Чăваш Ен çыннисем ытларах Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккин Сăр хутлăхне (обвод) тунă çĕрте тăрăшнă. Сăр тăрăхне пĕтĕмпе 6 ВПС - военно-полевое строительство - çарпа уй-хир лаптăкĕ çине пайланă терĕмĕр. Первомайски районĕн çыннисен 3-мĕш тата 4-мĕш çарпа уй-хир лаптăкĕсенче, Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче ĕçлеме тивнĕ. Чкалов районĕ 4-мĕш çарпа уй-хир лаптăкĕсенче, Улатăр районĕнче вăй хунă. «Разверстка на рабочую тягловую силу и инструменты по районам Чувашской АССР из приложения №1 к постановлению особого заседания СНК Чувашской АССР и бюро чувашского обкома ВКП(б) об организации и проведении работ по возведению на территории Чувашской АССР Сурского и Казанского оборонительных рубежей (от 28 октября 1941 года)» документра Первомайски районĕнчен 5400 çын тата 380 лаша ямалли пирки каланă. 3-мĕш çарпа уй-хир лаптăкне 2700 çынпа 190 лаша (ут таврашĕпе пĕрле) 4-мĕш çарпа уй-хир лаптăкне тепĕр çавăн чухлĕ. Чкалов районĕнчен çак ĕçе пурнăçлама 6120 çын тата 400 лаша. Çавăнпа пĕрлех тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем: Первомайски районĕнчен – 4400 кĕреçе, 120 киркка, 300 лум, 150 кувалда, 300 савăл, 1900 пуртă (платник тата вăрман касмалли пуртăсем), икĕ авăрлă 315 пăчкă (поперечные), тăрăхли 75 (продольные), 126 мăлатук тата 63 ийĕ; Чкалов районĕнчен – 6120 çынпа 400 лаша, 5000 кĕреçе, 215 киркка, 350 лум, 160 кувалда, 350 савăл, 2140 пуртă, пăчкăсем 357/75, 142 мăлатук, 71 ийĕ.
Первомайски районĕнчен кайнă çынсене строительство ĕçĕнче Григорьев тата Смирнов хушаматлă çынсем ертсе пынă, Чкалов районĕнчисемшĕн Валеев яваплă пулнă. Хÿтĕлев йĕрĕсене тума çынсене кашни ялтанах хутшăнтарнă. Çарпа уй-хир лаптăкĕсенче тăрăшакансене апат-çимĕçпе тивĕçтерме хăйсен ялĕнчи колхозсене хушнă. Çапла вара колхозсем Сăр тата Хусан хÿтĕлев йĕрне тунă çĕрте тăрăшакансене апат-çимĕçпе тата фуражпа тивĕçтермелле пулнă. Вăхăтра тивĕçтерменнисене вăрçă вăхăчĕн йĕркипе айăланă. Документсем хушшинче Первомайски районĕнчен хăш-пĕр колхозсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлайманни те тĕл пулать: «Первомайский район – Колхозы им. Чапаева, «Красный флот» и др. отъезжающих колхозников на строительство удовлетворили продуктами питания вместо 14 дней на 4-5 дней, в результате колхозники по истечении двух дней работы на строительстве вынуждены были с работы выехать из-за недоставки им продовольствия и обратно не возвращались несколько дней. Районные руководители и колхозы вопросом снабжения продовольствием и возвращением на работу колхозников не занимаются» [1. 164].
Вăрçă вăхăтĕнче пур çынна та, пур çĕрте те çав тери йывăр пулнă. Колхозра, уй-хирте ĕçлеме те ача-пăчапа хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕ тăрса юлнă. Çавăнпа та хÿтĕлев чиккисене ĕçлеме яма çын тупма çăмăлах пулман. Тăшман уйрăмах тискеррĕн тапăннине шута илсе декабрь уйăхĕнче хÿтĕлев чиккинчи ĕçсене татах та вăйлатма йышённё. Строительство ĕçĕсенче планпа палăртнинчен сахалтарах ĕçленине тупса палăртнă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче пĕр çарпа уй-хир лаптăкĕнче Первомайски районĕнчен килнĕ 2700 çынран 1333 кăна ĕçре пулнине палăртнă, 190 лашаран 116 кăна хÿтĕлев чиккисен строительствинче тăрăшнине асăннă. Чкаловски район.нчен те 6620 çынран тата 400 лашаран 3517 çынпа 284 янавар ĕçре пулни паллă. Çакăн пек çитменлĕхсене район тата строительство лаптăкĕсен ертÿçисене кĕске вăхăт хушшинче пĕтерме предписани панă.
Окоп чавнă çĕре ялсенчен яма вăй-питти çынсем çитмен. Çÿлтен хушнине пурнăçлама тăрăшса уполномоченнăйсен ирĕксĕрех аслисем вырăнне 17-18 çула çитмен çамрăксене те яма тивнĕ. Тыл ĕçченĕсен асаилĕвĕсенчен 14-15 çулхи ачасем йывăр ĕçре тăрмашнине тăтăшах илтме пулать. «Чирлĕ-и, сывă-и, ĕçлеетĕн-и, çук-и – окоп чавма килĕрен хăваланă. Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнчи Степанида Сăр енче окоп чавнă чухне шăнса пăсăлнăран ун вырăнне 10 çулти хĕрĕ Шура кайнă. Амăшĕ çавăн хыççăн йĕркеллĕн сывалса çитеймен», - вулатпăр «Хыпар» хаçатăн 2021 çулхи чӱк уйăхĕн 18-мĕшĕнчи номерте пичетленнĕ материалта. 90 çулхи Александра Архипова халĕ Шăмăршă район.нчи Карапай Шăмăршăра пурăнать. Çамрăклах окоп чавнă çĕрте тертленнине çапларах аса илнĕ вăл: «Улатăр районне окоп чавма ял-ял витĕр çуран утнине вăл хальхи пек астăвать. Кивĕ Эйпеçре хваттере янă вĕсене. Унтан ĕçе çитме куллен 4-5 çухрăм утнă. Хăшĕ-пĕри, аслăраххисем, хÿшĕ туса çавăнтах çывăрнă. Кунĕпе шăннă çĕре лумпа таккаса ывăннипе утма вăйĕ юлман. Ĕçлекенсене киле яман, çимеллисене ялтан лавпа паркаласа янă. Шура пек çÿхе кĕрĕкл., тăла йĕмлĕ ачасем унта татах пулнă. Вĕсем тăпра муклашкисене – алăпа, ваккине кĕреçепе çÿлелле ывăтнă, айккинелле сирнĕ» [6].(мааллиплуать)
Ноябрь 2024 |