Кăшарни сиввине пăхмасăрах вăл урамра çỹп-çỹхе юбкăпа, вĕлтĕр-вĕлтĕр тутăрпа çеç çỹретчĕ. Çулталăк каялла ман пата та çавăн пек тумпах килсе кĕчĕ. Ун чухнех эпĕ ăна питĕ хĕрхеннĕччĕ. Хăй вара пĕрре пăхсанах имшеркке те черченкке, мĕскĕн курăнатчĕ. Мĕншĕн çапла пулнине тỹрех тĕшмĕртеймерĕм, паллах. Каярах пĕлтĕм: ĕç мар, хуйхă-суйхă шуратнă иккен ăна çамрăклах...
Хĕрарăмпа сăмах-юмах пуçаракан унăн шăпине пăлханмасăр тăнласа лараймĕ. Вырăс майри пулнă иккен чиперкке. Чăвашла пĕр сăмах та ăнланмасть. Ашшĕ-амăшĕ инçетри Çĕпĕртенех. Аякри пĕр чăваш ялĕнчи каччăпа паллашнă хыççăн çакскерĕн пурнăçĕ тăруках урăх еннелле улшăнса кайнă. Хăй те сиссе юлайман, таса туйăм тахăш вăхăтра кĕлленĕ, пăрланнă, курайманлăха куçнă...
Пĕр-пĕрне килĕштернĕ чухне инçе-инçе çул та, ют кĕтес те, нимĕнле йывăрлăх та хăратаймасть пулĕ чĕресене. Надя та хăйĕн çичĕ пĕртăванне çурçĕре пăрахса хăварса Виталипе Чăваш Ене качча килнĕ.
Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕшĕн, ывăлĕшĕн амăшĕ те питĕ пăшăрханнă курăнать. "Ялтах е çывăхрах юрăхлă хĕр тупаймарăн-им?" - текелесе те пăхнă. Анчах малтанах хушша-хуппа кĕме шутламан. Чăваш йăли-йĕркипех туйне те кĕрлеттернĕ, çĕнĕ çынна тăван-пĕлĕшпе паллаштарнă... Кăшт вăхăт иртсенех Витали валли ялта тивĕçлĕ ĕç те тупăннă. Ку та телей-ха амăшĕшĕн! Çамрăксем унпа пĕрлех пурăннă.
Тепĕр темиçе уйăхран кинĕ çăмăлланнă. Çемьене йыш хушăннă, мăшăрне хĕр, асламăшне мăнук парнеленĕ. Пĕчĕк чиперккепе декретра ларнă чухне вара çамрăк ача амăшĕ çак килте ытлашши пулнине туйма пуçланă. Пĕр кăмака умĕнче - икĕ хĕрарăм. Вăрçă-харçи те çавăн пек чухне ытларах сиксе тухать çав. Хуньямăшĕ ăна хисеплеменни, юратманни кашни кун ытларах та ытларах сисĕнме пуçланă. Вăл килнĕренпе тутлă яшка та тăварлă пиçет, кĕпи-йĕмĕ те çунă чухне тасалмасть, кил-çуртра та тирпейсĕр... Сăмах çумне сăмах, начар çумне начар хушăнса çеç пынă çемьере. Пурнăçра ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса пурăнас, çемьене телейлĕ тăвас тĕллевпе çунат хушса килнĕ Надя лаштăрах каять. Каярах хуньамăшĕ çеç мар, мăшăрĕ те ăна таканлама пикенет. Ăçтан сăлтавне тупать-ши?
Витали те улшăннă, каçсерен çухалса çỹреме пуçланă, мăшăрĕнчен тем пытарнă, ăна час-часах кỹрентернĕ. Пĕчĕк хĕрĕ те килте тытса тăрайман, кăсăклантарман ăна. Ĕçрен килсен шăртланса çеç тăнă. Ăшшăн калаçнине йăпăлтатни вырăнне хунă. ..
Усалпа усал пулма çăмăлах мар. Ун пек тума Надьăн вăй-хăвачĕ те çитмен, характерĕ лăпкă пулнă. Çемьере ăна пурăнма май пулманнине туйса чун тĕпренчĕкĕпе вăхăтлăха та пулин ялти кивĕ çурта уйрăлса тухнă. Хуçи вĕсене укçа-тенкĕсĕрех кĕртсе янă. Унта тахçанах никам та пурăнман, çурт-йĕрĕ юхăннă, кивелнĕ пулнă. Çапах хỹтлĕх пур темелле. Пỹртре сĕтел-пуканĕ те, выртса канма вырăнĕ те, апатне пĕçерсе çиме те май пулмасан та килĕшнĕ Надя.
- Малтанхи кунсенче хĕрачана çывăрма хытă тата сивĕ ан пултăр тесе урайĕнче çĕтĕк-çурăк япаласем çине выртаттăм та хам çине ачана хураттăм. Электричество çутине çутмастăмччĕ. Ют арçынсенчен шикленеттĕм. Эпĕ ялти хĕр мар вĕт. Апатне кăнтăрла картишĕнче кăвайт чĕртсе хатĕрлеттĕм. Газ та пулман, электроплитка та çукчĕ. Каярахпа кỹршĕ-аршă пире шеллесе кивĕ сĕтел-пукан пачĕ, çăкăр-тăвар та сĕнчĕç. Хапăлласах йышăнаттăмăр. Намăс пулсан та урăхла май çукчĕ. Халĕ вара эпир хамăн тăвансем патне çитесшĕн. Вĕсем пире йышăнасса шанатпăр. Мăшăр эпир кайнине хирĕç мар, анчах çула тухма укçине памастăп тет. Пулăшкаларĕç те-ха кăштах. Акă...- алă тупанĕ çинчи темиçе хут у
Çакна курсан чăтаймарăм, хам та тăван амăшĕ патне, çуралса ỹснĕ киле каялла кайма çула пуçтарăнакан хĕрарăма кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе укçана унăн ал тупанĕ çине хутăм. Çав хушăрах хыпаланса хĕрачине валли ăшă кĕпе-йĕм тупрăм, хăйне валли те кучченеç хатĕрлерĕм. Кайран та ăна хĕрхенекенсем, ялтах юлма ỹкĕтлекенсем те тупăннă иккен. Пĕчĕк пепкине кỹршĕ ялти ача садикне вырнаçтарма, хăйне те унтах ĕç вырăнĕ тупса пама, çурт-йĕрне сиплеме пулăшма та шантарнă. Çук, çĕнĕ кине çак ялта урăх нимĕн те тытса тăрайман. Çуллахи пĕр кунхине вăл ирпе-ирех кутамккине хатĕрленĕ те инçе çула тухса кайнă. Кĕске тапхăртах кỹршĕ-аршăпа çывăхланма ĕлкĕрнĕ ырă кăмăллă Надьăна хăйсен урамĕнче пурăнакансем пурте тенĕ пекех ăсатма тухнă. Сас-хурана илтсе мăшăрĕ е хуньамăшĕ те ачипе, мăнукĕпе сыв пуллашма килессе вăрттăн та пулин ĕмĕтленнĕ хĕрарăм. Анчах çакă кăлăхах пулнă. Каснă чĕлĕ каялла çыпăçаймĕ.
А. ЕГОРОВА.
Ноябрь 2024 |