Эпир, Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультечĕн студенчĕсем, пĕрремĕш курс хыççăн фольклор экспедицине кайма хатĕрлентĕмĕр. Ку çуллахи практика шутланать, унсăрăн иккĕмĕш курса куçармаççĕ. Пирĕн тĕллев – халăх сăмахлăхне пĕр хулăн тетрадь пухасси. Çакăн пирки пире вĕрентекенсем хытарсах каларĕç. Кашни çулах çапла тухса каяççĕ студентсем, ял-ял тăрăх ҫӳресе ăста чĕлхеллĕ ватă çынсене калаçтарса ĕлĕк-авалхи халăх юрри-сăввине, халап-юмахне çырса илеççĕ. Эпир те халь-халь тухса кайма хатĕрлентĕмĕр, анчах ăçта каймалла?
Аудиторие Виталий Петрович васкаса пырса кĕчĕ.
– Ачасем, – утăм хăвăртлăхне чакармасăрах хăвăрт калаçма пуçларĕ вăл, – эпĕ сире Самар, Пушкăрт, Оренбург чăвашĕсем патне экспедицие кайса килме чĕнетĕп. Ну, мĕнле, пыратăр-и?
Çирĕм виçĕ студент хаваспах килĕшрĕмĕр. Ун чухне, аякра пурăнакан чăвашсем пирĕншĕн аваллăха упраса пурăнакан, чăвашăн асамлă пурнăçне шалтан пĕлекен, чăваш халăхĕн философине тĕплĕн ăнланакан йăхташсем пек туйăнатчĕç. Тата унсăр пуçне халĕччен те Христос тĕнне йышăнман чăвашсем çав тăрăхра çеç пурăнаççĕ тесе калани пирĕн асра тăратчĕ. Инçетри чăвашсем патне кайса курма çамрăк вĕри юн хистетчĕ.
Пирĕн ушкăн валли вĕрентекенĕмĕр лайăх майсем туса пачĕ: маршрут палăртса хунă, вырăнти пуçлăхсемпе телефонпа çыхăнса килĕшӳ тунă, студентсем валли меллĕ условисем хатĕрлеме хушнă, экспедици ушкăнĕ валли çул çинче ĕçпе тăкакланма университетран нухрат та илме пултарайнă.
Фольклор экспедицине пирĕнпе пĕрле тата преподавателĕн юратнă студенчĕсем, факультетран маларах вĕренсе тухнă, халĕ тĕрлĕ шкулта ĕçлекен икĕ специалист – илемлĕ, çаврака питлĕ Таньăпа икĕ çул Совет çарĕнче пулнă десантник Изосимыч, – пыраççĕ иккен. Изосимыч – хăвăрт-хăвăрт, сăмаха çăтса калаçакан çинçе саслă вăр-вар йĕкĕт.
Çула тухрăмăр. Вĕрентекен малтанхи инструктажрах пире çул çинче хамăра мĕнле тытмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ.
– Сирĕн кашнийĕн вырăнти чăвашсене хăвăр тăвайман ĕçсем пирки калаҫма е тата ыттисене тутаратпăр тесе нимĕн те шантарма юрамасть, – терĕ.
Ыйтăвĕсем вара нумайччĕ: чăвашлăха упрасси те, экономика ыйтăвĕсемпе çыхăннă пулăшу пирки те. Шантарма юраманнине асра тытса, пулăшма пултарайманнине пĕлсе кулянаттăмăр вара…
Малтанах Самар чăвашĕсем патне çул тытрăмăр. Похвиçнĕ ялĕнче чăвашсемпе пĕр-икĕ кун хутшăнтăмăр – каçхине вăййа тухса çамрăксен юрри-ташшипе килентĕмĕр, тăрăшсах юрă сăмахĕсене çырса илтĕмĕр, вăйă йĕркине ӳкертĕмĕр. Çамрăклăх хăвачĕ вăйлă. Унăн савăнмалла, вăй виçмелле, ташламалла, юрламалла! Хамăр та Похвиҫнĕсемпе пĕрле чунтан савăнтăмăр.
Ун хыççăн халăх сăмахлăхне тăрăшса Оренбург чăвашĕсем патĕнче пуçтартăмăр. Çуллахи вăхăтра пушаннă шкулсенче ытларах пурăнтăмăр. Пирĕн экспедици вăхăтĕнче çанталăк самай шăрăх тăчĕ, çапах та аптрамарăмăр темелле.
Каярах пире хăйĕн ытамне тарăн çырмаллă, чул катрашкиллĕ Пушкăрт çĕрĕ илчĕ. Кунта ытарма çук илемлĕ çут çанталăк! Çӳллĕ-çӳллĕ аэродром пек сĕм авалхи е в.р шĕвĕр вĕçлĕ тусем, сĕвек сăртсем çийĕн сиксе юхакан тăп-тăрă çăлкуçсем… Шурă хурăн катисем е сĕм вăрман. Ытарма çук илем йĕри-тавра.
Çапла эпир икĕ эрне хушши пĕр çĕртен тепĕр çĕре, пĕр ялтан тепĕр яла çӳресе хамăрăн пушмак кĕллисене вăйлах çӱхетрĕмĕр темелле. Кашни ял, чăвашсем пурăнакан тăрăхсем хăйне майлă. Илемлĕхĕ те тĕрлĕ. Самар тăрăхĕ Чăваш Республикинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Похвиçнĕ ялĕ çумĕнче – питĕ хăвăрт юхакан шыв пурччĕ. Унта ишнĕ чухне пĕр çĕрте пырса кĕретĕн те, шыв юххи сана ним мар таçта çитиех илсе каять. Ашкăнчăк студентсем пĕр-пĕрне çав шыв юхăмне чышма тăрăшатчĕç. Яшсем хăравçă хĕрсене çухăртма юрататчĕç: вăрттăн пырса ярса тытатчĕç те ывăтатчĕç шыв юхăмне! Пĕр çĕр метр аяларах вара Изосимыч кăшкăрса юхса анакан хĕрсене тытатчĕ те çыран хĕррине илсе тухатчĕ. Эх, шухă çамрăклăх вăййи-кулли! Тем те шутласа тупать çав яш кĕрĕм ашкăнас тесен…
Оренбург тăрăхĕнче вара чăваш ялĕсем хăйсен пуянлăхĕпе пит мухтанма пултараймастчĕç. Çеçен хирте пурăнма пит меллех мар пулĕ çав. Таврара вăрман курăнмастчĕ. Çут çанталăкĕ шăрăх, çĕрĕ чул пек хытăччĕ. Кунĕпе хĕвел çинче хĕрсе ларнă шкул стенисем çывăрма выртсан та пире канăç памастчĕç.
Пушкăрт çĕрĕ питĕ хăйне евĕрлĕ. Чăвашсем пурăнакан вырăнсем чуллă, çӳллĕ туллă-сăртлă пулсан та çĕрĕ тухăçлă. Мĕн кирлĕ тата? Тухăçлă çĕр пурнăçа тĕшĕ кĕртет, хăтлать. Чăвашĕ вара кирек ăçта та пĕр пекех, хамăр пек. Пире питĕ тарават кĕтсе илчĕç.
Пушкăртра тарăн çырмасенче шăлсене шăнтакан çăл шывĕ юхни тĕлĕнтерчĕ. Ял çыннисен вара пурин те хура мунчаччĕ. Стенасемпе мачча çинчи хăрăм, юри якатса сăрланă тейĕн, кăмрăк тĕслĕн йăлтăртатса куçа йăмăхтарать.
Савăнăçпа тулнă икĕ эрне пĕр самант пек иртсе кайрĕ. Эпир касран каса, килрен киле чупрăмăр кăна – сăмах-юмах ăстисемпе калаçрăмăр, сăвă-юрă, халап-юмах пайтах çырса илтĕмĕр. Хамăра хушнă ĕçе турăмăр темелле – пĕрер хулăн тетрадь сăвă-юрă пухрăмăр. Çакă пире питĕ хавхалантарчĕ. Вырăнĕсем те илемлĕ кунта, чăвашĕсем те кăмăллă – уйрăлас килмест.
Киле кайма та вăхăт çитрĕ. Каç пулас умĕн пирĕн ушкăн чукун çулăн «Сталин ампир» стилĕпе туса лартнă пысăках мар «Приютово» станцие çитсе ӳкрĕ. Шалта тĕксĕм. Пĕр енче – тимĕр решетке хыçне пытаннă касса, зал варринче – çийĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ тимĕр ларкăчлă саксем. Ҫав саксене Кешăпа икĕ Çеруш меллесе тăваткал кĕтеслĕ крепость манерлĕ хӳтлĕх вырăн вăр-вар туса та хучĕç. Ун варрине пурте япаласене хурса тултарчĕç – вĕсене ют çынсем тӳрех илсе кайма пултараймĕç капла.
Виталий Петрович пире пурне те пĕр çĕре пуçтарчĕ те экспедици ĕçне кĕскен хак пачĕ: палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăçлама пултарнăшăн ырларĕ. Малалла вара пирĕн пуйăспа Хусан хулине çитмелле, унтан автобуспа Шупашкара каймалла. Куна пире вĕрентекенĕмĕр тепĕр хутчен аса илтерчĕ.
– Ачасем, тата мĕн калас тетĕп. Эпĕ халь темиçе студентпа пĕрле хамăн тахçанхи юлташ патне кайса ун патĕнче пĕр-икĕ кун пулас тетĕп. Вăл çак вырăнтан инçе пурăнмасть, ик çĕр çухрăмра кăна. Ушкăншăн, малтанхи пекех, унăн командирĕ Алена яваплă пулать, – терĕ.
Çирĕп кĕлеткеллĕ, маттур Алена сăмахсăрах килĕшрĕ.
Юрий ИСАЕВ малалли пулать
Ноябрь 2024 |