Çак кунсенче "Авангард" хаçат редакцине районти Арçынсен канашĕн председателĕ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, шалти ĕçсен службин майорĕ Николай Андреев килчĕ. Николай Юрьевичпа çывхарса килекен Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ çитсе пынă май хăйсем те çемьерен шăллĕпе иккĕшĕ, юратнă ашшĕ салтак тивĕçне пурнăçлани, çар служби çамрăксемшĕн ку чухне те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки сăмах пуçарнă хыççăн калаçу сисмесĕрех Çăл Атăкри Чурбановсен çемйи çине куçрĕ.
"Хастар та пултаруллă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Çитменнине тата пĕр çемьерен - икĕ полковник!.." - мăнаçлансах калаçрĕ район полицийĕн сотрудникĕ.
Йĕрке хуралĕн хастарĕн ырă сĕнĕвĕ сăмах шайĕнче çеç ан юлтăр тесе ун умĕнчех Çăл Атăкра пурăнакан Василий Иванович Чурбанов патне шăнкăравларăм. Кăçал 85-мĕш çуралнă кунне паллă тума хатĕрленекен ĕç ветеранĕ ăс-тăнран та, вăй-халтан та катăлманнине калаçнинченех туйрăм. Пилĕк ача ашшĕ кĕсье телефонĕпех патвар та харсăр пуплет-ха. Пурнăçăн кашни тапхăрне лайăх ас тăвать.
- Ман шутпа, пурнăç паттăрĕ пулма арçынна чăн малтанах салтакра пулни чылай пулăшать,- пуçларĕ хăйĕн сăмахне ватă.- Çакна эпĕ хам çар службинче пулмасан çирĕплетсе те калаймăттăм. Атте-анне мана салтака кайма юрăхлă çуратса ỹстернĕшĕн, тĕрĕс воспитани панăшăн паянхи кун та çĕре çити пуç таятăп. Тăван çĕршыв умĕнчи хамăн тивĕçĕме Грузи çар округĕнче, 6-мĕш пулеметпа артиллери бригадинче, Турци çĕршывĕн чиккинче виçĕ çул çурă пурнăçлама тиврĕ. Салтак пурнăçĕ нихăçан та пылак пулман. Çирĕп йĕрке, заданисене вăхăтра пурнăçлани, командирсем каланине итлени, унсăр пуçне хул-çурăма тĕреклетмелли хусканусем... Кирек мĕнле пулсан та арминчи çулсем, службăра пулнă туссем нихăçан та асран тухмаççĕ, - терĕ Василий Иванович.
Çар тумне хывнă хыççăн каччă малтан Первомайскинчи МТСра, кайран тивĕçлĕ канăва тухичченех "Знамя" колхозра водительте тăрăшнă. Çур ĕмĕр ытла - руль умĕнче! Юлашки 13 çулĕнче прицеп кăкарнă КамАЗпа хуçалăх ĕçĕпе çĕршыври чылай пысăк хулана çитме тивнине те каласа пачĕ: Томск, Омск, Барнаул... Обь юханшывĕ урлă та пĕрре мар каçнă. Темиçешер талăк, эрнешер çемьере, ачасемпе юнашар пулайман вăхăтсем те сахал пулман инçе çула çỹрекен водителĕн. Хушнă ĕçе тỹрĕ чунпа, вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнине те йышăнчĕ. Çемье архивĕнче упранакан тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе парнесем те Василий Чурбановăн хастарлăхне çирĕплетсе параççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Водителĕн çăмăл мар ĕçне юратнă мăшăрĕ ĕмĕр тăршшĕпех ăнланса пурăнни çемьешĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ялта медпунктра тăрăшнă Светлана Павловна мăшăрĕ килте мар чухне хуçалăхри ĕçсене ачисене явăçтарнă. Тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулăшнă вĕсем. Ялта пурăнаканăн вăл çулла та, хĕлле те çителĕклех-çке. Уншăн паян ашшĕпе амăшĕ - Василий Ильичпа Светлана Павловна - пĕрре те ỹкĕнмеççĕ. Пилĕк ачи пилĕк тĕрлĕ савăнăç пулнăшăн Турра çеç тав тăваççĕ.
Çăл Атăкри Чурбановсен туслă çемйинче çитĕннĕ виçĕ ывăлтан иккĕшĕ - полковник. Владимир Ильич хальхи вăхăтра Раççей ШĔМĕн Шупашкар хулинчи управлени начальникĕ. 2013 - 2015 çулсенче вăл районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ те пулнă, каярахпа Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта çак службăрах яваплă должноçсенче тăрăшнă. Хисеплĕ ентешĕмĕр пархатарлă ĕçĕсемшĕн сахал мар наградăна та тивĕçнĕ. Виçĕ хутчен (çуршар çул) Чечен Республикинче командировкăра пулнă. Кирек мĕнле ĕçре те ентешĕмĕр ырăпа çеç палăрнă.
Полковникĕн сумлă пакунне тивĕçнĕ Геннадий Чурбанов та паян тĕп хуламăрта хисеплĕ çынсенчен пĕри пулни Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн пысăк мăнаçлăх. Вăл та чылай çул ĕнтĕ ЧР ШĔМĕн ГИБДД управленийĕн начальникĕн çумĕ пулса тăрăшать. Пĕр тăван Александр тĕп хулара, Люда хĕрĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче тĕпленнĕ. Лера шăпа пỹрнипе Израиль çĕршывĕнче çемье çавăрса пурăннине пăхмасăр ашшĕ-амăшне, тăванĕсене тунсăхлама памасть, çулталăкне темиçе хутчен те юратнă Çăл Атăка килсе каять.
Ырă хыпарсене хисеплĕ ĕç ветеранĕнчен илтме питех те кăмăллă пулчĕ. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерсе аслă çул çине кăларнă ашшĕпе амăшĕшĕн кунтан ытла савăнăç тата мĕн пур-ши! Ватăсем паян та çулне кура мар ачисемшĕнех тăрăшаççĕ-ха. Ĕнине те усраççĕ, сыснасем самăртаççĕ, 30-40 хур çитĕнтерсе параççĕ...
А. Егорова.
Ноябрь 2024 |