Вĕсен паттăрлăхне  вăхăт хуплаймĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2022, 08:51 Просмотров: 142

Акă сăмахран Первомайски район хаçатĕнче («Коммунар», 1941, ноябрь 26) «Суд» рубрикăра «Ĕçрен тарнăшăн» материал пичетленнĕ: «…[ял ячĕ] …[хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, икĕ çын] правительство хушнă уйрăм ĕçе тума янă пулнă. Анчах вĕсем унта ĕçлемесĕрех каялла таврăннă. Первомайск районĕнчи халăх сучĕ çак ĕçе пăхса тухса …[хушамат, икĕ çын] 8 çулшар юсав çуртне хупса лартма тата  =ав çуртĕнчен тухсан …  …[хушамат, пĕр  çын] 2 çул хушши, …[хушамат, пĕр çын] 3 çул хушши суйлав прависĕр хăварма приговор йышăнчĕ. Н. ТИМОФЕЕВ» [3]. «Октябрь ялавĕ» (декабрь 10, 107 (1044) №) район хаçатĕнче те Сăрпа Хусан хÿтĕлев йĕрне тунă çĕртен тарнă çынсене еплерех айăпланине кăтартакан пĕр материалсăр пуçне урăх информаци çук. «Колхозра тата оборонăллă ĕçре ĕçлеменшĕн» материала каллех «Суд» рубрикăпа пичетленĕ: «…[ял ячĕ] … …[ят, хушамат, пĕр çын] колхозра ĕçлессинчен яланах пăрăнса çÿренĕ, кăçал мĕн пурĕ те 3 ĕç кунĕ çеç тунă. Çавăн пекех оборонăллă  ĕçе ĕçлеме каймасăр кутăнланса тăнă. … [ял ячĕ] … [ят, хушамат, пĕр çын] та оборонăллă ĕçре ĕçлессинчен пăрăннă. Халăх сучĕ вĕсен ĕçĕсене пăхса тухса …[ят, хушамат, пĕр çын] 10 çул хушши тĕрмере хупса усрамалла, 5 çул хушши  сасă прависĕр хăвармалла, …[ят, хушамат, пĕр çын] 8 çул хушши тĕрмере хупса усрамалла, 5 çул хушши сасă прависĕр хăвармалла турĕ. З. Краснов» [4].

Пĕрремĕш - «…правительство хушнă уйрăм ĕç…», иккĕмĕш - «…оборонăллă ĕçе ĕçлеме…» материалти сăмахсем пирĕн шутпа, шăпах Сăрпа Хусан хÿтĕлев пирки пыракан сăмахсем. Вăрçă вăхăтĕнчи строительствăсене хăй вăхăтĕнче документсенче те вырăсла «особые стройки» тата «спецстроительство» [1. 7] тесе палăртнă. 

Шăхач ялĕнче пурăнакан Александра Мрелькина та вăрçă нуши-тертне çителĕклех ас тивнĕ.  Александра Мрелькина – Патăрьел районĕнчи Шăхачра усĕмĕпе паянхи куна чи асли. «Вăл çак ялтах çуралса \снĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче вăй питти хĕре ял халăхĕпе пĕрле Улатăр районне х\тĕлев чикки тунă çĕре янă. Ашшĕ Куçма та пĕрле пулнă ун чухне. Окоп чавакансене çуран çитме каланă. Каç пулсан çынсем ĕшнере çĕр каçнă та малалла утнă. Çул çинче 2 кун иртнĕ. «3 уйăх киле килмесĕр ĕçлерĕмĕр. Мунча кĕмен, кĕпе-йĕме çуса тăхăнайман. Пыйтă, кăрчанкă /кĕçĕ/ ерчĕ. Пĕтĕм ÿт-пÿ кĕçĕтетчĕ. Эпир хваттерте ирçесем патĕнче лайăх çĕрте выртса тăтăмăр, хамăрăн япаласене хурса çывăраттăмăр. Ĕçленĕ çи-пуç пур чухне те типсе ĕлкĕрейместчĕ. Ĕçе çитме сĕре инçех марччĕ. Шартлама сивĕсем çитсе тăчĕç. Тăм илнипе пит хут пек шуралатчĕ. Алăсем пăр татки пекчĕ. Алсишĕсем хальхи пек хулăннисем пулман, ç\п-çухеччĕ. Çĕре лумпа та такканă, наçилккапа та йăтнă. Чăтма çук йывăрччĕ, çапах эпир тарман, хăранă, хушнине пурнăçланă. Колхозран лав килетчĕ, апат леçетчĕ, анне те çимелли парса яратчĕ. Ĕçе кайиччен е унтан таврăнсан хамăр пĕçереттĕмĕр. Асапланнипе нумай йĕнĕ. Халĕ те аса илсен куççуль тухать. +апах  пурăнатăп вĕт», _ макăрмасăр калаймасть кинемей вулатпăр 2021 çулхи ноябрьĕн 26-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ «Куккук 100 çул пурăнма пилленĕ» материалта [5]. Окоп чавнă вăхăтра Элекса аппа чирлесе курман. Улатăр районĕнчен киле кайма лашапа пырса илнĕ вĕсене. Халтан кайнă çынсемшĕн чăн-чăн савăнăç пулнă ку.

в.=. пулать

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика