Çанталăкăн начар кунĕ çук, теççĕ. Вăраха кайнă çумăрсене те хирĕçлейместĕн. Ака-суха ĕçĕсем каярах юлса вĕçленчĕç пулин те нỹрĕ пурне те кирлех. Çĕрулми, выльăх кăшманĕн, кукуруза анисене сиен кỹмест-ха вăл. Пĕрчĕллĕ культурăсене кăштах чăрмантарассăн туйăнать. Тулли пучахлă тырă пуссисем хĕвел ăшшине кĕтеççĕ. Вăйлă çунă çумăра пула чăлханнă лаптăксем пур. Тыр-пул пиçсе çитиччен çум курăк шăтма пултарать. Çакă тỹрреммĕнех вырса çапнă чухне чăрмав кỹрет.
- Йĕпе-сапаллă çанталăк 1978 çулта пулнăччĕ. Ун чухне вырма вăрăма кайнăччĕ. Халĕ техника çĕнелнĕ. Ĕççине пур енлĕн хатĕрленетпĕр. Тырă чĕрĕрех кĕрет пулсан типĕтмешкĕн куçса çỹрекен çĕнĕ сушилка туянтăмăр,- тет "Красное Знамя" кооператив ертỹçи П.Никифоров. Сăмах май каласан, Петр Николаевич 43 çул тырпул çитĕнтерет. 31 çулне вара ертỹçĕре тăрăшать.
Тен çавăнпах-тăр йĕтемсене, тырă управĕсене, аллакан, пухса çапакан машинăсене тата ыттине те вырмана хатĕр пулнине тĕрĕслекен комисси членĕсен те ертỹçĕ патне ыйтусем пулмарĕç.
Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 900 гектар çитĕнтернĕ. Анасем пĕринчен тепри илĕртỹллĕ. "Безенчукская" кĕрхи, "сударыня" çурхи тулă пуссисем тинĕс евĕр пĕр тикĕс хумханса лараççĕ. Пăрçа та тулли хутаçлă. Шăпах пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнме пултаракан вăрлăхсене никĕсе хывнă. Куçса çỹрекен фонд пуррине те пытармарĕç. Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ.
Техника çителĕклĕ. "Уй-хир карапĕсем" юсавлă. Кадрсене çирĕплетнĕ. Комбайнсемпе Николай Чернов, Владиславпа Феликс Туктинсем ĕçлеççĕ.
- Вырмана манăн ывăлпа мăнукăм хутшăнаççĕ. Вуннăмĕш теçеткене вакланă пулин те вĕсен ĕçĕпе интересленме килтĕм парка. Вăхăтĕнче хам та техника çỹретнĕ. Юлашкинчен токарьте ĕçленĕ. Комбайнсене тĕплĕн юсани ĕççине кăлтăксăр ирттерме май парать,- тет Михаил Туктин
- Уйри тырă кĕлетри мар-ха, ăна вăхăтра тата тăккаламасăр пухса кĕртессишĕн тăрăшар. Кĕр мăнтăрĕпе сĕтел хушшине ларса вырма пăттине çимелле пултăр,- терĕ район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В.Львов.
Районти патшалăх техника надзорĕн начальникĕ Илья Васильев, Чăваш Республикинчи "Россельхозцентр" учрежденийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов та техника хăрушсăрлăхне пăхăнса, ĕçри тимлĕхе ỹстерсе çĕнĕ тухăçа пухса кĕртес ĕçре ăнăçу сунчĕç.
"Колос" пĕрлешỹре те тăрăшсах хатĕрленеççĕ ĕççине.Техникăсене юсанă. Тырă хумалли складсене тасатнă, çывăх вăхăтра дезинфекцилесшĕн. Районти малта пыракан ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан ĕç вăйĕ те çителĕклех мар ĕнтĕ. Çавах 500 гектар хуратул та акнă.
- Йывăрлăхсем пуласса туятпăр. Пĕрчĕллĕ культурăсене тỹрреммĕн пухса çапаймасан вырса кушăхтармалли меслетпе те ĕçлесшĕн. Жатка хатĕрленĕ,-тет хуçалăх ертỹçи Борис Думилин.
Комисси членĕсем ытти хуçалăхсенче те пулчĕç. Хăш-пĕринче йĕтемсен, тырă управĕсен таврашĕнче çын çỹллĕш хыт-хура ашкăрни те тĕл пулчĕ... Ку, паллах, кунта ĕçлекенсене чыс кỹмест.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Ноябрь 2024 |