Кая юлса ăнланнă...

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2022, 12:11 Просмотров: 561

 Альбина Егорова

 Çут тĕнчене пурте пепке евĕр çуралать: ырри те, усалли те, лайăххи те, япăххи те. Кашнийĕнех пуçламăшĕ те, вĕçĕ те пур. Надьăпа Вовăн чи таса та черчен туйăмне юратусăр пуçне ниепле те хаклама пулман. Утмăлтурат çеçкине аса илтерекен каччă куçĕнчен пуçланнă чиперкке туйăмĕ, вăл ăна тыткăна илнĕ. Ахальтен каламаççĕ иккен юрату куçран пуçланать, чĕрепе тулать, туслăхпа çирĕпленет, туйпа вĕçленет, тесе. Малтанхи туйăмĕсем пурте çаплах пурнăçланса пынă çамрăксен. Чи хитре та савăнăçлă студент вăхăтне тăршшĕпех юнашар, пĕрле ирттернĕ. Иккĕшĕ те аслă шкултан вĕренсе тухнă.

Юлташĕсем те ăмсаннă вĕсене. Ытла та мăшăр кăвакарчăн пек килĕштернĕ-çке! Кирек мĕнле мероприятире те юнашар, пĕрле. Каччи чăн-чăн джентельмен тейĕн... Пикене алă çинче йăтса çỹременни çеç пулнă. Чиперкки те парăмра юлман. Хăйĕн чун савнийĕшĕн вута кĕме те, шыва сикме те хатĕр. Çак туйăм темиçе çул хушши хĕрỹленсе, кăварланса çитнĕ. Хыпса илесси, туй-çуй кĕрлеттересси çеç юлнă темелле. Анчах...

Çирĕпленнĕ туслăх савăнăçпа вĕçленеймен. Алла диплом илнĕ Надьăна Вăрнар, Вовăна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕç тупма тивнĕ. Паллă ĕнтĕ, вутне хурса тăман кăвайт хĕрỹлĕхĕ вăраха тăсăлаймасть. Час-часах тĕл пулма майĕ-шывĕ те пулман. СМС вĕççĕн çеç юратса пурăнма текех 17 çулхи хĕрпе каччă та мар. Сахал-и, нумай-и çирĕм виççĕ тултарнă.

Хăвăрт иртет яш ĕмĕр. Карта тытса та картлаймăн, чаршав тытса та чараймăн! Çывăх çын юнашар пулнине хăнăхнăран, Вовăна малтанласа кун кунласси те, çĕр çĕрлесси те йывăр пулнă. Вăхăт ирттермелле, чуна пусармалла тенĕ пек, вăл тăтăшах хĕрсен ушкăнĕнче çỹренĕ, ташă каçĕсене, тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Ĕç-пуç урăхла çаврăнса тухасса шутлама та пултарайман.

Юнашар касри Микуль пиччесен Наташа хĕрĕ каччăна унчченех куç хывнă-ха. Анчах вăл ялта ĕçленĕрен унпа студент чухне те сывлăх сунса иртнисĕр пуçне пĕрре те чуна уçса калаçман. Халĕвара çывăхланнă та кайнă... Тепăртакран малашлăх пирки ĕмĕтленме пуçланă. Пĕр каçхине вара мăшăрланасси пирки те сăмах хускатнă. Çакăн хыççăн Вовăн ăш-чикĕ вутра çуннă евĕр пĕрехмай пăлханнă. Епле вăй-хăват çитерсе çак хыпара Надьăна систермелле-ши? Вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр пĕр сукмакпа утма тупа тунă-çке. Вова вара улталарĕ курăнать? Хăйĕнчен виçĕ çул кĕçĕнрех пике серепине çакланнă та - тухайман. Мĕнле ăнланмалла çакна? Çăмăлттайлăх? Ултав? Е чăнах намăссăрлăх? Шиклене-шикленех пулас çемье пуçлăхĕ пилĕк çул çыхăну тытнă савнийĕ патне телефонпа СМС шăрçаланă. "Надюша, салам! Эсĕ пирĕн туя çитсен, эпир çав тери савăннă пулăттăмăр". Вĕçĕнче кунне, уйăхне палăртнă.

Паян-ыран савнă мăшăрĕпе юнашар шурă пĕркенчĕк айĕнче ларма ĕмĕтленнĕ пикешĕн çакă уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулнă. Нимĕнле виçене шăнăçайми ырă мар хыпар! Çакна вуланă хыççăнах унăн чĕрине тимĕре тутăх çинĕ евĕр пĕр вĕçĕм кăшланă та кăшланă. Хура хурлăх, хура куççуль... Патăрьел районĕн кинĕ пулма ĕмĕтленнĕ хĕрĕн пуçĕ лăштах усăннă. Мĕншĕн, мĕншĕн икĕ юратнă чĕре хушшинче виççĕмĕш тупăннă? Нивĕшлĕ çăлкуç пек, тăрна куçĕ пек тăрă, пăхсан витĕр курăнакан туйăма та ĕненме çук-ши? "Юрать, кĕтсе илĕп эпĕ çак куна. Анчах сирĕн çеç мар, манăн та кун пулĕ...",-тенĕ те хĕр хăй ăшĕнче вĕсен туй кунне кĕтнĕ. Хăйĕн таса туйăмне, Вовăшăн чăннипех те тем тума та хатĕр пулнине вара вăл туй кунхине хирĕçле хурав ярса ĕнентернĕ: "Надьăна пытарма килĕр...",- тенĕ вăл улталаса.

Усал хыпара Вова Мăшăрлану керменне çырăнма кайиччен вуланă. Каччăн чутах аллинчен кĕсье телефонĕ тухса ỹкмен. Вăл ăна туйра кĕтнĕ, кунта вара? Мĕн тумалла-ши халĕ? Нумай шутласа тăман туй каччи, хăна-вĕрле киле пуçтарăннине пăхмасăрах автомашина çине ларса инçе çула тухса вĕçтернĕ. Çул тăршшĕпех хăйне ятласа пынă. "Мĕн туса хутăм. Тĕрĕсленĕ, çирĕпленнĕ туйăма айваннипе улăштартăм-и? Тăванĕсен куçĕнчен мĕнле пăхас-ши? Пĕр эпĕ çеç айăплă çак инкекре...",- шухăшланă вăл. Çăмăл машина Надьăн çурчĕ умне пырса чарăниччен хапха умĕнче хĕрес тăнăн туйăннă. Çук, йăнăшнă иккен. Мухтав Турра, вĕсен умĕнче хуйхă палли курăнман. Çавах лăк тулли халăх. Мĕн пулнă-ши? - тесе шухăшланă май вĕçсе аннăн ыткăннă вăл вĕсем патне.

- Кĕрỹ тесех шутланăччĕ сана, халĕ, акă, хĕрсĕр тăрса юлтăмăр,- сасăпа ĕсĕклесех йĕрсе янă Надя амăшĕ Вовăна курсанах.

 Пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайнă каччă самантлăха юпа пекех хытса ларнă, шутарса çеç калаçма пултаракан каччăн чĕлхи те пач çĕтнĕ. Кăшт лăпланнă хыççăн амăшĕ килте мĕнле инкек пулса иртнĕ пирки каласа панă. Пиллĕкмĕш кун шыраççĕ иккен хĕре. Ку ĕçе тăванĕсем те, ял-йыш та, полици сотрудникĕсем те явăçнă. Вăл вара сывпуллашу хутне çырса сĕтел çине хурса хăварнă та таçта çĕтнĕ. Те вилĕ? Те чĕрĕ? Никам та пĕлмест. "Каймастăп. Надьăна шыраса тупмасăр пĕр утăм та тумастăп", - тенĕ Вова та.

 Тепĕр пилĕк кун шыранă хĕре. Юлашкинчен вара ... тупнă. Çук, виллине мар, чĕрринех. Анчах ăнланмалла мар лару-тăрура, улах вырăнта. Çакскер пĕр арçынпа явăçса кайнă иккен... Пулас арăмне туй кĕпипех киле тăратса хăварнă Вова çакна курсан малтанах ĕненмен.

- Тавтапуçах парнешĕн, Надя. Каçар эпĕ санăн умăнти юлашки тивĕçе пурнăçларăм. Çапла, эпĕ сутăнтăм, анчах сан пек тискерле мар... - тенĕ те тăванĕсемпе сыв пуллашса тухса кайнă. Ăна тем пекех юлма ỹкĕтленĕ, йăнăша тỹрлетсе туй кĕрлеттерме те сĕннĕ. Анчах Вова килĕшмен. ...Пилĕк кунтан Вова киле таврăннă. Ăна ăсатса янă туй халăхĕпе тăванĕсем пĕри те пулман. Вĕсен пỹлĕмĕнчи вырăн çинче юр пек шап-шурă пĕркенчĕкпе кăпăк пек хăпарса тăракан туй кĕпи çеç сарăлса выртнă. Пулас мăшăрĕ пĕр сăмах та çырса хăварман. Çапах Вова туйнă: пĕриншĕн вăл ытла кая юлнă, теприншĕн - васканă...

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика