Чĕлхеçĕ, филологи наукисен кандидачĕ, Ираида Васильевна Мукина доцент февралĕн 6-мĕшĕнче 65 çулхи юбилейне (1957 çулхи) паллă тăвать. Вăл Кивĕ Ахпỹртре çуралнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. "Коммунизм ялавĕ" хаçатра куçаруçă, "Капкăн" журналта аслă корректор пулса ĕçленĕ. 1994 çултанпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшать: аслă преподаватель, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентỹ методикин кафедрин доценчĕ (2000-2002 ç.ç.), чăваш чĕлхине тĕпчекен кафедрăн доценчĕ (2002-2003), М.Р. Федотов ячĕллĕ чăваш чĕлхине тата хĕвел тухăçа тĕпчекен кафедра доценчĕ (2003-2015), чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ (2015 çултанпа).
40 ытла наука публикацийĕн авторĕ. Унăн тĕпчев темисем литературăпа чĕлхе аталанăвĕн историйĕпе тата çутта кăларакан И.Я. Яковлев йăхне тĕпчессипе çыхăннă.
Тĕп кăларăмĕсем: "Роль перевода Библии в формировании и развитии чувашского литературного языка", "Яковлевоведение", "Слово о И.Я. Яковлеве", "И.Я. Яковлев çинчен хунă чăн сăмах", "Чăваш чĕлхин пуплев культурипе стилистики", "Федотов Михаил Романович" тата ытти те.
Ентеше Чăваш наци конгресĕн президиумĕн, Ульяновски Хула Думин, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тата наука министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Ноябрь 2024 |