Аталану çулĕпе - çирĕп утăмпа

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2022, 09:11 Просмотров: 1060

Районта çулленех çулталăк вĕçленсен социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, çитĕнỹсене, çитменлĕхсене, малашлăхри тĕллевсене палăртаççĕ. Çакă тĕрĕс йышăнусем тума, йăнăшсене тỹрлетме май парать. 2021 çул вара Патăрьелсемшĕн чылай пулăмпа асра юлчĕ: Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйланă; Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне тата ял хуçалăх микроçыравне хутшăннă. Раççейри наукăпа технологи тата республикăри Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунисен çулталăкне халалласа чылай мероприяти йĕркеленĕ. Паллах, пурне та коронавирус пандеминчен сыхланса пурнăçланă.

 Тăрăшса ĕçлетĕн, çитĕнỹсем тăватăн

Çулталăк пĕтĕмлетĕвне район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем, ĕç ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2021 çул кăтартăвĕсемпе туллин паллаштарчĕ. Çитĕнỹсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те çивĕчлетрĕ.

Çулпа çул нихăçан та пĕр килмеççĕ, коронавирус пандемийĕ вара иккĕмĕш çул хăйне майлă улшăнусем кĕртрĕ. Апла пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине вăйлатассишĕн сахал мар ĕç тунă. Пĕлтĕр тупăш 2020 çултинчен 171 млн тенкĕ ытларах кĕрсе бюджет 1 млрд та 112 млн тенкĕпе танлашнă. Хыснана укçа кĕртекен организаци-предприяти шутне "Исток" çĕр ĕç фирмине (ертỹçи Александр Илюткин), Патăрьел райповне (Сергей Счетчиков), "Батыревский" пĕрлешĕве (Петр Ялуков), "Красное Знамя" кооператива (Петр Никифоров), "Булат" пĕрлешĕве (Ринат Абдулвалеев), "Труд" хуçалăха (Айрат Закиров) тата ыттисене те кĕртмелле.

 Бюджета пысăкрах тума тата та майсем пулнă. Тĕслĕхрен, вырăнти налука 12 млн тенкĕ пухса çитереймен. Ку ыйтупа Турхан, Тутар Сăкăт, Ишлĕ, Çĕньял, Первомайски, Ыхра Çырми ял тăрăхĕсен çине тăрса ĕçлемелле.

Патăрьел районĕнче ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕрпе усă курса, выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш кĕртеççĕ. Муниципалит çулленех 34 пин гектартан пуçласа 54 пин гектар таран ял хуçалăх çĕрĕ йышăнакан республикăри районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. 2021 çулта та çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

Тĕрлĕ финанс çăлкуçĕнчен кĕнĕ укçапа пĕлтĕр 264 млн тенкĕлĕх 24 объект хута янă. Вĕсенчен 16-шĕ - выльăх-чĕрлĕх тата ỹсен-тăран отраслĕнче, тăваттăшĕ потребитель тата тирпейлỹ сфернинче уçăлнă. Вĕсем ĕçлесе кайнăран 58 çын валли вăй хумалли вырăн хутшăннă. Проектра тата пĕр млрд тенкĕлĕх 8 объект пур. Шел пулин те, Алманчă, Аслă Чемен, Шăхач, Турхан тата Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче пĕр проект та реализацилемен.

Çулталăк тăршшĕпе районĕпе пурĕ виçĕ млрд та 800 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Паллах, кăтарту тата та пысăкрах пулмаллаччĕ, анчах шăрăх çу хăйне майлă тỹрлетỹсем кĕртрĕ. Районĕпе 37 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 21,5 центнерпа танлашнă. Кăтарту 2020 çултинчен 40 процент пĕчĕкрех. Çавăн пекех çĕр улми 11 пин тонна (2020 çултипе танлаштарсан 70 процент), пин тонна яхăн пахча çимĕç, 6,5 пин тонна вăрлăх сухан, 5 пин тонна сахăр кăшманĕ, 85 тонна хĕвелçаврăнăш туса илнĕ. Кĕрхи культурăсене 3845 гектарта (2020 çултипе танлаштарсан 95 процент ) акса хăварнă.

Туяннă ял хуçалăх техникин 40 процентне субсидилени машинăпа трактор паркне чылай çĕнетме май пачĕ. Çулталăкра 284 техника илнĕ, унтан трактор - 125 единица, 79-шĕ çĕнни, тырă выракан 7 комбайн тата выльăх апачĕ хатĕрекен 2 комбайн, 150 единица кăкарса çỹремелли хатĕр.

 Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем савăнтараççĕ. Республикăра ĕне-выльăх, сăвакан ĕнесен тата лашасен шучĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнатпăр. Аш-какай тата сĕт туса илессипе иккĕмĕш, сыснасен йышĕпе - виççĕмĕш, сурăхсен тата качакасен шучĕпе пиллĕкмĕш тăратпăр.

Районта аш-какая, сĕте тирпейлекен 6 кооператив, тăватă фермер хуçалăхĕ, выльăхсене пусса тирпейлекен 11 цех пур. Вĕсем какайран 70 ытла хатĕр продукципе çурмафабрикат, сĕтрен 10 тĕрлĕ çимĕç тата 9 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. Иртнĕ çул кăна выльăх пусса тирпейлекен виçĕ пункт уçăлнă, "ЭкоПродукт" кооператив çулталăкра 20 тонна таран çурмахытă сыр хатĕрлекен лини хута янă. Решит Санзяпов фермер та кăçал çакăн пек линие ĕçлеттерме пикенесшĕн. Виççĕмĕш кварталта Пикшик ял тăрăхĕнче "Молочные зори" кооператив талăкра 100 тонна сĕте тирпейлекен заводăн алăкне хĕрлĕ хăю касса кĕме палăртнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикин аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн та тỹпи пĕчĕк мар. Предпринимательлĕх пин ытла субъекта пĕрлештерсе тăрать, унта тăватă пине яхăн çын ĕçлет. Патшалăх пулăшăвĕпе вăтам бизнесăн 121 представителĕ 388 млн тенкĕлĕх усă курнă. Сăмах май, 2020 çулта 85 субъекта 339 млн тенкĕ тивĕçнĕ. Предпринимательлĕхрен вырăнти хыснана 80 млн тенкĕ (2020 çулта - 53,1 млн тенкĕ) кĕнĕ.

Хăтлă çуртра пурăнма, тикĕс çулпа утма аван

 2021 çулта строительствăна 200 млн тенке яхăн уйăрнă: çул-йĕре - 91 млн, пуçарулăх бюджетне - 18 млн, хăтлăх тата экологи валли - 61 млн, çынсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 30 млн тенкĕ.

Района аталанма пуçарулăх бюджечĕ тата хальхи хула хăтлăхне йĕркелемелли проектсем те çĕнĕ вăйсем параççĕ. Иртнĕ çул çеç обществăлла икĕ хутлăха, нумай хваттерлĕ 10 çурт территорине, ача-пăчан виçĕ лапамне 31 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă. 2022 çулта пуçарун 11 проекчĕпе пĕр обществăлла хутлăха, Патăрьел тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене тирпейлеме палăртнă.

Çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатасси те районта тĕп вырăнта тăрать. 2021 çулта строительство материалĕсен хакĕсем ỹссе кайнине пăхмасăр 14 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра нумай хваттерлĕ çуртсем тăвассипе лидерсен шутĕнче. Юлашки икĕ çулта иккĕ тунă, çывăх вăхăтра тата иккĕшне хута ямалла.

 "Çурт-йĕр" наци проекчĕпе çамрăк 30 çемье, 6 тăлăх, ялта пурăнакан тата ĕçлекен икĕ çын, нумай ачаллă икĕ çемье хăйсен пурăнмалли условине лайăхлатнă. Кăçал 12 çемье çăмăллăхпа усă курмалла.

Таса шыв ыйтăвĕ Патăрьелсемшĕн яланах çивĕччисенчен пĕри пулнă. 2020 çулта Чăваш Республикин Правительстви пуçарнипе ку ыйтупа ĕçлеме пикеннине палăртма кăмăллă. Кăçал пĕрремĕш тата тăваттăмĕш пусксене туса пĕтермелле. Вĕсем Патăрьел, Шăнкăртам, Сăкăт, Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсене шывпа тивĕçтермелле.

Патăрьелĕнчи шыв тасатакан тата каяш шыва йышăнакан сооруженисем те кивелнĕ. Вĕсене çĕнетес тĕллевпе проект документацийĕсене хатĕрлеме пикеннĕ, 2023 çулта ĕçе пуçăнмалла.

Республика программипе килĕшỹллĕн 2021 çулта нумай хваттерлĕ виçĕ çуртăн тăррине 7 млн тенкĕлĕх юсанă. Кăçал икĕ пỹртĕн тăррине 5 млн тенкĕлĕх çĕнетмелле. 2014 çултанпа нумай хваттерлĕ 26 çурта юсанă, вăл шутран 13-шĕн тăррине улăштарнă.

2021 çулта район шайĕнчи тата вырăнти çулсене 20 млн тенкĕлĕх 12 çухрăм юсанă. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн Табаков урамĕнче вырнаçнă хушма çурчĕ патне каймалли çул ыйтăвне те татнă. Кăçал 470 çухрăм çула пăхса тăма тата 14 çухрăм çула çĕнетме 46 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Вĕренỹре те, спортра та маттур

Пĕлтĕр вĕренỹ учрежденисен пурлăхпа техника базине пуянлатма 166 млн тенкĕ тăкакланă: Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула тата "Ромашка" ача садне, Хирти Пикшикри пĕлỹ çуртне юсанă, "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе шкулсемпе ача сачĕсене 15 млн тенкĕ ытлалăх çĕнĕ оборудовани туяннă. Çавăн пекех Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулăн хушма зданине хăпартнă.

Уйрăм инвестицисене явăçтарса Кзыл Чишмари шкула реконструкцилеме пуçăннă, унта пултаруллă та маттур ачасем валли "Сэлэт-Батыр" çамрăксен обществăлла центрĕпулать.

Юлашки çулсенче вĕрентỹ сферине аталантарссишĕн сахал мар ĕçленĕ, анчах тумалли те нумай. Кăçал Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн спортпа физкультура зонине юсама, территорине хăтлăлатма палăртнă, объекта тĕплĕн юсама проект та хатĕр. Çавăн пекех Ыхра Çырминче 180 вырăнлăх пĕлỹ çуртне тăвассипе проект тума пикеннĕ. Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденин тăррине те юсамалла, 8 шкулăн чỹречине улăштармалла.

Сывлăхлă çын кăна ĕçлеме те, вĕренме те пултарать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине хапăллаççĕ. Çулталăкра 74 спорт мероприятийĕ, вăл шутран 12-шĕ республика шайĕнчи, йĕркеленĕ. Паллă ентешсене сума суса тата асăнса 40 яхăн ăмăрту ирттернĕ.

2021 çулта Раççей чемпионачĕсенче 16 спортсмен, федерацин Атăлçи тăрăхĕнче - 12, Чăваш Республикинче 101 спортсмен призер, çĕнтерỹçĕ пулнă. Ринас Садаров корэш мелĕпе тĕнче чемпионĕ ятне тата тĕнче кубокне, "Тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ" ята тивĕçнĕ. Егор Селивановпа Илназ Чемеров Раççей спорт мастерĕсем халь. Ранил Абейдулловпа Эльмира Алеева - масс-рестлинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕсем.

Патăрьелсем çирĕп сывлăхлă пулччăр тесе "Спорт - пурнăç норми" федераци проектĕнчи "Демографи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн "Паттăр" стадионта ГТО лапамĕ, Треньелĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс тунă.

2021 çулта Нăрваш Шăхалĕнчи çĕнелнĕ культура çурчĕ алăкне уçрĕ. Тăрăн тата Ульяновка ялĕсенчи клубсен юсавĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Кăçал вĕсене 5 млн тенке яхăн юсамалла тата модернизацилемелле. Первомайскинчи культура "вучахне" тата каçхи вăтам шкул зданипе ача-пăча искусство шкулĕ валли реконструкцилеме проектпа смета документацине хатĕрленĕ.

 Сиплев сферинче тăрăшакансене ĕçлеме тивĕçлĕ услови туса парас тĕллевпе районта иртнĕ çул харăсах фельдшерпа акушер пилĕк пункчĕ, Шăнкăртамра иккĕмĕш врач амбулаторийĕ уçăлчĕ. Сывлăх сыхлавĕн тăватă объектне тĕпрен юсанă.

2025 çулччен 7 врач амбулаторине хута ямалла. Кăçал Патăрьелĕнчи тĕп поликлиникăна юсамалла, Кзыл Чишмарипе Первомайскинчи врач амбулаторийĕсене юсаса пĕтермелле, Сăкăтра çĕннине тумалла

. Хальхи вăхăтра районта 32442 çын пурăнать. Чăвашстат кăтартăвĕпе 2021 çулта 315 ача çуралнă, çакă маларахри çултинчен 1,6 процент нумайрах. Шел пулин те, 645ĕн вилнĕ (2020 çултинчен 4,2 процент нумайрах).

Демографи лару-тăрăвĕ Патăрьелĕнче тата Шăнкăртамра лайăх.

Пĕтĕмлетỹре ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ çамрăксене свидетельство пачĕç, "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" сумлă ята илнисене саламларĕç.

 О. ПАВЛОВА.

Хаклав

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир СТЕПАНОВ:

- Патăрьел районĕнче ĕçлеме те, канма та, пурăнма та условисем çителĕклĕ. Кунта тăрăшса вăй хуни куç умĕнче. Çавăнпах ĕнтĕ республика бюджетĕнчен уйăракан, тĕрлĕ программăпа паракан пулăшусем те Юхмапа Пăла тăрăхне тивĕçеççĕ. Патăрьелсем сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ, ĕçпе çирĕплетеççĕ. Çакă вара паянхи кун чи кирли.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий АНТОНОВ:

- Патăрьелсем пĕр шухăшлă пулса район малашлăхĕшĕн тăрăшни савăнтарать. Кăтартусем пĕр çын çеç вăй хунипе пулмаççĕ. Вырăнти власть органĕн иртнĕ çулхи ĕçне эпĕ "4" паллăпа хакланă пулăттăм. Юхмапа Пăла тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине вăйлатассишĕн пĕрлехи команда кăçал тата ытларах кăтартусем тăвасса шанса тăратăп.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика