Çĕр çынни чăрмавсене парăнмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:22 Просмотров: 1035

Кăçалхи çуркунне ял хуçалăх ĕçченĕн чăтăмлăхне тĕрĕсленĕнех туйăнать. Çанталăк çумăрлă тăнăран ака та вăрăма тăсăлчĕ.

Ĕнерхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене палăртнинчен 90 процент ытларах никĕсе хывнă. Иртнĕ çулсенче ку вăхăтра яваплă тапхăра вĕçлесе выльăхсене валли апат хатĕрлессипе ĕçлеме пикеннĕччĕ. Мĕн тăвăн, ялан эпир шухăшланă, ĕмĕтленнĕ пек те пулмасть çав. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен хирĕсене çитнĕ, ертỹçĕсемпе курнăçса калаçнă хыççăн çакă уйрăмах лайăх палăрчĕ.

 - Кăçалхи пек ака ирттерсе курманччĕ: çĕр пек пек пиçмерĕ. Хирсенче хăш-пĕр вырăнсене техника кĕрейменнипе тăратса хăварма тивет. Çакă пире унччен усă курнă технологисене аса илмеллине те, çĕнĕлĕхсене усă курмаллине те вĕрентет, - терĕ Александр Петров фермер. Сăмах май, кăçал кунта пĕрремĕш çул рапс акнă. Ăна хурт-кăпшанкăран сыхласа им-çам сапма паян-ыран тухма палăртнă.

Красномайскинчи "Колос" çĕр ĕç фирминче те çурхи ĕçсене вĕçлессишĕн çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра кунта хĕвелçаврăнăш вăрлăхне акаççĕ тата хура тул никĕсе хывмалли тăрса юлнă. Вăл 80 гектарта çитĕнмелле. Хуçалăхра шăпах ăна валли çĕре хатĕрлеме пикеннĕ.

 Вăраха кайнă çумăра пула Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнче ака вĕçленме н-ха. Çанталăк ăшăтнипе кашни сехетпе туллин усă курасшăн. Пĕрисем çĕр улми лартаççĕ, теприсем акаççĕ... Тăпра çемçе те кăпăшка пултăр тесе ятарлă агрегатпа ватаççĕ, унтан тин вăрлăхсене турă аллине параççĕ. Севока кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, шăвармалли хатĕрпе йĕпетсе тăрассине пĕлтерчĕç Кузнецовсем.

 Тутар Тимешĕнчи Камиль Салихов фермер хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕпе пĕрех, нỹрлĕ лаптăксем çеç тăрса юлнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранăран вĕсене валли апат хатĕрлесси пирки шутла пуçланă. Хуçалăх çак кунсенче сенаж хатĕрлекен техника туяннă. Нумай çул ỹсекен курăксем ỹссе вырма юрăхлă пулсанах агрегата ĕçлеттерме пуçлаççĕ.

Специалистсем кăçал кĕрхисем аванах хĕл каçнине калаççĕ. Сивĕрех тăнипе кăна çỹлелле кармашаймаççĕ. "Исток" çĕр ĕç фирминче вĕсене апатлантарнăран тĕсĕпе те улшăннă - тĕттĕм симĕс курăнать. Хуçалăх ертỹçи Александр Илюткин çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акмалли лаптăк нумай юлманнине (хаçат пичетленсе тухнă çĕре ĕçе вĕçленĕ. - Авт.), куккурус вăрлăхне никĕсе хывнине, çавăн пекех хурт-кăпшанкăран урпа калчисене им-çам, сахăр чĕкĕнтĕр анисене гербицид сапнине пĕлтерчĕ.

 "Батыревский" пĕрлешỹре те кĕрхисем те, çурхисем те куçа илĕртеççĕ, - Çумăр çăвиччен минераллă удобренисем сапма тăрашатпăр, çакă вĕсене хăвăртрах ирĕлтерме, акнă-лартнă культурăсем патне часрах çитме пулăшать. Кĕрхисем аван çитĕнеççĕ, анчах 58 гектарне çĕнĕрен акма тиврĕ. Пурĕ вара кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1003 гектар йышăнаççĕ, вĕсене минераллă удобрени сапнă. Çĕр улмие палăртнинчен ытларах лартатпăр - 160 гектар. Йăранĕсене хăпартма пикеннĕ, - терĕ Петр Ялуков директор.

Пĕтĕмĕшле илсен пĕрчĕллĕ культурăсем аван шăтса тухнă, вĕсене ярăнса ỹсме çанталăкĕ кăна пултăрччĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика