Çăлтăр евĕр çуталтăн та сỹнтĕн, ятна халăхра хăвартăн

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2022, 09:22 Просмотров: 687

Кунсем çĕмрен пек хăвăрт вĕçеççĕ. Вĕсене чатăр карса та чарма çук тесе тĕрĕсех калаççĕ иккен. "Вăхăт ача чухне кăна майĕпен шăвать, аслăланнăçем вара кун, эрне, уйăх иртсе кайнине сисместĕр те", - тетчĕ шкулта ăс пухнă чухне пĕр вĕрентекен. Ун чухне çак сăмахсене шута хуман, халĕ вара куллен тенĕ пек аса килеççĕ. Тин кăна 2022 çула кĕтсе илнĕччĕ, вăл та вĕçленсе пырать - декабре кĕтĕмĕр. Ку уйăх вара манра аса илỹ çуратать. Шăпах çак вăхăтра И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр ушкăнра вĕреннĕ Кивĕ Катек каччи Валерий Самойлов - Раштав хăйĕн çуралнă кунне паллă тăватчĕ. Шел пулин те, вăл паян пирĕнпе юнашар мар. 2021 çулхи майăн 26-мĕшĕнче, 45 çул тултарса 46-а кайсан унăн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăнчĕ. Коронавирус пуçланиччен вара çуллен тенĕ пекех пĕчĕк ушкăнпа та пулин ун патне пухăнаттăмăр. Йывăç çинчен ỹксе аманнă хыççăн вăл выртатчĕ çеç, çавна май Кỹкеçри ваттисен тата инвалидсен çуртĕнче пурăнатчĕ. Маларах телефонпа шăнкăравласа хамăр килессине пĕлтереттĕмĕр те пире хаваспах кĕтетчĕ. Интернатра ĕçлекенсем пулăшнипе сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрлетчĕ. Унтан вара студент чухнехи самантсене аса илеттĕмĕр, Валера çырнă сăвăсене вулаттăмăр, юрлаттăмăр. Пирĕн ушкăнăн гимнĕ те пур, ăна та ĕнĕрлесе илеттĕмĕр. Тантăшăмăр Шупашкарти улшăнусене, вăл хитреленсе пынине пиртен те лайăх пĕлнинчен тĕлĕнеттĕмĕр. Вырăнпах выртнă пулсан та самана таппинчен пĕрре те юлмастчĕ. Çакă унăн хайлавĕсенче те туйăнать.

Пултарулăхĕ иксĕлмиччĕ

 Чăннипех те тĕлĕнмелле çынччĕ Валерий Раштав. Вăл сăвăсем çырнипе пĕрлех питĕ хитре ỹкеретчĕ. Унăн ỹкерчĕкĕсене, пуç ватмăшĕсене 1990 çулсенче "Тантăш" хаçата, "Самант" ("Çил çунат"), "Капкăн" журналсене вулакансем питĕ лайăх ас тăваççĕ пуль тетĕп. 1998 çулта чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен 100 ытлан вĕренсе тухрăмăр, унтан пĕртен-пĕр студент - Валерий Самойлов - дипломне хăйĕн пичетре тухнă ĕçĕсемпе хỹтĕлерĕ. Гитара та лайăх калатчĕ. Çавăн пекех питĕ тăнлăччĕ. Эпир пĕр-пĕр пысăк текста ас туса юлас тесе самаях вăхăт уйăраттăмăр пулсан вăл 2-3 хут вуласа тухатчĕ те пĕр сăмах сиктерми тенĕ пек каласа паратчĕ. Нумай калаçмастчĕ, анчах пĕр каласа хурсан ăш хытиччен култарма та пултаратчĕ. Экзаменсем пуçланас умĕн вара яланах: "Паян эпир мĕнле предметпа экзамен тытатпăр?" - тетчĕ шỹтлесе. Çапла майпа тĕрĕслев умĕнхи пăшăрханăва сиретчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ вăл сасă хăпартнине те илтсе курман: яланах лăпкă та кăмăллă пуплетчĕ.

 2000 çулхи çуркунне Валерий Раштавăн пурнăçне икке пайларĕ. Шăпах çак çул инкек курчĕ. Малтанах тухтăрсем, тăванĕсем ăна ура çине тăрасса шаннă, анчах шухăшланă пек пулман.

- Тухтăрсем Валеркăна виçĕ уйăх вырăн çинчен тăмасăр выртмаллине каларĕç. Ун чухне вăл питĕ пăшăрханчĕ. Хăй вара урăх ура çине те тăраймарĕ, - тесе аса илет Валя йăмăкĕ. Утайманни кăна мар-çке, вăл хăй тĕллĕн лараймастчĕ те. Икĕ аллинчен пĕри çеç кăшт ĕçлетчĕ. Ноутбукне ятарласа ăна çапма меллĕ пултăр тесе ăсталаса панăччĕ. Хăйне лайăх туйнă, чун хавалĕ çĕкленнĕ вăхăтра пушă тăман - сăвăсем çырнă. Унăн хайлавĕсенчен нумайăшне юрра хывнă. Вĕсем хушшинче шухăшлисем те, савăнăçлисем те пур, анчах пурнăçа ỹпкелесе, шăпишĕн кама та пулин айăпласа калăпланисем пĕрре те çук. Çак çут тĕнчене юратни, кашни кунпа савăнса пурăнмалли, ырри усала çĕнтерни вара тĕп вырăн йышăнать.

 Пĕрле вĕреннисенчен - кĕнеке

2013 çулта аслă шкултан вĕренсе тухни 15 çул çитнине палăртма Шупашкарта пухăнтăмăр. Университета кĕрсе тухнă, унти çĕнĕлĕхсемпе паллашнă хыççăн Валера патне Кỹкеçе кайма шут тытрăмăр. Хамăр килессине пĕлтермесĕрех çула тухрăмăр. Вырăнпах выртаканскер пире курсан аванмарланчĕ, çав вăхăрах салхуланчĕ. Нумайччен тăтăмăр ун чухне, çулла пулнăран инвалид коляскипе урама та уçăлма тесе илсе тухрăмăр. Хăйĕн пăшăрханăвне кăтартасси килместчĕ пулсан та кашнийĕ унăн чун ыратăвне туйрăмăр. Çавăн чухне канашларăмăр та хăйне систермесĕр унăн сăввисене пухса çуралнă кунĕ тĕлне кĕнеке кăларса парас терĕмĕр. Ноябрь вĕçĕнче Канашри типографинче "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" ятлă кĕнеке кун çути курчĕ. Хăпартланса кайнăскерсем презентацине те йĕркелес терĕмĕр. Эпир пĕчĕкрех кăна мероприяти тума шухăшланăччĕ, кунта вара тĕлĕнмелле пысăк уяв пулса тухрĕ. Пĕрремĕш пайĕ Кỹкеçри Никита (Иакинф) Бичурин музейĕнче иртрĕ. Раштава хăйне те унта илсе кайма мехел çитертĕмĕр. Валерăн тăванĕсем, тусĕсем, университетри педагогсем, районтан делегаци, Раиса Сарпипе Альбина Юрату тата ыттисем те килчĕç. Ентешĕн ачалăхне аса илчĕç, унăн сăввисене пахаларĕç, малашлăхра поэзи каçалăкĕнче ăнăçу сунчĕç.

Иккĕмĕш пайĕ интернатра тăсăлчĕ. Кунта пурăнакансем валли ентешĕмĕрĕн сăввисемпе хайланă юрăсене шăрантаракан Алексей Московский, Фарида, Андрей Думилин, Валентина Кузнецова тата ытти юрăçсем те концерт кăтартрĕç. Кăмăла кура Турă парать теççĕ çав. Каярах В. Самойлов тата икĕ кĕнеке - "Телей кайăкĕ", "Кушак çури" - кăларма май тупрĕ. Вĕсене мана редакцилеме ыйтсан савăнсах килĕшрĕм.

 Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сĕннипе тата пулăшнипе 2017 çулхи март уйăхĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Валерин пултарулăх каçне ирттертĕмĕр. Вăл хăйĕн тата унпа çыхăну тытакан юрăçсем пирки презентаци, уяв программине хатĕрлерĕ. Мероприятие Кỹкеçри интернат директорĕ К. Никитин тата унти хăш-пĕр ĕçлекен те килчĕ. Фарида, Алексейпе Регина Московскисем, Андрей Думилин, Валентина Волкова, Кивĕ Катекри "Самана" ушкăн хаваспах юрăсем шăрантарчĕç. Залра туллиех халăхчĕ. Пухăннă укçана Валерий Раштава хăйне патăмăр. Шăпах çавăнпа усă курса вăл "Кушак çури" кĕнекине кун çути кăтартрĕ.

 Концерт хыççăн тепĕр кунне Валерий хăй шăнкăравларĕ.

- Пултарулăх каçĕ еплерех иртет-ши, çынсем пухăнаççĕ-ши тесе питĕпăшăрханнăччĕ. Малти ретсенче кăна çынсем ларсан аван мар пуласран хăрарăм. Кунтан кайнисем килсен зал туллиех иккенне каласа тĕлĕнтерчĕç. Мана çапла сума сунăшăн питĕ савăнтăм, - терĕ вăл.

Пурнăçланайман ĕмĕт

Пĕр-пĕринпе телефонпа час-часах калаçаттăмăр. Ытларах чухне вăл шăнкăравлатчĕ. Хушăран Валера хăйне йывăр туйнине пĕлнĕрен чăрмантарасран çыхăнма хăраттăм. Тĕрлĕ тема хускататтăмăр. Ентеш хăйĕн патне юрăçсем, паллакансем килнине каласа паратчĕ, çĕнĕ сăввисене сỹтсе яваттăмăр, шỹтлесе те илетчĕ. Больницăра сипленме тивнисене, вилĕмпе пурнăç хушшинче пулнисене çеç каламастчĕ.

 Куçне ĕмĕрлĕхех хупиччен икĕ эрне маларах та шăнкăравларĕ. Çур сехете яхăнах пуплерĕмĕр. Коронавируса пула вĕсем патне никама та кĕртместчĕç, çавăнпа та пĕчченлĕх ывăнтарса çитернине, усал амак хăçан вĕçленессе тем пекех кĕтнине каларĕ. Карантин пĕтсенех пĕрле вĕреннисем ун патне хăнана пырасса пĕлтертĕм. Шел, ĕмĕтленни пурнăçланаймарĕ...

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика