Пилĕк ывăл - пилĕк тĕрлĕ телей!

Категория: Публикации Опубликовано: 08.07.2022, 14:00 Просмотров: 717

Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи ĕç ветеранĕпе Елена Ивановна Аксаковапа килĕнче тĕл пултăмăр. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан кинемейпе пупленĕ вăхăтрах çине-çинех телефон сасси пирĕн калаçăва татрĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав Ленинград облаçĕнченех пулчĕ. Аслă ывăлĕ амăшĕн сывлăхĕпе кăсăкланать-мĕн. Юрий Владимирович - подполковник, тивĕçлĕ канура пулин те службăна малалла тăсать-ха. Яла час-часах килеймест пулин те тăван кил хыпарĕпе паллашсах тăрать.

 Ун хыççăнах Шупашкарта пурăнакан Валера хăйĕн çемйинчен амăшĕ патне салам çитерчĕ. Елюк аппа пĕр савăнса, пĕр хурланса тенĕ евĕр куççульне саппун вĕçĕпе сăтăрчĕ. "Аванах, аванах пурăнатăп-ха...",-терĕ вăл çине-çинех. Пилĕк ывăлтан виççĕмĕш савăнăçĕ - Николай. Вĕсем Валерий пиччĕшпе иккĕшĕ те ял хуçалăх институтĕнче (ун чухне çапла ят пулнă) аслă пĕлỹ илнĕ. Пĕри - инженер-механик, тепри - зоотехник. Хальхи вăхăтра Е. Аксакован тепĕр ывăлĕ Геннадий Владимирович - полици капитанĕ. Вăл та тивĕçлĕ канура пулин те юратнă ĕçне пăрахман-ха. Коллективра та хисеплĕ.

Мĕн ачаран спортпа пиçĕх- се ỹснĕ чи кĕçĕнни Василий Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн пурнăç çулне, ĕçне суйласа илнĕ, тĕп хулара пурăнать. Амăшĕ патне тăтăшах килсе çỹреме, пулăшма тăрăшать, Çулĕпе самай пусарăннă амăшĕшĕн пилĕк ывăлĕ - пилĕк тĕрлĕ савăнăç! Кашнийĕн хăйĕн çемйи, ачисем, мăнукĕсем те пур. Паян асламăшне тăхăр мăнук, мăнукĕн 6 ачи хăйĕн çитĕнĕвĕпе савăнтарать.

- Мăшăрăмпа - Владимир Ильичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ачасене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшрăмăр. Ашшĕ шкулта педагог пулса ĕçленĕрен кашнинех спорта явăçтарма, усăллă ĕçсем тума, кил хуçалăхĕнче пулăшма вĕрентсе ỹстерчĕ. Тăрăшни харама каймарĕ. Ачасемпе мухтанни ан пултăр та, вĕсем пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнĕшĕн çав тери савăнатăп,- майĕпен çеç калаçрĕ ĕç ветеранĕ.

Пирĕн калаçăва телефон шăнкăравĕпе татнă Валерий Владимировичпа та хăш-пĕр шухăша палăртма тиврĕ:

 - Çемьере эпир пурте спортпа туслă пулнă. Атте ирпе-ирех вăрмана чупма тухатчĕ, пире те хăвармастчĕ, пĕрле илсе каятчĕ. Кĕçĕн класранах эпир тĕрлĕ ăмăртăва, чемпионатсене хутшăннă. Эпĕ хам та кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, çамрăксене те вĕрентетĕп. Стена çумĕнче çакăнса тăракан вымпелсемпе значоксем (вĕсем чăнах та питĕ нумай çакăнса тăраççĕ) - спорт каçалăкĕнчи пирĕн çитĕнỹ паллисем,-терĕ кĕскен.

Е. Аксакова хăй те ачисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех ырă тĕслĕх пулнă. Çак аслă çула çитсе те вăл тута çумне сăра-эрех перĕнтерсе курман. Мĕн пур ыррине, лайăххине ачисене пама, вĕрентме тăрăшнă. Пĕрин хыççăн тепри пĕчĕк арçын ачасене тирпее хăнăхтарма та, апатне хатĕрлеме вĕрентме те çăмăл пулман амăшне. Ултă çул хуньашшĕ хуньамăшĕпе пĕрле пурăнса уйрăлса тухнă хыççăн çурт-йĕрне те çавăрмалла, чăлхи-алсишне те çыхмалла, выльăхне те пăхмалла пулнă. Ирхине виçĕ сехетре ура çине тăрсан та хăш-пĕр чухне лаш канма та вăхăт тупăнман. "Мухтав аннене мана вăр-вар та пĕлсе ĕçлеме хăнăхтарнăшăн",-тет вăл паянхи кун та ашшĕ вăрçăра вилнĕ хыççăн пилĕк ачине пĕччен ỹстернĕ амăшĕн нуши-тертне хак парса.

Елена Ивановна 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах ури çине "ĕне пуснине"те каласа пачĕ. Çемьери çурма тăлăх пурнăç ăна тỹрех сысна фермине илсе çитернĕ. Çамрăк хĕрачана малтанласа 20 сысна самăртма шанса панă. Ĕçĕ çăмăл пулман. Икĕ витрепе выльăхсем валли çырмаран шыв йăтнă, апатне те хăйсемех пĕçернĕ, айсарăмне тасатнă... Çапах та шаннă ĕçе тỹрре кăларнă хĕрача. Кăштах вăхăт иртсенех ăна аслисемпе танах ĕç хушнă. Каярахпа тăтăшах колхоз бригадинче тăрăшнă. Çулталăкра пĕр ĕç кунне те çухатман! Каçалăкпа тырă вырнă чухне те яланах чăн малта пынă. Çапла вăл ĕмĕр тăршшĕпех тỹрĕ чунлă, кăтартуллă, ĕçчен, тăрăшуллă та пултаруллă анне пулнă. Ял-йышра яланах вĕсем пирки ырă ят çỹренĕ. Паян кинемейĕн "арчинче" упранакан тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, вĕсемпе пĕрлех ВДНХ медалĕ те çакнах çирĕплетсе параççĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика