Хирти Пикшикре пурăнакан Илгизер Махмутов пĕрре пăхсан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек туйăнать, анчах унпа калаçнă май шанчăклă та тỹрĕ кăмăллă çын иккенне тỹрех туйса илетĕн. Пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăха лекнĕ çемьесене пулăшма, пĕр-пĕр пысăк ĕç тума палăртсан пухмалли укçана ял халăхĕ шăпах ăна парать. 2011 çултанпа вăл çак тивĕçе пурнăçлать. Халиччен халăх унăн ĕçĕпе кăмăлсăрланни пулман.
- Ман умĕн кассир пулса Абдулла Шагаев тăрăшатчĕ, вăл ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă хыççăн унăн тивĕçне мана шанса пачĕç. Хамăр ялта е Пикшик ял тăрăхĕнче, çавăн пекех нушана лекнĕ ытти тăрăхрисене те пулăшма тăрăшатпăр. Эпĕ пĕччен шухăшланипе пулакан япала мар ку, маларах мечĕтри аслă çултисемпе пĕрле канашлатпăр. Нумай пулмасть Именкассинче пушар пулчĕ, инкек тỹснисене алă тăсрăмăр. Пĕр çулхине Хурама Тварĕнче пурăнакан çемье пысăк нуша курчĕ: вутра çурчĕ кĕлленчĕ, ачисене те çăлайманччĕ. Ялти аксакалсемпе калаçрăмăр та вĕсене тимлĕхсĕр хăварас мар терĕмĕр. Çавăн пекех больницăра операцишĕн тỹлеме, сипленме, мечĕт тума тата ытти валли те укçа пухасси йăлара. Пĕлтĕр масара тирпейлерĕмĕр, кăçал унти çум курăка, ытлашши йывăç тĕмĕсене гербицидпа сапасшăн. Ăна валли те ялта пурăнакансем тата ялтан тухса кайса хулара тĕпленнисем те пĕр сăмахсăрах нухрат пачĕç. Ирĕксĕрлесе ыйтмастпăр, кашнийĕ май пур таран пулăшма тăрăшать, - терĕ калаçу сыпăнса пынăçем Илгизер Махмутов.
Илгизер Хабибулловичăн пурнăç сукмакĕ 1957 çулта Новосибирскинчен пуçланать. Вăл çуралнă чухне ашшĕпе амăшĕ шăпах çавăнта пурăннă. Асламăшĕ пĕччен тăрса юлсан çывăх çыннине хĕрхенсе çемйи Хирти Пикшике каялла куçса килнĕ. Кайран тата йыш хутшăннă. Ун хыççăн тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуралнă. Асли пулнă май яваплăха туйса, ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Пĕчĕкренех спортпа туслашнă: кĕрешнĕ, кире пуканĕ, штанга йăтнă, велосипедпа çỹренĕ, йĕлтĕрпе чупнă... Уншăн Абдулла Камалетдинов спортсмен яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Ялти шкултан 8 класран вĕренсе тухсан Шупашкарти çыхăну техникумне ăс пухма кĕнĕ. Кунта та спортпа туслăскер часах палăрнă. Техникум чысне пĕрре мар хỹтĕленĕ. Çарта та спортсмен хăйĕн вăйĕпе палăрнă. Ырă ята çамрăклах çĕнсе илнĕ.
Салтакран таврăнсан И. Махмутов ют тăрăха кайса телей шыраса çỹрес темен. Патăрьелĕнчи çыхăну уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Каярах "Герой" колхозра комсомол секретарĕнче, хуçалăхрах спортшăн явапли пулнă, телевизорсене тỹрлетнĕ çĕрте те тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа Мускаври политехника институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă пĕлỹллĕ специалист Ыхра Çырминчи телевышкăра инженерта вăй хума пуçланă. Район çыннисен телевизорĕсем лайăх кăтарччăр тесе тăватă электромонтерпа пĕрле ĕçленĕ. 17 çул кунта тимленĕ.
