Тăрăшулăхĕ унăн иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2022, 09:25 Просмотров: 503

 Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан Александр Пыркин шурăмпуç килсенех ура çинче. Унăн кил-хуçалăхĕнче 30 ытла сурăх, лаша, ĕнесемпе пăрусем, хур-кăвакал. Паянхи пурнăçпа тан утса пырать. "Ĕç çынна илем кỹрет", - тесе ахальтен каламан çав.

А. Пыркин 1955 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсем иккĕн пĕр тăван: Ваççа тете тата Санька тете. Ашшĕ ир вилнĕрен амăшĕ ачисене пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Акуç аппана ывăлĕсене ура çине тăратма çăмăлах пулман. Вĕсене вăл тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă, салтака, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тенĕ.

1973 çулта Александр Петрович салтак аттине тăхăннă. Çар тивĕçне Казахстанри Кызылордински облаçĕнчи Кармакшински районĕнчи Байконур Тюратам космодром çывăхĕнче пурнăçланă. Вăл ракетчик-связист пулнă.

- Казахстанра март уйăхĕнче тюльпансем çеçке çуратчĕç, апрельте вара йăлтах типсе каятчĕ. Хĕлле 30 градус таран сивĕччĕ, çил-тăман тухсан çухалса кайма пулатчĕ. Ялсем пĕр-пĕринчен 30 çухрăмра вырнаçнă. Йывăç-тĕм те сайра, - терĕ Санька тете унти пурнăçпа паллаштарнă май. Тăванăм 1975 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче "СОЮЗ-АППОЛОН" ракета вĕçсе тухса кайнине казармăран сăнаса тăни пирки те питĕ кăсăклă каласа пачĕ.

Александр Петрович мăшăрĕпе Галина Филипповнăпа виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Икĕ ывăлĕ те пушар хуралĕнче вăй хураççĕ: Эдуард - Шупашкарта, Константин - Патăрьелĕнче. Хĕрĕ республикăн тĕп хулинчи электроаппарат заводĕнче тăрăшать.

Санька тете ĕмĕрĕпех тракторпа вăй хунă. Паян та ăна час-часах "хурçă ут" рулĕ умĕнче курма пулать, вăл çынсене акса-лартса парать. Ял-йыш ăна сумлать, ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăхра ĕçленĕ чухне те унăн сăн ỹкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.

Н. Еллин. Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика