ЮРИЙ ИСАЕВ
Пĕррехинче «Приютово» станцире …
Хăнана каякансем вокзалтан тухса кайсанах хĕрсемпе яшсем хайхи кам мĕн тăвас тет çавна тăва пуçларĕç. Тĕпĕртетеççĕ кăна: выляççĕ, кулаççĕ, чупаççĕ. Кăшт вăхăт иртсен пирĕн хĕрсем апат çиес килет теме пуçларĕç. Кутамккасенче пĕр татăк çăкăр та юлман ĕнтĕ. Мĕн тумалла? Пурин те хырăм выçнă. Мĕн пур пек укçана пуçтартăмăр та апат илмешкĕн Таньăпа икĕ Володьăна лавккана ятăмăр. Лавкка хупса ĕлкĕрнĕ. Ирĕксĕрех вокзал çывăхĕнчи çуртсем патнелле кайса çимелли туянма шут тытрăмăр. Ку хутĕнче Таня пирĕнпе апат шырама кайма килĕшмерĕ, анчăксенчен хăрани çине йăвантарчĕ. Ватă çынсем вара студентсем вокзалта выçă ларнине пĕлсен пире тӳлевсĕрех çителĕклĕ таран сĕт, хура çăкăр, пахчаран симĕс сухан кăларса парса ячĕç.
Çамрăклăхăн вăйĕ-халĕ нумай. Пĕрле пуçтарăнсан, тĕллевлĕ ĕç пулмасан мĕн тумалла? Ашкăнмалла. Выляççĕ, юрлаççĕ, пĕр-пĕрне чĕпĕткелесе илеççĕ. Тахçанах çакăн пек шăв-шав курман вокзал аптрасах кайрĕ пулмалла. Иртен-çӳрен пирĕн енне çаврăнса пăхмасăр иртсе каймасть. Каç та пулчĕ. Тавралăха тĕттĕм хупларĕ. Перрона вĕтĕ шăнасемпе çутă патне туртăнакан пысăках мар лĕпĕшсем сăрса илнĕ пĕртен пĕр лампочка çутатать. Вокзалта пирĕнсĕр пуçне урăх никам та çук. Сасартăк алăкран çулланнă çапкаланчăк арçын кĕчĕ те вăраххăн йĕри-тавра пăхкаласа çаврăнчĕ, ерипен, касса решетки патне пырса хупă кантăкран шаккарĕ, кассира чĕнсе илсе тем çинчен мăкăртаткаларĕ те вокзал ăш-чикне тепĕр хут куçласа васкамасăр тухса кайрĕ. Çав вăхăтра эпĕ, икĕ Володя тата Таня хамăрăн малаллахи плансем пирки калаçса лараттăмăр.
Тем самантран вокзала виçĕ арçын пырса кĕчĕ. Виççĕшĕ те кивĕ фуфайка тăхăннă, хыткан, темиçе кун хырăнман. Ĕмĕр чĕлĕм туртнăран пулас, пичĕсем кĕл тĕслĕ, Пурин çине те куç айĕн сиввĕн пăхаççĕ. Кашнин шăтарасла куçĕ тӳрех пăталаса хурать… Хайхискерсем ун-кун пăхкаласа илчĕç те хĕрсемпе вылякан Çеруш патне пычĕç, кĕскен тем пирки калаçрĕç. Çав шавлă кĕтес тăруках шăпланчĕ. Çывăхра ларакан Изосимыч ют арçынсем патне вăр-вар пырса калаçма тытăнчĕ кăна – маларах тăраканни десантник пулнăскере сулмаклăн сулăнса аллипе мĕнле çапрĕ, лешĕ çавăнтах тĕшĕрĕлсе анчĕ, шăпланчĕ. Вăл кăна мар, ыттисем те шак хытса кайрĕç. Эпир икĕ Володьăпа сиксе тăрса унталла утма пуçларăмăр. Лешсем пирĕн енне çаврăнчĕç те пĕр-икĕ утăм турĕç…
Малта тăраканĕ ман çине шăтарасла пăхрĕ те:
– Слышь, эсĕ… санпа калаçатăп. Вообщем, сирĕн кунта ыттисем пурте меммесем. Пăхатăп та, санпа калаçма пулать пуль тетĕп. Кĕскен каласан итле, ачамккă: халĕ эпир каятпăр, сана вара вун пилĕк минут паратпăр. Вообщем, пĕр виçĕ хĕр пирĕн валли тупса хур. Кайран, виçĕ-тăватă сехетрен, каялла илсе килсе яратпăр. Çав сухалли (Изосимыч экспедици вăхăтĕнче хырăнманччĕ) урăх ман куçăма ан курăнтăр, – терĕ те, эпĕ уншăн çак самантра урăх çуккине туйса илтĕм.
Тухса кайрĕç. Пирĕн пĕчĕк ушкăн пĕр вăхăт анрасах кайрĕ, пурте шуйханнă чăх чĕпписем пек пĕр кĕтесе тĕршĕнсе шăпланчĕç. Анчах вăрах лараймарĕç капла, çамрăклăх шухăлăхĕ часах вăранчĕ. Хĕрсем каллех чăх-чăх кулма, шавлама пуçларĕç. Чарса та чарăнмаççĕ – ахăлтатса пултăр. Чăтайманнипе чи хытă ашкăнакансенчен пĕрне шăл витĕр каларăм хутăм:
– Шура, эсĕ каллех пуçлатăн, хăв валли тепĕр икĕ юлташ туп та çак çынсемпе кайса килетĕн, – тетĕп хайхи.
– Мĕске-е-ер? Ку вăйă анчах мар-и вара? – теме пуçларĕç хĕрсем.
– Кунта килсе кайнă çынсем шӳтлеме пĕлмеççĕ, – тетĕп.
Хайхискерсем каяс кăмăл çукки пирки умлăн-хыçлăн сурчăк çăтсах кала пуçларĕç. Пурне те шăпланма ыйтрăм. Таньăпа иксĕмĕр кассир патне кайрăмăр. Кантăкĕнчен шаккатпăр – сас памасть. Хытăрах шаккарăмăр та, аран тухрĕ. Эпир çав çынсем çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлес терĕмĕр: камсем, ăçтан, мĕнлескерсем? Хамăр мĕнле лару-тăрăва кĕрсе ӳкнине ăнлантартăмăр.
Пĕтĕм ĕç-пуçа курса тăнăскер, вăл пире паçăр килсе кайнă виçĕ арçын нумай çул хушши тĕрмере ларнăскерсем пулнине каларĕ, асăрханма хушрĕ. (Малалли пулать)
Ноябрь 2024 |