Организма сиенлет

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:28 Просмотров: 277

Табак туртни организма пысăк сиен кỹрет. Предприятисем, автомобильсем кăларакан тĕтĕм-сĕрĕм, наркăмăшлă компонентсемлĕ апат-çимĕç пирус сĕрĕмĕпе хутшăнса туртакана çеç мар, унпа пĕр пỹлĕмри çынсене те сиенлеççĕ.

Фильтрсăр сигарет туртакан тĕтĕмĕн 32 процентне, фильтрпа тĕтĕмĕн 23 процентне сывласа илет. Тĕтĕмри хытă япаласем 82 процентран пуçласа 90 процент таран ỹпкере ларса юлаççĕ. Табакри никотинпа сăмаласем питĕ сиенлĕ.

Пĕр сигарет туртнă хыççăн организма 1 миллиграма яхăн никотин лекет. Кунта сигарет пахалăхне те, тарăннăн сывласа туртнине те, тĕтĕме ăшра тытса тăнине те шута илмелле.

Пĕтĕм тĕнчери пирус туртма чарăнмалли куна пуçарса яраканĕ - сывлăх сыхлавĕн организацийĕ. Халăх хăйĕн сывлăхĕ çине тимлĕрех пăхтăр тесе йĕркеленĕ ĕнтĕ ăна. Мĕн чухлĕ çынна сиен кỹмест-ши çак наркăмăш? Инфаркт, инсульт, усал шыçă, юн тымарĕн чирĕсем... Кашни вуннăшĕнчен пĕрне вилĕм патне илсе çитерет. 600 пинĕн ытла (çав шутра ачасем те) пирус туртакансемпе пĕрле пурăнса тĕрлĕ чирпе аптраççĕ.

Йышăнăва пыракан пациентсем пирус туртса хăйсен сывлăхне хавшатнине йышăнакансем чылай. Шутлама пĕлни савăнтарать. Пуç тавра шутлар-ха: пирус туртакан çемье укçине мĕн чухлĕ пĕтерет?

Пĕр пачки вăтамран 100 тенкĕрен кая тăмасть. Ăна чылайăшĕ куллен тĕтĕме çавăрать. Уйăхне вăтамран 3000 тенкĕ тăкаклать. Сывлăхне мĕн чухлĕ хавшатать тата.

 Пĕр кунта миçе пирус туртнине шутлăр. Çавна миçе çул усă курни çине хутлăр. 20 çине пайлăр. Енчен те çак цифра вуннăран ытларах пулсан, ватлăхра астма чирĕ пуçланас хăрушлăх пур. Тĕпчевсем те çакна палăртаççĕ.

Н. НАДИНА, районти тĕп больницăри врач-нарколог

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика