Нушине те тỹснĕ, ыррине те курнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.06.2022, 16:18 Просмотров: 827

 Кĕске хỹреллĕ вăл ватă çын ыйхи. Кунĕпе килти ĕçпе кăштăртатса Марье аппа кĕçĕр те канлĕ çывăраймарĕ. Ыйхи вĕçрĕ унăн. Шухăшпа таçта та çитсе çапăнчĕ. Сакăр вун ултă çул хушшинчи пурнăç саманчĕсем куç умĕнчен вĕлтлете-вĕлтлете иртрĕç. Акă вăл, пĕчĕкскер, амăшĕпе пĕрле пахчара çум çумлать. Çав вăхăтрах ун умне савнă мăшăрĕпе ачисем тухса тăраççĕ, пĕринчен тепри пĕчĕккĕ...

Вăхăт Пăла шывĕ пекех таçта васкать. Марье аппа та çак тарана çитнине сисмерĕ те. Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралнă вăл. Ашшĕ-амăшĕ ĕçчен, тирпейлĕ çынсем пулнă. Ултă ачине те мĕн пĕчĕкрен çакна хăнăхтарнă. Çемйи йышлă пулсан та Трифон Николаевичпа Ксения Ефимовна Николаевсем ачисене вĕрентесшĕн пулнă. Анчах вĕсен ĕмĕтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Вăрçă ваттине те, вĕттине те асапне чылай кăтартнă. Трифон Николаевич та 1942 çулхи хĕлле çемйипе сыв пуллашнă. Марье ун чухне улттăра пулнă. Амăшĕ çемьене тумлантарас тесе кашни кунах ĕçе тухнă. Аслăраххисемпе пĕрле Марье те çиччĕрех алла çурла тытнă. Уйра тырă вырнă. Çимелли, тăхăнмалли те пулман. Пурнăçа аран саплаштаркаласа пурăннă. Уя крахмал пуçтарма кайнă. Мăян пашалăвĕн тути те халĕ те чĕлхи çинчех.

Ашшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунăран Николаевсен пурнăçĕ кайран та йывăр пулнă-ха. Марьене амăшĕ 7 класран вĕренсе тухсанах Елчĕке, пĕр учитель çемйине ача пăхма янă. Каярахпа колхоз правленине тирпейлỹçĕне вырнаçнă. Унтан вербовкăпа Мускав облаçне тухса кайнă. Шăпа Тула облаçнех илсе çитернĕ. 1955-1959 çулсенче шахта тунă çĕрте вăй хунă. Пулас мăшăрĕпе, Кивĕ Ахпỹртри Алексей Антиповпа та шăпах çакăнта паллашнă. 1957 çулта вĕсем çемье çавăрнă, икĕ çултан яла таврăннă. Çĕнĕ кине кунта хăнăхма çăмăлах пулман. Тăм кирпĕчрен çапса тунă пĕчĕк пỹртре мăшăрĕн амăшĕпе икĕ аппăшĕ, Ульха апппăшĕн ывăлĕ пурăннă. Çимелли пулман. Пасартан тырă илсе ал арманĕпе авăртнă, пашалу пĕçерсе çинĕ. Çамрăк мăшăр колхозра ĕçлесе пурнăçа майĕпен сыпăнтаркаласа пынă. Кĕçех тăм пỹрт вырăнне йывăç çурт çĕкленĕ. Пĕрин хыççăн тепри ачасем çуралнă. Марье уй-хир бригадинче, мăшăрĕ бригадирта ĕçленĕ. Çапла майĕпен пурнăçа йĕркелесе пынă вăхăтрах Алексей Константинович пурнăçран уйрăлнă. Мария Трифоновна 8 ачапа тăлăха тăрса юлнă. Асли - Нина 15-ре, кĕçĕнни Евгений 9 уйăхра. Марье аппа пусма ларнă чăх чĕпписене çунат пуçтарнă пек ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме тăрăшнă. Йывăр килнĕ ăна. Каçсерен мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши?

Тỹсет çав этем чĕри. Темле йывăр пулсан та чăтать. Мария Трифоновнăн ачисем пĕчĕкренех пурнăç тутине пĕлсе ỹс-рĕç. Толя 8 класран вĕренсе тухсан çуллахи каникулсенче 4 çул Чĕмпĕр облаçне ĕçлеме çỹрерĕ. Ун хыççăн ăна Коля ылмаштарчĕ. Самаях тырă, укçа илсе килчĕç. Кĕçĕннисем амăшĕпе пай çинче вăй хучĕç. Марье аппа вара хĕллехи кунсенче районти çар комиссариатĕнче кочегарта ĕçлерĕ.

Антиповсен ачисем ăслă-тăнлă, ĕçчен те маттур çитĕнчĕç. Нинăпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Толя Шупашкарти прибор тăвакан заводра чылай çул вăй хучĕç. Коля - водитель, Наташа - сутуçă. Аленăпа мăшăрĕ çĕрпе, выльăхпа ĕçлеççĕ. Витя, Володя, Женя - строительсем.

Амăшĕн ачисемпе савăнмалăх пур. 5 ывăлĕ те салтака кайма юрăхлă пулчĕç. 11 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнук унăн. Асламăшĕ-кукамăшĕ вĕсемпе савăнать, хуйхи суйхине те пайлать.

В. МАЛЬЦЕВА. Кивĕ Ахпỹрт ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика