Патăрьел (Хумпуç Патăрьел, Аслă Патăрьел) ("Пăла хĕрринче" кĕнекерен)

Категория: Публикации Опубликовано: 25.02.2022, 10:00 Просмотров: 381

Владимир ЛЮКИН

 Патăрьел ялĕ икĕ ĕмĕр ытла таврари ялсен администраци центрĕ пулса тăрать. Çак вăхăт хушшинче районти ялсен, унта пурăнакансен историйĕ, ĕçĕ-хĕлĕ Патăрьел ячĕпе çыхăннă. Çавăнпа та ĕнтĕ ют çĕре кайсан: "Эсир ăçтисем пулатăр?" - тесе ыйтсассăн, хамăр хăш ял иккенне каламастпăр, "Патăрьелсем" тетпĕр.

Шел пулин те, пиншер çынна пĕрлештерсе тăракан ялăн историне, уйрăмах унăн авалхи тапхăрне кăтартса паракан материалсем çукпа пĕрех. Район энциклопединче те ун пирки пĕчĕк статья пур. Унта çакăн пек çырса кăтартнă: "Согласно исторических преданий, одно из старинных селений здешних мест. Его основали переселенцы из деревни Богатырева (Патăрьел, ныне село вЦивильском районе). О времени основания села Батырево можно судить по архивным документам, в частности, по книге А. Липицкого "Материалы для географии и статистики России. Симбирская губерния") (СПб, 1868, ч.1.). "В Буинском уезде в селе Батырево существует предание - сказано в документе давней поры - что жил здесь какой-то мурза, которому Иван Грозный подарил бахрому с золотыми кистями для украшения горницы и серебряную вызолоченную чашу за то, что он провел лесом русские войска до Казани" (1552 г.)... "Это происходило в 1552 году во время похода Ивана Грозного на Казань и тогда Батырево, как селение, уже существовало". Илсе кăтартнă статьяран ял ячĕ ăçтан пулса кайнине те, ял миçемĕш çулта пулса кайнине те пĕлме çук.

Шкулта пире "Патăрьел", "Паттăр ял" е "Паттăрсен ялĕ" тесе вĕрентетчĕç. Нумай çын асĕнче те çак вĕрентỹ тĕрĕс тесе çирĕпленсе юлнă. Çавăнпа та район гербĕ валли çĕртен ỹссе тухакан хĕçĕ çине тайăнса тăракан юмахри пăхаттир сăнарне суйласа илнĕ пулĕ.

Ман шутпа ку ăнăçсăр вариант, мĕншĕн иккенне материалсемпе паллашсассăн, хăвăрах çапла пĕтĕмлетỹ тума пултаратăр.

Ял ячĕ - унăн çур историйĕ. Чăваш Республикинчи ял ячĕсем тĕпрен илсен (95 процента яхăн) çын ячĕсенчен пулса кайнă. Хальхи "Упи", "Упакасси", "Шăртан" ял ячĕсем тăватă ураллă "утаман" ячĕпе те, чăвашсен апачĕпе те мар, çынсен ячĕпе çыхăннă. (Тĕне кĕмен чă- вашсен 5 пин ытла çын ячĕ пулнă. Хальхи ЗАГС органĕсем 2 пин ытларах ята регистрацилеççĕ).

 Пирĕн Патăрьеле Çĕрпỹ енчи Патăрьел çыннисем пуçласа янă текен преданине тĕпе хурса, унпа çыхăннă документсене пăхса тухар-ха. Çĕрпỹ енче "Патăрьел" ят ăçтан пуçланса кайнине пĕлме пулăшакан икĕ легенда çỹрет. Пĕрремĕшне вырăсларан чăвашла куçарса паратăп: XYI -XYII ĕмĕрсенче чăваш хресченĕсем хăйсен хирĕсене выльăх-чĕрлĕх кĕрсе таптасран карта тытса çаврăннă. Çак пулăмпа çыхăннă топонимсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă: "Покшик карти", "Петĕн карти", "Шока карти" т. ыт. те. Патăрьел ял çывăхĕнчи çаран çинче "Патти карти" текен вырăн пур. Патти "Паттăр" майлă илтĕнет. Çак çын Патăрьел ялне пуçласа яракансенчен пĕри пулма пултарнă. "Патти ялĕ" каярахпа "Паттăр ялĕ" - "Патăрьел" пулса кайма пултарнă. Иккĕмĕш легендăна вырăслах çырса паратăп: "...Батыр, основатель деревни Богатырево женился на славной девушке Тепти... У них родилось девять сыновей и она дочь... Потомки Батыра образовали почти три десятка селений группы Патăрьел". Ку легенда Патăрьел ялне пуçласа яракан çын Батыр ятлă пулнине, ял ятне вырăсла "Богатырево", тĕрĕк чĕлхилле "Батырево" тесе калани паллă. Çĕрпỹ районĕнчи Патăрьел ялĕ питĕ авалхи ял пулнине, мĕн пуçланса кайнăранпах чăвашла çак ятпа çỹренине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Вырăсла тĕрлĕ вăхăтра "Богатырево", Хусан ханстви вăхăтĕнче Салтыган мурзан харпăрлăхĕ пулса тăракан "Салтыганово", вырăс патшалăхне кĕрсен Шупашкарăн пĕрремĕш митрополичĕн ячĕпе лартнă чиркỹ ячĕпе "Гурьевское" ятпа çỹренĕ. Совет самани вăхăтĕнче ĕлĕкхи "Богатырево" ята тавăрнă. Хусан ханстви йĕркеленсе кайсан "Тискер хирсене" (Дикое поле) текен вырăнсене куçса ларма меллĕ вăхăтсем çитеççĕ. Мĕншĕн тесен патшалăх пушă выртакан çĕрсене çынсене парса вĕсенчен хырçă (ясак) илме тăрăшнă.

Иккĕмĕшĕнчен, кăнтăр енчен Крым тутарĕсем тата Нухай орди пирĕн енчи çĕрсем çине килсе тапăнма чарăннă. Вĕсем Хусан ханствипе килĕштерсе пурăннă. Çак вăхăтсенче Çĕрпỹ енчи Патăрьелсем Кĕтне юхан шывĕн Хум текен юппи çине килсе çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Ятне Хумпуç вырăсла Хомбуси Богатырево тенĕ. Халĕ çак ял Йĕпреç районне кĕрет. Пирĕн районти Патăрьелĕнчен чылай ватă пулнине, унта 1741 çултах чиркỹ уçни, çак вăхăтрах вăл пысăк ял пулнине кăтартса парать.

Пирĕн Патăрьел ялне Çĕрпỹ енчи Патăрьел çыннисем мар, Хумпуç Патăрьелсем пуçласа янине çирĕплетсе паракан пĕр документ та пур. Вăл "Переписная книга ясашных татар, чуваш и мордва Симбирского уезда за 1723 год" ятлă. Унта çакăн пек çырни те пур: "Ясачная деревня Хомбуси Богатырево стоит на речке Була в расстоянии от одной деревни на реке Була в правую сторону, до ясачной чувашской деревни Новое Ахпердино три версты. В деревне 123 двора." (ЦГДА ф. 802). Хальхи чăваш чĕлхине куçарсан, вăл çапла пулать: "Ясак тỹлесе тăракан Хумпуç Патăрьел ялĕ Пăла шывĕ çинче ларакан, ясак тỹлесе тăракан Çĕнĕ Ахпỹрт чăваш ялĕнчен виçĕ çухрăмра ларать. Ялта 123 кил". 1723 çулта Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕпулнă-ха, анчах виçĕ çухрăмра, Пăла çинче мĕнле Хумпуç Патăрьел пулма пултарнă? Йĕпреç районĕнче çакăн пек ятлă ял пур терĕмĕр. Анчах та вăл Çĕнĕ Ахпỹртрен виçĕ çухрăмра мар, сахалтан та аллă çухрăмра вырнаçнă. Апла пулсассăн, 1723 çулта икĕ Хумпуç Патăрьел: пĕри Хум çинче, тепри Пăла çинче пулнă. Çак историн тупсăмне пĕлме Иван Грозный патшана пулăшнă мурза çинчен калакан предани патне каялла таврăнар-ха. Хальхи Йĕпреç районне кĕрекен Хум шывĕ çинчи вуншар ял вырнаçнă лаптăка "Камай хирĕ" (Камаево поле) теççĕ. Преданинче каланă тăрăх, чăваш мăрси Камай вырăс çарĕсене вăрман витĕр, Хусана çитиех çул кăтартса пынă, çакăншăн ăна Хаяр Иван (Иван Грозный) пысăк çĕр лаптăкĕ уйăрса парать, парнесемпе чыслать. Çак хирсене кайран "Камай хирĕ" теме тытăнаççĕ.

Куратпăр ĕнтĕ: икĕ предани те пĕр ĕç çинчен калаççĕ. Камай мăрса историнче чăннипех пулнă çын. Ун çинчен чăвашсен паллă историкĕ В.Д. Дмитриев профессор хăйĕн "Чувашские исторические предания" кĕнекинче çапла çырать: "Согласно летописи Мурза Камай Усеинов вместе с 7 казаками 21 или 22 августа 1552 года покинул осажденную русскими Казань и прибыв к Ивану IY, рассказал ему о состоянии обороны города и тайном подземном ходе. Мурзай Камай происходил из дер. Камаево (ныне Большое Камаево Марпосадского района). Пожалованное ему "Камаево поле" упоминается источниках XYII-XYIII в.в.). Летопиçра çырса кăтартнă ĕç преданинче çырса кăтартнинчен кăштах уйрăмрах пулса тухнă пулин те, ĕç-пуç пĕр çын, Камай çинчен пырать. Камай хăйне парнеленĕ çĕр çине куçса килет. Вăл вăхăтра кунта пулнă ялсем унăн харпăрлăхĕ шутланаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне çĕнĕ ялсем те йĕркеленеççĕ. Çакна пула çĕр хĕсĕкленнипе Камай мăрса Хумпуç Патăрьелĕн пĕр пайне Пăла шывĕ хĕррине куçарса килет. Çĕнĕ яла тĕп ял ячĕпех Хумпуç Патăрьел теме тытăнаççĕ. Кунта пурăнма условисем лайăхрах пулнипе Камай та çак ялтах пурăнма тытăнать. Çак ĕç 1570-1580 çулсенче пулса иртнĕ. XYIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Йăлăм Патăрьел уйрăлса тухиччен пирĕн Патăрьел Хумпуç Патăрьел ятпа çỹрет. Кайран вара Аслă Патăрьел теме пуçлаççĕ, Йăлăм Патăрьелне Кĕçĕн Патăрьел теме тытăнаççĕ. 1797 çулта черетлĕ администраци территори реформине ирттереççĕ. Çак çултан пуçласа, удельнăй тапхăра шута илмесен, Аслă Патăрьел вулăс центрĕ пулса тăрать. Çак статуспа вăл Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенчченех пурăнать. Документпа çирĕплетсе Патăрьел вулăсне 1921 çулхи январьте çеç Чăваш Автономи Облаçне (ЧАО) кĕртеççĕ. Унтан маларах 1920 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче Аслă Патăрьелĕнче Йĕпреç районне (хальхи район статусĕпе пăтраштармалла мар) кĕнĕ вулăссенчен Патăрьел уесĕ туса хума йышăнаççĕ. Уес центрĕ хула пулмаллине шута илсе Патăрьелне хула статусне параççĕ. Кантурсене вынаçтарма çурт-йĕр çитменнипе уес центрĕ пĕр вăхăт хушши Йĕпреç станцийĕ пулать. Çав вăхăтра уес центрне йĕркелеме укçа-тенкĕ нумай уйăраççĕ. Кантур çурчĕсемсĕр пуçне кунта педагогика техникумĕн икĕ хутлă çуртне, халăх театрĕ, уес больницин амбулаторийĕ, вăтам шкул валли çуртсем тума пуçлаççĕ

Йĕпреç станцийĕнчен те çурт-йĕр куçарса килеççĕ. Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне йĕркелеççĕ тата ытти те. Шел пулин те, Аслă Патăрьел çулталăка яхăн çеç уес хули пулнă. Кантур çурчĕсем çитменнипе уес центрне (Аслă Патăрьел уесĕ пулсан та) каялла Йĕпреç станцине куçараççĕ. 1927 çулта районсем йĕркелеççĕ, Аслă Патăрьел çак ятлă район центрĕ пулса тăрать. 1939 çулта Шăнкăртам тутар районне тата Аслă Патăрьел районĕсене пĕтерсе, Шăнкăртам (Чкаловски) тата Аслă Каçал (Комсомольски) районĕсем туса хураççĕ. Комсомольски районне ертсе пыма Патăрьел район ĕçтăвкомне хушаççĕ. Çĕнĕ вырăна ĕçтăвком ĕçченĕсемпе пĕрлех учреждени çурчĕсене те куçарса каяççĕ.

1944 çулта район ятне Чкаловски ятпа хăварсах центрне Патăрьелне куçараççĕ.

1957 çулта вара Патăрьел районĕ тесе чĕнме тытăнаççĕ.

1962 çулта Патăрьел районĕ çумне Шăмăршă, Елчĕк тата Комсомльски районĕсен пысăк пайне пĕрлештерсе Патăрьел районĕ туса хураççĕ, центрне Патăрьел ялне тăваççĕ. Анчах ку администраципе территорисен реформи ăнăçсăр пулнине кура 1964 çулта район территорийĕсене 1962 çулччен пулнă пекех, урăхла каласан, хальхи пек туса хураççĕ.

Çĕнĕ Раççейре те Патăрьел ялĕтаврари ялсен администраци центрĕ пулса тăрать.

1798 çулта çĕнĕ административлă территорисенче çĕрсене уйăрса паллăсем лартаççĕ (межевани туса ирттереççĕ). Чикĕсене юпасем лартса, ытларах чухне шăтăксем чавса паллăсем тăваççĕ. Кĕпĕрне чиккисене палăртса тăршшĕ 8, урлăшĕ 1,5, тарăнăшĕ 1 аршăн пысăкăш шăтăксем чавса хунă. Вĕсен юлашкисем Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисен чиккинче (Çĕнĕ Ахпỹртпе Курнавăш ял çĕрĕсен чиккинче) иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче те пурччĕ. Питĕ сарлака çул, унăн икĕ айккипе кашни çухрăмра пулĕ, çакăн пек шăтăксен паллисем пурччĕ. Çĕр ахалех сая кайса выртать тесе тракторсемпе сухалама пикенсен йăлтах сухаласа пĕтерчĕç. Халĕ кунта триангуляционная вышка тĕпĕ тата йĕплĕ хăва тĕмĕ пур. Çумăр нумай çумасăр тăрсан çак йĕплĕ хăва патне кайса колхоз председателĕ е агрономĕ асăнса ĕçсен çумăр çăвать тетчĕç. Колхоз председателĕнче ĕçленĕ чухне кỹршĕри "Гвардеец" колхоз председателĕпе И.Н. Арлановпа çумăр "çутарни" пулкаланă. Пĕр самантне В.П. Починикин видеокамерăпа та ỹкернĕччĕ. Иван Николаевич çакна кабинетĕнче çакăнса тăракан барометра пăхмасăр йĕркелемен пулнă ĕнтĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика