Кайрине хыçа хăварса малалла тинкерекен çамрăксем
Çивĕч ăс-тăнлă, талантлă, вĕренỹре пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă çамрăксене çулленех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕпе чыслаççĕ.
2021-2022 вĕренỹ çулĕнче сумлă стипендие Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчен 8 класра вĕренекен Рузиля Хамдеева тата кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Рания Кралова илсе тăраççĕ. Çак сумлă ята вĕсем вĕренỹри, ĕçри хастарлăхшăн, тĕрлĕ конкурсра çитĕнỹсем тунăшăн тивĕçнĕ.
Рузиля "5" паллăсемпе çеç шкул сукмакне такăрлатать. Вăл тĕрлĕ предмет олимпидине, конкурса хутшăнса хăйĕн тавра курăмне тĕрĕслет. Шкул, район чысне хỹтĕлеме Шупашкара, Хусана темиçе хут та çитнĕ. Паянхипе кăна лăпланса ларасшăн мар, ялан çĕнĕлĕх анине уçăмлатать. Тĕрлĕ кĕнеке, энциклопеди вулама юратать. Вăхăтпа пĕлсе усă курни ĕçпе кану валли те, юлташĕсемпе курнăçма та, тавра курăма пур енлĕн аталантарма та май парать çамрăка. Çавăн пекех Рузиля юрлама, ташлама, наци апат-çимĕçне янтăлама кăмăллать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче чак-чак хатĕрлесе республика шайĕнче иртекен конкурсра çĕнтернĕччĕ. Тăрăшулăхĕ, çирĕп те ырă кăмăлĕ, çутă ĕмĕчĕ савăнăç кăна кỹреççĕ ăна. Пăтăрмахсене çĕнтерме, лайăххине кăна асăрхама пĕлекен хĕр ача мĕн пĕчĕкрен яваплăха хăнăхса пырать.
"Класс, шкул тулашĕнчи ĕçсенче те нихăçан та айккинче тăрса юлмасть. Пур хушăва та кăмăлтан пурнăçлать, чĕре витĕр кăларать,тĕрлĕ сĕнỹ парса ыттисене те хавхалантарса пырать", - вĕренекен шанчăклă пулнине çирĕплетет Г. Тазетдинова класс ертỹçи те. Унăн пултарулăх "кутамкки" кунсерен пысăкланса пырать. Пăхмасăр сăвă калама питĕкăмăллать. Пĕр-пĕр сăвă конкурсĕ иртни çинчен пĕлсен савăнсах каять, кăмăлтанах хутшăнать. Ăслăлăхпа тĕпчев конференцийĕнчен те айккине тăрса юлмасть. Пур предмета та кăмăллать. Уроксенче тимлĕн итлесе ларни, илемлĕ литература хайлавĕсене вулани ăна пысăк ỹсĕмсем тума пулăшать. Килте вуласа тухайманнине уроксем умĕн шĕкĕлчет. Ăнланман ыйтусене вĕрентекенпе тĕпчет. Уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен К.Уткина пулăшса, савăнтарса пынине ырлать Рузиля.
Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнаççĕ. Вăл ыйтнине яланах тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Пĕлỹшĕн çунаканскере кирлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем туянса пама май тупаççех. "Мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçламасăр çывăрма выртмасть вăл", - пĕлтерчĕ амăшĕ хĕрĕ пирки хĕпĕртесе.
Кĕçĕн çулхи шăпăрлансене вĕрентекен Рания Кралова çак шкулта 5 çул çеç ĕçлет пулсан та çитĕнĕвĕ чылай. Вăл район, республика, регион шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурсра пĕрре мар çĕнтернĕ. Чунĕпе ырă та таса, пĕтĕм таврана юратаканскер, ĕçтешĕсене тата юлташĕсене йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕр. Акăлчан чĕлхипе те вĕрентет. Вожатăй ĕçне те пурнăçлать. "Уçă уроксен" фестивальне те çулсеренех хастар хутшăнать. Рания Решитовна тĕрлĕ технологипе ĕçлет. Ача хăйне тытма пĕлнинчен пуçласа тăван чĕлхене юратма вĕрентесси таранах кĕрет кунта. Тата çакна та палăртса хăварас килет: ача кирек мĕнле предмета та учитель урлă юратма тытăнать. Çавăнпа та вĕрентекенĕн ăслă, пултаруллă, ырă кăмăллă пулмалла. Çакна ăнланать çамрăк педагог. Çавна май унăн урокĕсем тарăн шухăшлă, интереслĕ иртеççĕ, вĕренекенсене ĕçлĕ, эстетикăлла воспитани пама пулăшаççĕ. Ачасем çĕнĕ материала урокрах тарăннăн ăнланса юлаççĕ. Уншăн тĕп тата иккĕмĕшле урок çук. Çыру ĕçĕсене яланах вăхăтра ирттерет, вĕрентỹ материалне пурнăçпа çыхăнтарать. Питĕ ăста ташлать, хăйĕн ăсталăхĕ тавра ачасене те явăçтарать. Тĕрлĕ-тĕрлĕ наци ташшине вĕрентет. "Чи класлă, класлă" конкурс призерĕ, "Вĕрентỹри чи çамрăк специалист-2021", "Регионти чи хастар вĕрентекен" конкурссен çĕнтерỹçи. Спортпа та питĕ туслă, пур ăмăртăва та хаваспах хутшăнать. Унăн вĕренекенĕсем те лара-тăра пĕлмеççĕ. Интернет уçлăхĕнчи тĕрлĕ соцсетьре пĕлĕвне аталантарать. Рания Решитовна хăйĕн ĕçне тивĕçлипех пурнăçлать. Унăн вĕренекенĕсем районта та, республика шайĕнче те ăс-хакăлпа палăраççĕ, çĕнтереççĕ. Пултарулăх конкурсĕсенче те ăсталăх, çирĕп пĕлỹ кăтартаççĕ.
Çамрăксем малалла тата та пысăк çитĕнỹсем тăвасса, тапса тăракан иксĕлми хавалĕсем пурнăç тăршшĕпех çитессе шанатăп.
С. КУЛАКОВА
Ноябрь 2024 |