Кирек хăш чирĕн те пуçламăшĕ пур. Пĕрисене тĕллевлĕ сиплеме пулать. Теприсем вара темиçе органа сиен кỹме пултараççĕ. Çаксен шутне шăлсем те кĕреççĕ. Шăлсем урлă организма çĕршер чир кĕрет. Ача чухнех вĕсене упрасси пирки тĕплĕн шутламалла. Шăлсене ирсерен тасатмалла. Çулран-çул тухтăр патĕнче тĕрĕслевре пулма тăрăшмалла. Шăпах çаксене ăнлантарса ĕçлеме тăрăшать Хирти Пикшикри врач амбулаторийĕнчи А.Семенов специалист.
Александр Петрович кунта çĕнĕ çын мар. Ыхра Çырминчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан çамрăк Шупашкарти медицина училищине çул тытнă. Алла диплом илнĕ хыççăн районти тĕп больницăн Хирти Пикшикри врач амбулаторине ĕçлеме кĕнĕ. Унтанпа 30 çул çитрĕ.
Анлă сарăлнă чылай шăл чирĕсенчен пĕри вăл - кариес тесе çирĕплетет тухтăр. Урăхла каласан тĕрлĕ сăлтава пула шăлсем хăвăлланни.
Чире хирĕç вăхăтра кĕрешме пуçламасан, сиплемесен, вăл шалти органсене сиенлеме пултарать. Апат-çимĕçе çителĕклĕ чăмламасăр çинине пула вар-хырăмлăх чирĕсем пуçланаççĕ. Хăвăлланнă шăлсенче пуçтарăннă инфекци çăвар ăш-чиккипе кăна çырлахмасть, тĕрлĕ организма саланать, пỹрене, чĕрене, шăмă сыпписене тата ытти те. Аллерги пуласси те унран нумай килет. Чир малалла шăл ăшне е шăл тымарне салансан, янах шăммине куçсан татах та хăрушăрах. Çавăн пекех инфекци пуç мимине çитме пултарать. Енчен те çынна вăхăтлă пулăшу памасан унăн сывлăхĕ питĕхăвăрт япăхланма пултарнине ăнлантарать.
Профилактика ĕçне кирлĕ шайра туса пыма тăрăшнăран тухтăр патне амбулаторие сиплев илме çỹрекен таврари пилĕк ялтан çеç мар, ыттисем те кăмăлтан килеççĕ. Черетре вăрах кĕтесси çук. Ку чухнехи оборудованисем ыраттармасăр сиплеме май параççĕ.
Треньел ялĕнчен çỹрет пулин те ĕçе кая юласси çук. Çавăнпа хисепре аслă категориллĕ тухтăр.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |