- Атте пире ачаранах кĕнекепе туслă пулма сĕнетчĕ. Çавăнпа ăна алăран яман. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта тăван ен культурипе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Нина Ивановна тата Роза Алексеевна Павловасем малашлăх çула уçрĕç тесен те йăнăшмастăп. Вăтам шкул хыççăн республикăри культура училищине çул тытрăм. Алла диплом илсен районти культура пайне ĕçе кỹлĕнтĕм,- тесе паллаштарма пуçларĕ хăйĕнпе Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕн директорĕ В. Маллина.
Халĕ пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 30 çула яхăн Валентина Павловнан. Çав шутра историпе этнографи музейĕн сукмакне 15 çул такăрлатать.
Пурнăç çулĕ çинче лайăх çынсем тĕл пулнишĕн савăнать В.Маллина. Ун чухне музей директорĕнче ĕçленĕ В.Киданов ырă канашсем панине асран ямасть. Виталий Яковлевич сĕннĕ çỹлĕк çинче упранакан 2 пин ытла кĕнекене вуласа тухнине çирĕплетет. Вĕсемех ăна тĕнчери Атăлçи университечĕн культурологи факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухма май панине те пытармасть.
Малтанласа вăл культура пайне методист пулса вырнаçнă. Тăрăшулăхне кура ăна аслă методиста куçарнă. Валентина Павловна ертсе пынипе ташă-юрă ăстисем районти, республикăри фестивальсемпе конкурссене сахал мар хутшăннă. Вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Чылай мероприяти сценарийĕсене хатĕрленĕ В.Маллина. Вăл ертсе пынипе районта "Патăрьел хĕлĕ", "Пĕчĕк путене", "Чи маттур хĕр", "Чи маттур арçын ача", "Çăварни юррисем", "Мăнкун эрни" тата ытти конкурссем те иртнĕ. Çамрăксене професси çулĕ çине тăма та пулăшнă Валентина Павловна. Паянхи кун ăна ку енĕпе О.Моисеева, А.Антонова, В.Арланова кăмăлтан тав тăваççĕ. Хăй те аслисенчен ыррине сахал мар илнĕ. А.Яруков, В.Фролов юрăçсем кирлĕ канашсем панине манăçа кăлармасть.
Музея ĕçлеме куçни вара ăна хăйĕн пултарулăхне тата ытларах аталантарма май панă. Халăх йăли-йĕркине мала хурса интереслĕ те пуян содержаниллĕ экскурсисем сахал мар йĕркелет вăл. Тăван çĕршыва юратма, ĕçе хăнăхма, аслисене хисеплеме вĕрентекен мероприятисем пулсах тăраççĕ унта.
Музейри афганецсене, çĕршыв чиккине хураллакансене халалланă кĕтессем те куракансен чунне хускатаççĕ. "Чăваш Енри чĕрчун тĕнчи", "Тĕнчери лĕпĕшсемпе хуртсем", "Аслă çĕнтерỹ çулĕ çинче", "Паха тĕрĕ", "Вĕçеççĕ, вĕçчĕрех вĕсем" тата ытти куçса çỹрекен выставкăсемпе район халăхне паллаштарать.
Ĕçне пĕлни ăна шкулсенчи, ял тăрăхĕсенчи музейсемпе тачă çыхăну тытма, вĕсене кирлĕ сĕнỹсем пама пулăшать. Учительсемпе канашласа ĕçлет вăл. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем час-часах килсе çỹреççĕ музея.
Валентина Павловна тăван ен историне сахал мар тĕпчет. Чăваш наци конгресĕн членĕ вăл.
Çынра çакнашкал пултарулăх пурринчен тепĕр чухне тĕлĕнетпĕр те. В.Маллина Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕпе Владимир, Пенза, Ульяновск, Самар облаçĕсене, Тутарстан, Крым Республикисене, Санкт-Петербург, Мускав, Шупашкар хулисене, ытти çĕре пĕр хутчен çеç мар кайнă.
Районти халăх театрĕн артистки те В.Маллина. Виталий Владимирович Дергунов режиссер чухнех (йывăр тăпри çăмăл пултăр) унта çỹренĕ. Хальхи вăхăтра Л.Леонтьева режиссер лартнă "Хăвăн ятна асту" тата "Иртни те таврăнать" спектакльсенче вылять.
Квалификацие, професси ăсталăхне ỹстерессипе те нумай тимлет Валентина Павловна. Малта пыракансен ĕç ăсталăхне алла илет. Курссисенче тавра курăмне ỹстерет. Республикăра музей экспоначĕсене тирпейлесе шута илессине, патшалăх каталогне кĕртессине чи малтан вĕçлерĕ. Пĕлтĕр вара "Чăваш Енри муниципаллă музейĕн чи лайăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Чăннипех те çанă тавăрса ĕçлет В.Маллина. Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă çулталăкра сахал мар мероприяти йĕркелеме пултарчĕ. Асăну каçĕсене, выставкăсене, калаçăвĕсене чылайăн курма-итлеме пултарчĕç. Ĕçĕ ку енĕпе паянхи кун та малалла пырать. Альбом хатĕрлеççĕ тата вăл вăхăтри япаласене музей валли пухаççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Валентина Павловнан пухмачĕнче паян тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсем пур. Район администрацийĕн те пĕрре çеç мар. Çав шутра Чăваш Наци конгресĕн президенчĕн, республикăри Халăх ăсталăх çурчĕн, Чăваш Енри культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн, республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн, Чăваш наци библиотекин тата ыттисен те.
Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă çулталăкра хастар пулнăшăн Валентина Павловна асăну медальне те тивĕçнĕ. Çакăнта пĕр хăйĕн тăрăшулăхне çеç курмасть вăл. Наталия Румянцева экскурсоводпа пĕрле вĕсем 13 çул килĕштерсе ĕçлеççĕ.
Районти Хĕрарăмсен канашĕн ĕçне те явăçать В.Маллина.
Икĕ ывăл çитĕнтерет. Асли И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, кĕçĕнни Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пĕлỹ пухаççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшать.
Кашни кунăн ĕç йĕрки паллă ертỹçĕн. Ăна вăл тивĕçлипе тытса пыма тăрăшать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |