Утар

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2022, 15:45 Просмотров: 481

Утар. Çак сăмахра кăмăла каякан темĕнле асамлăх пур. Куç умне тỹрех йăмăхтаракан сарă хĕвел, хĕвел çинче илĕхсе ларакан вăрман, çăра симĕс курăк, пыл хурчĕсемпе кĕрлекен вĕллесем, утарта васкамасăр хăйĕн ĕçне тăвакан, çăварне чĕлĕм хыпнă ватă ар сăнарĕ тухса тăрать. Çавăн пекех çырăнса юлнă та утарăн манăн пурнăçăмра ỹкерĕнсе пынă сăнар, анчах та чун тĕпĕнче тата ытти тути-маси те пур.

Атте каласа панă тăрăх, пĕррехинче Мишша тете çамрăк çемьен тăрăшуллă арçыннине вĕлле хупса пама шантарнă. Малтан вĕсем пĕр-пĕринпе сăмах татса алă тытнă та мăкăрич тунă, каярах вĕллине хупнă. Кунта çакна каласа хăвармалла, кукаçипе кукамай Мишша тете çемйипе кỹршĕллĕ пурăннă. Кукаçипе Мишша тете вара юнлă вăрçăра Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ салтаксем пулнă.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ялтан пилĕк çĕр ытла вăй питти ар ушкăнĕ тухса кайнă. Вĕсенчен çурри çеç каялла таврăнайнă. Пурте пĕр-пĕрин çинчен лайăх пĕлсе тăнă. Вăрçăра кукаçипе Мишша тете хăюллă çапăçнă. Çавăнпа вĕсем пĕр-пĕрне питĕ хисепленĕ, вăрçă хыççăн та пĕр-пĕринпе тачă хутшăннă.

Василий Александровичăн (кукаçи) кĕрỹшĕн (аслă хĕрĕн упăшки) хăйĕн тăрăшулăхĕпе Мишша тетене кăмăла кайнине пула çамрăк çемье кашни кун пыл тутана пуçланă. Атте Мишша тете патне утара мана, пĕчĕк ачана, яма пулнă. Çапла вара манăн утар мыскари аслисем калаçса татăлнинчен пуçланчĕ.

 Манăн калавсенчи ВĂХĂТ тикĕс юхмасть, юхан шыв çул-йĕрĕ пек пĕр сарăлса, пĕр хĕсĕнсе, хăш чухне вара вăраххăн е васкаса юхать.

Мишша тете

Малтанах Мишша тете мана усал çын пек туйăнатчĕ. Сăмах чĕнме те хăраттăмччĕ эпĕ ăна. Хальхи шутран пăхсан Михаил Аврамович ватă çын та пулман ĕнтĕ. Ун чухне утмăл çулран иртнĕ арçын çеç пулнă. Вăл пысăках мар та сарлака хулпуçиллĕ, кăшт курпунланнă, куç айĕн витĕр шăтарасла пăхакан çынччĕ. Кĕскен, туртăнчăклă сывлатчĕ. Çавна пула хусканăвĕсем те васкавлă марччĕ. Тата мана, пĕчĕк ачана, Мишша тетен ăс-тăнĕ шиклентеретчĕ. Унран мĕн пирки ыйтсан та, кăмăлĕ лайăх чухне кашни япала çинчен тĕплĕн ăнлантарса паратчĕ. Екки кайсан ыйту хыççăн ыйту парса аптрататтăмăрччĕ.

Мишша тетен утарĕ инçетреччĕ. Çĕнĕ касран Вăрманхĕрри Шăхаль урлă тухса вăрмана çитмелле, малалла Хуравай кỹлли патне, унтан, кỹлле шыв илсе çитерекен çырма урлă каçса хура вăрмана кĕрсе пĕр виçĕ çухрăм утмалла. Хура вăрманпа çамрăк ăвăслăха пайлакан прачак çине тухсан тин пысăках мар уçланкăра асамлă вырăн ума тухатчĕ... Вăрманти тискер кайăксем вĕллесене ан тустарччăр тесе утар йĕри-тавра ăвăс каштасенчен карта тытнă. Юмахри асамлă илпеклĕ тавралăх куçа илĕртет кунта, чуна тыткăнлать...

Вуннăри ачашăн, паллах, утар çулĕ çăмăл пулман. Кашни кун шурăмпуçпех тăрса хăнăхнă çулпа ир-ирех утара вăхăтра çитмелле пулнă. Ир çитмесен икĕ хăрушлăх пурччĕ: пĕрремĕшĕ - Мишша тете чĕнмесĕр çỹрени, иккĕмĕшĕ - ирхине вĕллерен çăвăр хуртсем уйрăлса тухни. Утарта кам та пулин пулсан çăвăр хуртсем ăçта ларнине йĕрлесе пĕлме пулатчĕ. Никам та курмасан вара çăвăр хуртсем ăçта та пулин лараççĕ те, каярах хăйсем çеç пĕлекен çулпа вĕçсе çухалаççĕ. Тепĕр яваплă ĕçĕм - вĕллесем пăхнă чухне тĕтĕркĕч чĕртсе Мишша тетене пулăшса тăмаллаччĕ. Утар хуçи вара шанса панă ĕçсене тĕплĕ тума хистетчĕ.

Мишша тете вĕлле хурчĕсене питĕ управлăн пăхатчĕ. Ăнсăртран пĕр вĕлле хуртне вĕлерсен те шеллетчĕ. "Халĕччен никам та вĕлле хурчĕн пурнăçне тĕпчесе йĕркелеме пĕлмен. Вĕлле хурчĕ кушак пек - нихăçан та никама та пăхăнмасть", - тесе васкамасăр, çирĕппĕн калатчĕ.

Тĕрлĕ самант пулнă. Пĕррехинче Мишша тете мана çывăх çăлкуçĕнчен шыв ăсса килсе чей вĕретме хушрĕ. Эпĕ васкасах çырманалла чупрăм. Сукмакпа пынă чухне - пĕр йывăç çинче çăвăр хуртсем ларнине курах кайрăм. Васкаса таврăнтăм та çăвăр хуртсем пирки утарçа каласа патăм. Малтан утарçă мана ỹпкелесе те илчĕ, çăвăр хуртсем уйрăлса тухнине йĕркеллĕ сыхламастăн тесе ятларĕ. Каярахпа, кỹршĕ утарçăпа Лявкка Элекçейĕпе калаçнă хыççăн çăвăр хурт ун утарĕнчен тарни паллă пулчĕ.

 - Ху тупрăн пулсан хăвах пуçтар, - тесе мана кунтăкпа тĕтĕркĕч тата йывăç кашăк тыттарчĕç. Малтанласа эпир яланах утарçăпа пĕрле çăвăр хурт пуçтараканччĕ.Ĕçĕ йывăр пек туйăнмастчĕ. Тытăнтăм хайхи пуçтарма. Çамрăк йывăçа çекĕл пек туратпа авса темле май çĕр çумне çирĕплетсе хутăм. Пуçтаркаларăм хайхи хуртсене, унтан кунтăка пир татăкĕпе хупласа çĕр çине хутăм. Ĕç ăнăçлă пулнипе савăннăран авса хунă çамрăк йывăçа ухă пенĕ пек хăвăрттăн вĕçертсе ятăм. Туратсем çинче тăрса юлнă пуçтарса пĕтереймен хуртсем урса кайрĕç, мана сырăна пуçларĕç. Хăранăран темле май пĕр хурт çеткă ăшне шала кĕрсе кайрĕ. Ăна кăларса ярас тесе эпĕ çеткăна хыврăм. Ирĕкри хуртсене çак кăна кирлĕ пулнă - тытăнчĕç мана сăхма! Ыратать пулсан та тулли кунтăка (трофей вĕт!) юнашар утара Элекçей тете патне çитерсе парса хăвартăм.

 Ун чухне утарта пурнăç ансат пулнă. Карта ăшĕнче, вĕллесемсĕр пуçне, шĕшкĕлĕхрен тунă пысăках мар хỹшĕ пулнă. Никам та ăпăр-тапăр вăрлас тесе çỹремен. Туятăп ун чухне, ỹт-пỹ пĕçертсе кĕçĕте пуçларĕ. Хам çине пăхса илме куçкĕски çук. Мишша тете те нимĕн те каламасть. Çапах та чăтатăп. Хĕвел ана пуçласан килелле çул тытрăмăр. Яла кĕрсен Мишша тете хăй килне кайрĕ, эпĕ - хам киле. Картишне кĕтĕм, пăхатăп - анне лупас айĕнче ĕне сăвать.

Малалли пулать

Юрий ИСАЕВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика