Анне - манăн чи çывăх та юратнă çын. Унран хакли никам та çук. Ăна Любовь Константиновна тесе чĕнеççĕ. Вăл ялти лавккара сутуçă пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать, тăрăшса пурнăçлать. Кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшать. Çавăншăн ăна тавар туянакансем хисеплеççĕ. Манăн анне маттур кил хуçи, ĕçчен хĕрарăм. Вăл апата питĕтутлă пĕçерет.
Уйрăмах салма яшки, купăста кукăлĕ тутлă пулать. Анне пушă вăхăтне ахаль ирттермест, алсиш-нуски çыхать, тĕрĕ шăрçалать. Эпĕ хамăн аннене питĕюрататăп, унпа мухтанатăп, мăнаçланатăп.
Мария КАЛМЫКОВА
Анне - чи çепĕç те ăшă сăмах. Вăл сана çупăрлать. Йывăр самантсенче кирлĕ сĕнỹсем парса пулăшать. Пирĕн йăнăшсене ăнланать, каçарать.
Манăн юратнă та хаклă çыннăм Марина ятлă. Пире, йăмăкпа иксĕмĕре, хăйĕн мĕн пур чун ăшшине парнелет. Ирхине апат çитерсе, таса тумтир тăхăнтартса шкула ăсатать. Аттепе иккĕшĕ эпир тутă тата питĕпулччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
Аннеçĕм, эпир сана иксĕлми телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Эсĕ пирĕншĕн çут тĕнче.
Виктория БОРОДКИНА
Анне тесен куç умне сăпайлă сăнар тухать. Вăл хальхи вăхăтра шкулта библиотекарь пулса ĕçлет. Кашни тăхтав вăхăтĕнче ун патĕнчен вĕренекенсем татăлма пĕлмеççĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ вăйă ирттерет, кĕнеке вулама кăсăклă сĕнỹсем парать. Пирĕн анне - юратнă мăшăр, кин. Вăл тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ.
Анне пĕçернĕ апата çисе тăранаймастăн, çыхнă алсиш- нускипе нихăçан та шăнмастăн, тĕррисем пур çынна та илĕртеççĕ. Аппапа иксĕмĕре урок тума пулăшать, шăллăмпа выляма та вăхăт тупать.
Аннеçĕм, эпир сана питĕ хытă юрататпăр.
Светлана ЗАВОДОВА.
Ноябрь 2024 |