Турханта пурăнакан Г. Осипов çурчĕ çинче "Кунта "Хастар" ял хуçалăх производство кооперативĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Григорий Степанович Осипов пурăнать" тесе çырнă хисеп хăми çакăнса тăрать. Кун пек чыса кашнийĕ тивĕçеймест, çавна май кил хуçипе тĕплĕнрех паллашма шут тытрăмăр.
Григорий Степановичпа Василиса Ильинична тарават кĕтсе илчĕç. Хисеплĕ мăшăр 48 çул пĕр çемье çулĕпе утать. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Анатолий ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать, унăн йĕкĕреш хăраххи - Виктор - тĕп килтен уйрăлса тухса инçех мар çурт тунă, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Сăмах май, хаçатра вĕсем пирки çырнăччĕ. Александрпа Лилия та йăваран вĕçсе тухса кайса хăйсен пурнăç çулĕсене суйласа илнĕ. –
Пуян киле качча килмерĕм, пуянлăхпа та килеймерĕм. Туй хыççăн çăра çакăнса тăракан алăка уçса кĕтĕмĕр. Йăлтах пĕрлехи вăйпа тунă. Мана та, ăна та пулăшакан пулман. Ачасене те хамăрăн пăхма тивнĕ. Тĕрĕссипе, мăшăрăн ывăлсемпе хĕре утьăкка сиктерме те вăхăчĕ сахалччĕ, ялан ĕçе васканă, - терĕ Василиса Ильинична калаçу сыпăнса пынă май.
Пурнăç кĕленче сăпкара сиктермен Григорий Степановича. Турханти вăтам шкултан саккăрмĕш класран вĕренсе тухнине çирĕплетсе 1968 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче экзамен тытнă хыççăн çамрăк каччă каçхине хăй çỹрекен учĕпе выртмана кайнă. Шăпах утă вăхăчĕ пулнă ун чухне, ĕçе ĕлкĕрес тесе ирхи 5 сехетре килне таврăннă. Ăна пысăк хуйхă кĕтсе тăнă: вăл çитнĕ çĕре амăшĕ вилнĕ. Çулталăк çурă маларах кăна ашшĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
- Анне вилнине пĕлнĕ хыççăн урама тухрăм, куçран куççуль шăпăртатса юхать. Кỹршĕри Ваççа тете мана курчĕ те мĕн пулнине ыйтса пĕлчĕ. Вăл мана кăнтăрла иксĕмĕр пĕрле вăрмана хĕреслĕх йывăç касма каяссине пĕлтерчĕ, лашана парса яма хушмарĕ. Бригадир килчĕ те илсе кайрĕ. Татах чунăм хурланчĕ. Апата килнĕ Ваççа тете лăплантарчĕ, хĕресе тимĕрçе кайса тимĕртен тутарассине пĕлтерчĕ. Аннене пытарнă хыççăн хамран 5 çул кĕçĕнрех Нина йăмăкпа иксĕмĕрех тăрса юлтăмăр. Ĕне те пурччĕ, ăна та усрама пăрахмарăмăр, - тесе аса илчĕ Григорий Степанович иртнĕ кунĕсене.
Çамрăкăнмалаллавĕренмекаяс ĕмĕчĕ тепулнă, вăллăпахсỹннĕ. Кĕркуннеччен Г. Осипов бригадăра ĕçленĕ, кайран ялти фермăра вăй хума тытăннă. Çапла кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне шунă... Григорий Степановичăн тантăшĕсене салтака илсе кайма пуçланă, ăна йăмăкне пăхакан урăх никам та çуккипе тăратса хăварнă. Пĕр тăванĕ 16 çул тултарса Шупашкарта вĕренме пикеннĕ хыççăн 1971 çулта тин салтак аттине тăхăнать. Çара кайиччен пур выльăхне те сутса, алăкне çăрапа питĕрсе хăварать. Икĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн 1973 çулхи декабрьте тăван тăрăха таврăнать. Вăл каялла çаврăнса çитнĕ çĕре Украинăран отпуска килнĕ тетĕшĕ хатĕрлесе хăварнă вутă та, кĕлетри тырă та "ураланнă". Хĕл кунĕнче хутман пỹртре шăл шаккаса лараймастăн, вăл тăванĕсем патĕнче пурăнма пуçланă. Районĕпе паллă утарçăн Николай Петрович Пирожковăн амăшĕ ăна хапăлласах йышăннă.
Салтакран килнĕ вăй питти каччă алă усса ларман. Вăрмантан строительствăра юрăхлă йывăçсене каснă çĕре хутшăннă, пĕрлех вуттине те хатĕрленĕ. Шăпа ăна тăванĕсем патĕнче пурăннă чухне пулас мăшăрĕпе паллаштарнă.
- Ĕçрен килтĕм те çăвăнатăп. Пирĕн пата пыл илме икĕ хĕр килчĕ. Калаçуран Çĕньялтан иккенне пĕлтĕм. Хĕлле каç час пулать вĕт, вĕсене ăсатма кайрăм. Январьте паллашрăмăр, февральте туй турăмăр, - тет Г. Осипов.
ВасилисаИльиничнапуласмăшăрнетĕлпуличченкăшткăнамаларахШупашкартанкаяллакилнетаврăннă. Текстиль комбинатĕнче тăрăшулăхпа палăрнă хĕре мастерĕ те ярасшăн пулман, анчах амăшĕ йывăр чирли татăклă утăм тума хистенĕ. Çемье пуçĕ каллех фермăра, вăкăрсене самăртнă çĕрте вăй хума пуçланă. Вăл пăхакан выльăхсем талăкра 840 грамм таран ỹт хушнă. Кăтартусем пысăкран Григорий Степанович темиçе хутчен те Социализмла ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнă, тĕрлĕ шайри наградăна, Хисеп, Тав хучĕсене, парнесене тивĕçнĕ. Вĕсем пĕри те тар тăкмасăр пулман. Ашшĕпе пĕрле витери ĕçсене пурнăçлама ачисем те хастар хутшăннă.
- Эпĕ Турхантиинвалидсен çуртĕнчесанитаркăра ĕçлеттĕм, сменăрантухсанчас-часах ăнапулăшмаачасемпе çỹреттĕмĕр. Маларахри вăхăтра ирхи 2-3 сехетрех ферма тухса каятчĕ, кайран кăна пиллĕкре çỹрекен пулчĕ. Пушă вăхăт тупăнсан иксĕмĕр пĕрле вăрмана лашапа хĕллене валли вутăлăх хатĕрлеме çỹренĕ. Унтан тата выльăх пăхакансене те пай паратчĕç, ăна та çумланă. Тырă çителĕклĕ пулнăран килте те виçшер ĕне, вăкăрсем тытнă, çурт-йĕр тăвас, ачасене ура çине тăратас тенĕ, - тет Василиса Ильинична калаçăва хутшăннă май.
Пурнăçа ỹпкелемеççĕ Осиповсем, малашне те пĕрле килĕштерсе пурăнма сывлăх çеç пултăрччĕ, теççĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |