикăра, ун тулашĕнче те паллă. Çакна концертсемпе тухса çỹресе çĕнсе илнĕ ят-сум та лайăх çирĕплетет. Вĕсен хушшинче "Сăрпа Çавал çаврисем" республика уявĕн, "Туслăх кăшăлĕ", "Раççей çăлкуçĕсем", "Йышлă çемьеллĕ Раççей" фестивальсен, Мускав хулинчи, Çĕнĕ Шупашкарти чăвашсен наци уявĕн дипломĕсем, республикăри культура министерствин, район администрацийĕсен Хисеп хучĕсем пур.
Юлашки çулсенче йыша Н. Стефейкин ертсе пырать. Николай Петрович маларах ансамблĕн художество ертỹçи пулнă. Паян сцена çине 13 юрăç тухать. Сассисем пĕринчен теприн янăравлă та уçă. Альбина Метлова, Галина Мылова, Мария Селивестрова пенсионерсем мĕн ансамбль йĕркеленнĕренпех çỹреççĕ. Галина Тагановăпа Людмила Аврелькина та тахçантанпах ансамбльпе туслă. Альбина Кудряшова, Елена Узюкина, Татьяна Семенован "артист-юрăç" стажĕсем пĕчĕкрех. Альбина Федоровнăпа Мария Терентьевна саккăрмĕш теçеткисене те вакланă ĕнтĕ. Кĕçĕннисенчен культура çурчĕн директорĕ Ирина Моисеевăпа кунта тирпейлỹçĕре ĕçлекен Светлана Вашуркинăна палăртмалла. Репетицисенчен Светлана Убаськина библиотекарьпа ял тăрăх администрацийĕн çара каякансене шута илсе тăракан Мира Волкова та юлмаççĕ.
- "Умарина" ансамбль халăх ятне тивĕçнĕренпе те сахал мар вăхăт иртрĕ. Анчах çак сума çухатас мар тесен ăна виçĕ çулта пĕрре çирĕплетсе пымалла. Хамăр пултарулăха уявсенче, фестивальсенче кăтартмалла. Концертсемпе тухса çỹремелле. Февраль уйăхĕнче шăпах пирĕн черетлĕ отчет памалла. Çавăнпа паян репетицие пуçтарăнтăмăр. Ку хутĕнче туй йăли-йĕркине кăтартасшăн. Комисси членĕсене килĕшмелли сюита хатĕрлесшĕн. Уйрăм юррисем хатĕр. "Потеряла я колечко", "Как у рюмочки", "Часто ездил мимо тестово двора" тата ыттисем те. Вĕсене пĕрлештерсе йăла-йĕркепе çыхăнтармалла. Тарласа ĕçлемелĕх пур",- тет Н.Стефейкин.
Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: ертỹçĕн пултарулăхĕ питĕ анлă. Саккăрмĕш теçеткене вакланă Николай Петрович туй йăли-йĕркине витĕр пĕлеет. Иртнĕ ĕмĕрте çамрăксене купăс каласа сахал мар ташлаттарнă вăл. Хальхи вăхăтра кăнтăр варринче репетицисене культура çуртне пуçтарма та меллĕ. Халăх пушăрах.
- Вырăнта ташă-юрă ăстисем пурришĕн чунтанах савăнатăп. Йăла-йĕркене ăруран-ăрăва куçарса пыма май пурри те хĕпĕртеттерет. Аслисене кура çамрăксем те культура çуртне çỹреме ỹркенмеççĕ. Телевизор е компьютер умĕнче, е алăра телефон тытса вăрах вăхăт ларассине сирме пултараççĕ вĕсем. 2022 çула тата РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей халăхĕсен культура еткерĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакна тĕпе хурса эпир çулталăка уçма хатĕрленекен концертра туй йăли-йĕркипе паллаштарасшăн та. Пандеми вăхăтĕнче те культура çурчĕн алăкĕсем хупăнса тăмарĕç. Çĕнĕ çул уявне ирттертĕмĕр. Сурхури интереслĕ пулчĕ. Культура çурчĕ илемлĕ, илĕртỹллĕ, çутă, таса. Халăхсен канăвне кирлĕ пек йĕркелесси пирĕн тивĕç,- тет культура çурчĕн директорĕ И. Моисеева.
Ноябрь 2024 |