Пурнăç мăшăрпа илемлĕ
Илгизер Хабибуллович Шăнкăртам хĕрĕпе, Хирти Пикшикри вăтам шкула тутар чĕлхипе литературине вĕрентме килнĕ Рузалия Харисовнăпа çемье çавăрнă. 40 çул килĕштерсе, пĕр сăмахра пурăнаççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Йăха тăсакансем те ашшĕ пекех спортпа туслă. Илнур та, Илхам та кĕрешеççĕ. Сăмах май, Илхам кăçал районта иртекен Акатуй-Сабантуйра мала тухса така çĕнсе илнĕччĕ. Илнур та пĕрре мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Илюсе те Канашри экономика колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă. Халĕвăл Шăнкăртамра пурăнать. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтерет. Сăмах май, Махмутовсен 6 мăнук. Капăр та капмар икĕ хутлă çуртра аслă ывăлĕн çемйипе килĕштерсе кун-кунлаççĕ. Эльвира кинĕ Тикешри фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшать. Çамрăксем хăйсем те тĕп килтен инçех мар пỹрт тунă. Строительство ĕçĕсем вĕçленейменрен унта куçайман-ха. Махмутовсен аслисене хисеплесси йăхран йăха куçса пырать. Илгизер Хабибулловичăн шăллĕ те çемйипе кăçал 90 çул тултарнă амăшĕпе пĕрле тĕп килте пурăнать.
- Аслă ывăл пулнă май хамăн та уйрăлса тухса çурт лартма тиврĕ. Йывăçран тунăччĕ. Ăна çĕкленĕчухне атте нумай пулăшнă. Алли-ури ылтăнччĕ. Вăл чылай çул Первомайскинчи машинăпа трактор станцинче, каярах "Герой" колхозра тĕп инженерта вăй хунă. Ял Совет председательне те суйланăччĕ. Ачасем ỹснĕ май пỹрте пысăклатрăмăр. Пĕрремĕш хутне кирпĕчрен хăпартрăмăр, малтанхине вара иккĕмĕшне вырнаçтартăмăр. Халь, ак, ачасем çитĕнсе хăйсем йăва çавăраççĕ, - терĕ пурнăçĕпе паллаштарнă май И. Махмутов.
Йăха тăсакансене ура çине тăратасси, тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларасси нихăçан та çăмăл пулман. Ачисем ỹснĕ вăхăтра, 1999 çулта, Махмутовсем фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Алă-ура çавăрма тесе севок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми лартнă.
- Пĕр çулхине пĕр КамАЗ туллиех хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сутрăмăр, укçи вара аслă ывăл валли хĕллехи тум илме кăна çитрĕ. Хамăр туса илнĕ продукцие Хусана та илсе кайнă. Вăкăрсем те усраса пăхрăмăр... Ялан малалла талпăннă, пуçа усман. Паян ывăлсем уйрăм предприниматель пулса аш-какайпа ĕçлеççĕ, - тет И. Махмутов. Илгизер Хабибуллович пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăйне спорт нумай пулăшнине палăртать. Вăл паян та унпа туслă, район, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать. Кире пуканĕ йăтакан Раççейри спорт ветеранĕсен чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Тĕрĕссипе, ятарлă сентрере вăл çĕнсе илнĕ кубоксем туллиех, медальсем те çителĕклех. Вĕсене пурне те тирпейлĕ упрать. Мăнукĕсен камран тĕслĕх илмелли пур.
Махмутовсем тĕн йăли-йĕркине те çирĕп тытса пыраççĕ. Мечĕте час-часах çỹреме тăрăшаççĕ, кунне пилĕк хутчен кĕл тăваççĕ. Çавăн пекех Илгизер Хабибулловичпа мăшăрĕ Пăвари медресене вĕренме çỹреççĕ, пĕрремĕш курс пĕтернĕ. Мăнукĕсем Хирти Пикшикри мечĕт çумĕнчи медресере пĕлỹ илеççĕ. Илхам кĕçĕн ывăлĕ Хусанта хăйĕн ĕненĕвне тата ытларах çирĕплетме тĕллев тытнă.
- Асанне ĕненекен çынччĕ, ураза тытатчĕ. Ăна кура пирĕн те чĕрере ĕненỹ çуралнă. Çак туйăм ырăлăха сарма, тĕрĕс çулпа утма, çынлăха упрама пулăшать, - тет вăл. Кăçал вара Илгизер Хабибулловичпа Рузалия Харисовна Саудови Аравинчи çветтуй вырăнсене çитсе курнă, тĕнчери чи пысăк тата тĕп аль-Харам мечĕтре пулнă.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |