Юлашки çапăçăвĕ Берлинта пулнă...

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2022, 14:12 Просмотров: 237

1941 çул. Хирти Пикшикре çуралнă Зиниятулла шăпах 17 çул тултарнă. Çемьере вăл вуннăмĕш ача пулнă. Аппăшĕсемпе тетĕшĕсем чире пула çамрăклах вилсе пынă. Минетулла пиччĕшĕпе иккĕшĕ çеç сывă юлайнă. Вăл та пулин вăрçăра пуçне хунă. Каччă шкултан вĕренсе тухнă, ВЛКСМ ретне кĕнĕ. Пĕлĕвне малалла тăсас ĕмĕтпе Хабаровск крайĕнчи Чегдымын хулине ФЗОна кайнă. 1942 çулхи август уйăхĕнче вара унăн Хĕрлĕ çар ретне тăма ят тухнă. 6 уйăх вĕреннĕ хыççăн Çĕпĕр полкне лекнĕ.

Фронтовикăн пĕр ĕмĕт пулнă: тăшмана çапса аркатса киле таврăнасси. Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен. Вăрçă хирĕнчи самантсене вăл каярахпа та час-часах аса илнĕ: "Артиллери хатĕрĕсене вырнаçтарма вырăн турăмăр. Нимĕçсен пĕр танкне те хамăртан ирттерсе ямалла марччĕ. Тăшман "пуçне" çĕклерĕ. Салтаксем 11 танк пире хирĕç килнине шутласа илчĕç. Çапăçу пуçланчĕ. Вăл хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ. Йывăрпа пулин те умри тĕллеве пурнăçларăмăр..."

"Ытти çарсемпе пĕрле Варшавăна, Познане ирĕке кăлартăмăр. Юлашки çапăçусем хăрушăрах та, йывăртарах та пулчĕç. Кашни лаптăк çĕре юн юхтарса илме тиврĕ. Тăварлă та хура тар куçа кĕретчĕ. Ăна шăлма вăхăт та çукчĕ. Кăвак çути килчĕ. Хăватлă техника шавĕ илтĕнчĕ. Нимĕç танкĕсем шăваççĕ. Хыçалта çарĕ пырать. Çапăçăва пуçлама ирĕк паракан команда пулчĕ. Снарядсем çурăлаççĕ. Мĕн вăхăт пычĕ-ши çапăçу - калаймастăп. Тăшман вăйĕ чакса пыни сисĕнчĕ. Темиçе танкне, салтакĕсемпе офицерĕсене çухатса каялла чакма пикенчĕç..."

Пирĕн çарсем ял хыççăн яла ирĕке кăларса малалла кайнă. Зиниятулла Талюсов Прибалтикăна ирĕке кăларассишĕн пынă çар операцийĕсене те хутшăннă.

Висла юхан шывĕ патне çитнĕ вĕсем. Кĕпер урлă каç сĕмĕпе сылтăм çырана каçнă. Польша ялĕсенче, хулисенче çĕнтерỹçĕ-салтаксене урама тухса кĕтсе илнĕ...

 Пĕр тỹпемре фронтовик Берлин вут-çулăм айĕнче пулнине курма пултарнă. Анчах унта çитме пĕртте çăмăл пулман. Юхан шывсем, канавсем урлă каçма тỹр килнĕ. 60 тонна чăтма пултаракан кĕпере хывсан çеç танксем малалла шăвайнă. Хаяр çапăçу тăнă. Зиниятулла Зарипович хăйĕн экипажĕпе сывă юлма пултарайнă. Çĕнтерĕве вăл Рейхстаг стени çумĕнче кĕтсе илнĕ.

Кăкăр тулли награда унăн. Вĕсен хушшинче "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Паттăрлăхшăн", "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", "Берлина илнĕшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн" тата ытти медальсем те пур. 1944 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Свирь юхан шывĕ урлă каçнă чухнехи хастарлăхшăн панă паллă та упранать. Совет Союзĕн маршалĕ И.Сталин, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин панă Тав хучĕсемпе çырăвĕсем те пур пухмачра.

Зиниятулла Зариповича тỹрех тăван яла таврăнма пỹрмен. 1947 çулччен вăл Германи çĕрĕнче службăра тăнă. Апрель уйăхĕнче салтак киле çитнĕ. Ывăлне ашшĕ кĕтсе илеймен.

Мирлĕ пурнăçра вăл Чкаловски райпотребсоюзĕн финанс пайĕнче, Патăрьелĕнчи универмаг директорĕнче, Канаш райповĕнче ĕçленĕ. Шупашкарти кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă.

 Амине Камалетдиновна мăшăрĕпе 3 ывăлпа 4 хĕр çуратса ỹстернĕ. Вĕсем тĕрлĕ отрасльте ĕçлеççĕ. Ăрăва малалла тăсакан 11 мăнукпа 11 кĕçĕн мăнукĕ ỹсет.

Фронтовик чĕри 2008 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче тапма чарăннă.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕп храмĕнче музей комплексĕ пур. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен вуншар миллион сăн ỹкерчĕкĕ упранать. Çав шутра манăн аттен те - Зиниятулла Зарипович Талюсовăн та - пур.

 Р. РАХМАНИНА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика