Иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевсене палăртмалли вăхăт çитрĕ. Ырă йăлана малалла тăсса Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пултăмăр, район халăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçсемпе, малашлăх тĕллевсемпе тĕплĕнрех паллашрăмăр.
Килĕштерни чул хỹмерен çирĕпрех
- Рудольф Васильевич, сирĕнпе тĕл пулса пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме питĕ хавас. Хальхинче куçа-куçăн сăмах пуçарма тепĕр пысăк сăлтав та пур. 2022 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕнче депутатсем пĕр шухăшлă пулса сире Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Çавна май чăн малтанах эсир район влаçĕн "лавĕ" умĕнче тăнă 2015-2022 çулсенчи чи паллă ĕçсем пирки кĕскен хурав илтес килет.
- Килĕшỹллĕ кĕтỹре кашкăр та хăрушă мар теççĕ ваттисем. Район влаçĕн "тилхепине" тытса пынă тапхăрта эпĕ çакна лайăх туйрăм. Муниципалитет округĕн депутачĕсем пĕр шухăшлă пулса тепĕр хутчен çак тивĕçе малалла пурнăçлама шанни манăн яваплăха тата ытларах ỹстерет. Пĕрлĕхре, килĕшỹре вăй çеç мар, ăнăçу та, çитĕнỹ те çуралать, ырлăхпа пурлăх та пулать. Тавах пурне те пĕр йышпа ĕçлеме кăмăл тунăшăн, пысăк шанăçшăн. Малашне те муниципалитет округĕн депутачĕсемпе, организаци, предприяти, учреждени, ял хуçалăх коперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, районти Общество канашĕпе, агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ветеранĕсемпе, обществăлла организацисемпе, Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕсемпе тата ыттисемпе те район халăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕреклетессишĕн, Патăрьелсен ырă ячĕпе хисепне çỹлти шайра тытса тăрассишĕн пĕрле ĕçлĕпĕр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă кашни çул хăйне евĕр паллăпа çырăнса юлчĕ. Çак тапхăрта çĕршыв шайĕнче "Ылтăн кĕркунне" куравсене хутшăнса 2018, 2020, 2021, 2022 çулсенче ылтăн, кĕмĕл, бронза медальсене тивĕçрĕмĕр, ялсен инфратытăмне хăтлăлатас тĕллевпе тĕрлĕ шайри проектсене пурнăçа кĕртрĕмĕр, нумай çĕнĕ объект хута ятăмăр тата ытти те. 2015 - 2022 çулсенче район пилĕк хутчен "Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами" Раççейри конкурса хутшăнса II-III степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕ. Çакă та пĕрлехи ĕçĕн результачĕ тесе палăртасшăн. Çичĕ çул хушшинче районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджечĕ 64 процент ỹсрĕ. 2015 çулта вăл 639 миллион тенкĕ пулнă, 2022 çулхи план - 1 048 миллион тенкĕ. Хамăрăн тупăш вара 65 процент ỹсрĕ. 2015 çулта 127 миллион тенкĕ пулнă, 2022 çулхи план - 210 миллион тенкĕ. Сăмах май каласан, коронавирус чирĕн тапхăрĕнче те район пысăк çухатусăр ĕçлерĕ. Çакă та килĕшỹллĕ ĕçĕн результачĕ, тавах пурне те.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ икĕ хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн территорисен тĕп капиталне тата экономика аталанăвне инвестицисем явăçтарма хавхалантармалли гранта - 9 миллион тата 6 миллион тенкĕ тивĕçрĕ. 2021-2022 çулсенче вара Чăваш Республикинчи муниципаллă районсем, округсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче умлă-хыçлă икĕ çул пĕрремĕш вырăн йышăнни те пĕрлехи ĕçĕн "çимĕçĕ" тесшĕн.
- Хальхи вăхăтра ырлăхпа тата пурлăхпа пурăнма, ял халăхне хăтлă услови туса пама патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ программăна хутшăнни, инвестицисене явăçни, пуçару бюджечĕпе хастар ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьел районĕн пуçарулăхĕ республикăра ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Çак шухăша малалла тăсса мĕн каланă пулăттăр?
- Тĕрĕсех, вырăнти власть органĕсемпе ăнланса, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесе пыни пире хамăрăн хисепе çỹлти шайра тытса пыма май парать. Акă, 2022 çулта çеç районта ялсен территорисене аталантарас тĕллевпе 17 пуçару проектне (28,2 миллион тенкĕлĕх), 2021 çулта 15 проект (18,1 миллион тенкĕлĕх), 2020 çулта 25 проект (25,6 миллион тенкĕлĕх), 2019 çулта 30 проект (31,8 миллион тенкĕлĕх), 2018 çулта 11 проект (5,8 миллион тенкĕлĕх), 2017 çулта 13 проект (18,5 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртрĕмĕр. Халăх ыйтăвне пурнăçа кĕртес, ялсен инфратытăмне аталантарас тĕллевпе малашне те пуçарулăха хавшатасшăн мар.
Унсăр пуçне кашни çулах ялсене хальхи хула хăтлăхĕ кĕртмелли программăпа обществăлла территорисене, нумай хваттерлĕ патшалăх çурчĕсен таврашĕпе тротуарсене йĕркене кĕртессипе тимлетпĕр, ача-пăча лапамĕсем, спорт площадкисем, кану вырăнĕсем хута яратпăр тата ытти те. Пĕтĕмĕшле илсен, Патăрьел районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2020-2025 çулсенче комплекслă аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче инфратытăмпа çыхăннă 78 проекта тата 17 коммерци проектне пурнăçа кĕртмелле. Мĕн пур ĕçе финанс чĕлхи çине куçарсан халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн 3255,13 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. 2021 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен программăсене пурнăçа кĕртме 1085,5 миллион тенкĕ кайнă.
Район аталанăвĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри - граждансене пурăнмалли хăтлă кĕтеспе тивĕçтересси. Юлашки çичĕ çулта 45 тăлăх ачана çурт-йĕр туянса пама 46 миллион та 90 пин тенкĕ уйăрнă. 2009 - 2022 çулсенче "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесен социаллă пурнăç шайне ỹстересси пирки" саккунĕпе килĕшỹллĕн 5 тата унтан ытларах нумай ачаллă 32 çемьен çурт-йĕр условине лайăхлатма пулăшнă. Республика Пуçлăхĕн Указне пурнăçласа кăçал çеç Первомайски тата Сăкăт ял тăрăхĕсенче çичĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен икĕ çемьене çурт-йĕр условине лайăхлатма свидетельствăсем патăмăр. 2023 çулта тепĕр тăватă тăлăха пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересшĕн.
Çамрăк çемьесене те ялта пурăнма, тĕпленсе ĕçлеме пулăшасси, аталанма тимлĕх уйăрасси районăн тĕп тĕллевĕ шутланать. 2015 -2022 çулсенче "Çамрăк çемье" патшалăх программипе килĕшỹллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 141 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма 85 миллион ытла тенкĕ субсиди илнĕ. Унсăр пуçне "Ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли" программăпа ялта пурăнакан тата ĕçлекен 56 çамрăк специалиста та çак тĕллевпех 38 миллион ытла тенкĕ субсиди парса пулăшнă. Çак программăсемпе малашне те тимлетпĕр.
- Район хула хăтлăхĕн программипе, çул-йĕр строительствипе мĕнле ĕçлесе пыни пирки те кĕскен палăртса хăварăр-ха...
- Ку тĕлĕшпе те çулсеренех обществăлла тата çурт-йĕр территорисене хула хăтлăхĕ кĕртес, ача пăча лапамĕсене, спорт площадкисене хута ярас тĕллепе курăмлă ĕçсем пурнăçлатпăр. 2022 çулта çеç çак программăпа пĕр обществăлла территорие тата пилĕк çурт-йĕр таврашне тирпейлесе хăтлăлатнă. 2021 çулта тата ытларах: 10 çурт-йĕр тата икĕ обществăлла территорисене хуларинчен кая мар çĕнетнĕ. Район территорийĕнчи çулсем, тротуарсем хута кайни те ял халăхĕн пурнăç условине лайăхлатассипех çыхăннă. 2015 çулта - 5,4, 2016-мĕшĕнче - 10,3, 2017-мĕшĕнче - 13,1, 2018-мĕшĕнче - 14,2, 2019-мĕшĕнче - 12,9, 2020-мĕшĕнче - 3,5, 2021-мĕшĕнче - 3,2, кăçал 13,2 çухрăм çула çĕнетнĕ.
Агропромышленность комплексĕ - тĕп шăнăр
- Рудольф Васильевич, муниципалитет бюджечĕн пуянлăхĕнчен халăх пурнăçĕ те, ялсен инфратытăмне аталантарасси те, çĕнĕ объектсене ĕçе кĕртесси тата ытти те килнине палăртрăр. Район экономикине аталантарма пулăшакан тĕп тытăмсене асăнса хăварар-ха...
- Патăрьел районĕн ĕçченĕсем тĕш-тырă, аш-какай, сĕт туса илме вĕренсе çитнĕ. Сухан-севок çитĕнтерсе илессипе те республикăра пирĕн район ĕçченĕсене, хастарĕсене çитекенни çук тесех çирĕплетсе калас килет. Халĕ пирĕн тĕллевсем тата сулмаклăрах. Юлашки çулсенче хамăрăн хыснана пуянлатас, ял халăхне хушма хуçалăхри продукцие вырнаçтарма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе тимлетпĕр, хамăр тăрăхра туса илнĕ чĕр тавара вырăнтах тирпейлес, çынсене таварпа тивĕçтерес ыйтупа çине тăрса ĕçлетпĕр. Акă, паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 6 кооперативпа 4 фермер хуçалăхĕ аш-какайран 90 тĕрлĕ хатĕр продукципе çурма фабрикат, çавăн пекех сĕтрен 10 ытла апат-çимĕç, 9 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. Çапла вара кооперативсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, харпăр хăй ĕçĕпе тимлекенсем паянхи кун район экономикине аталантарма пулăшакан тĕп тытăм, никĕсĕ тесех хаклас килет.
Районта агропромышленность комплексĕ вăй илсе пыни куç кĕрет. Çулсеренех вырăнсенче производство цехĕсем, управсем, çемье фермисем тата ытти те хута кайни те çакнах çирĕплетет. 2015 çулта çеç районта 2 çĕрулми управĕ (Л. Краснова фермер хуçалăхĕ тата "Батыревский" хуçалăх), "Исток" çĕр ĕç фирминче 200 ĕне вырнаçакан çĕнĕ ферма, Р. Абитов фермер хуçалăхĕнче выльăхсене тирпейлекен цех уçăлчĕ. 2016 çулта Э. Зейнетдинов фермерăн çемье ферми, 2017 çулта Ф. Чабатовăн пулăсем ĕрчетекен бассейнĕ, "Исток" çĕр ĕç фирминче 400 пуç ĕне вырнаçакан выльăх-чĕрлĕх комплексĕ, 2018-2019 çулсенче Ф. Ибетовăн выльăх тирпейлекен цехĕ, Э. Солдатован çемье ферми ĕçлеме пикенчĕ. Ку тĕлĕшпе 2020-2021 çулсенче те районта ял хуçалăх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ объектсем хута кайрĕç: "Лук-Агро" кооперативра 1000 тонна вырнаçакан пахча çимĕç управĕ, Р. Санзяпов фермерăн çамрăк ĕне выльăхсен ферми, Э. Земдихановăн лаша ферми, "БатырЪ" кооперативра сысна какайне тирпейлекен цех тата ытти те. Кăçал вара Хирти Пикшикре типĕтнĕ сĕт хатĕрлекен "Молочные зори" ял хуçалăх кооперативĕ тулли хăватпа ĕçлеме пикенчĕ. Çаксем пурте халăх ырлăхĕшĕн, ял çыннине вырăнтах ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе уçнă объектсем.
2019-2022 çулсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕр пине яхăн единица ял хуçалăх техники тата 1 миллиард та 300 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Çакă та ĕçе ку чухнехи технологипе пурнăçласа пыма май парать.
Пурнăç вăл экономика кăна мар...
- Шкулсенче ачасене тулли тата пур енлĕ пĕлỹ парассине аталантарасси, хăтлă вĕренỹ учрежденийĕсем хута ярасси - Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел районĕ те тĕрлĕрен программăпа çулсеренех ача сачĕсемпе шкулсене çĕнетет. Ачасен пуласлăхĕшĕн тимлесе пурнăçланă хăш-пĕр ĕçсемпе паллаштарăр-ха?
- Хальхи вăхăтра вĕрентỹпе культура та пурнăç аталанăвĕнче çĕнĕ улшăнусем ыйтаççĕ. Шкул ачисен пĕлỹ пахалăхне ỹстересси, вĕсене вĕренме, ăс-тăнне аталанма кирлĕ услови туса парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Юлашки пилĕк çулта Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, Патăрьелĕнчи "Теремок" ача садĕнчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн вĕрентỹ корпусне, район центрĕнче ачасене хушма пĕлỹ паракан ăсталăх шкулне тĕпрен юсав ирттернĕ хыççăн уçрăмăр. Ăсталăх шкулĕнчи юсав ĕçĕсем виçĕ тапхăрпа пычĕç, вĕсене ирттерме республика бюджетĕнчен 32 миллион тенке яхăн кайнă. Паян кунта музыкăна, ỹнер ăсталăхне вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ.
Шкулсемпе ача сачĕсене çĕнетни вĕрентекенсене професси тĕлĕшĕнчен тата ытларах ỹсме, аталанма та пулăшать, хавхалантарать тесе шутлатăп. Пĕлтĕр çак тĕллевпе Шăнкăртамра "Ромашка" ача садне, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулăн çуртне тĕпрен юсанă, "Вĕрентỹ" наци прокчĕпе килĕшỹллĕн çак шкул çумĕнчех 120 вырăнлă хушма çурта хăпартса хута ятăмăр. Унсăр пуçне Хирти Пикшикри вăтам шкул та юсав программине кĕрсе тултан та, шалтан та çĕнелчĕ. Çывăх вăхăтрах Кзыл Чишмара çамрăксен "Сэлэт-Батыр" обществăлла центр пултаруллă ачасене йышăнĕ. Регион шайĕнчи центр çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанма, творчество вăй-хăватне ỹстерме пулăшĕ.
Районти вунвиçĕ шкулта - Первомайскинче, Хирти Пикшикре, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Шăнкăртамри икĕ шкулта, Тутар Сăкăтĕнчи, Аслă Чементи, Турханти, Туçари, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанса ỹсме "Точка роста" центрсем уçрăмăр. Вĕсем пурте ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Паян эпир ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшакан вĕрентекенсем умĕнче чăнласах та пуçа таятпăр. Шкул ачисем республика, Раççей шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче, ăмăртусенче район чысне хỹтĕлесе малти вырăнсене йышăннинче вĕсен тỹпи пысăк. Патăрьел районĕнчи икĕ вĕрентỹ учрежденийĕ - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен Первомайскинчи вăтам шкулсем - Раççейри чи лайăх 300 шкулсен йышне кĕни те учительсен професси ăсталăхĕ пысăк пулнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
- Культура сферинчи çĕнĕ улшăнусем, çитĕнỹсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Ытти отрасльпе юнашарах культурăра та район халăхне канма тивĕçлĕ услови туса парас тĕллевпе ырă улшăнусем хушăнсах пыраççĕ. Юлашки пилĕк çулта çеç виçĕ ялта - Ыхра Çырминче, Ишлĕре, Тутар Сăкăтĕнче (42 миллион тенкĕлĕх) - çĕнĕ клубсем турăмăр, Турханти А. Кокель çурт-музейне реставрацилесе унăн территорине хăтлăх кỹтĕмĕр. Унсăр пуçне 21 ялти клуба юсанă, 13-шне модернизацилесе çĕнетнĕ. Иртнĕ çул çеç "Культура" наци проекчĕпе Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртне тултан та, шалтан та хăтлăлатнă, 2021-2022 çулсенче "Вырăнти культура çурчĕ" проектпа Тăрăн тата Ульяновка ялĕсенчи клубсенче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ, чылай культура "вучахне" Чăваш автономине туса хуни 100 çул çитнине халалланă мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн хăтлăх кỹнĕ. Юсав ĕçĕсем хыççăн паян Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системинче те ĕçлеме, вулакансене йышăнма, мероприятисем йĕркелеме мĕн пур услови çителĕклĕ.
"Вырăнти культура çурчĕ" проектпа çавăн пекех Çĕньялти, Именкассинчи, Кивĕ Катекри, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Тикешри, Красномайскинчи, Ишекри клубсене юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Çитес çул районти ача-пăча библиотекипе ачасен ỹнер шкулне хăтлăх кĕртессипе ĕçлĕпĕр.
Ĕçне кура ят-сум, хисеп теççĕ. 2016-2018 çулсенче Пăлапуç Пашьелĕнчи, Первомайскинчи, Çĕньялти, Шăнкăртамри культура çурчĕсем тата Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ республикăри конкурсра "Чи лайăх культура учрежденийĕ" хисеплĕ ят çĕнсе илме пултарчĕç. Çавăн пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Чи лайăх культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнисем те сахал мар.
- Сывлăх - чи пысăк пуянлăх. Районта сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ аталанса пыни куç кĕрет. Çĕнĕ ФАПсем, врач амбулаторийĕсем хушăнсах пыраççĕ... Сывлăха тĕреклетмелли спорт объекчĕсем уçăлни те сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе, ырă малашлăхпах çыхăннă темелле.
- Тĕрĕсех, спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм, вăй-хăват кỹрет. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен 46 проценчĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни хавхалантарать. Анчах спорт кирек мĕнле вăйлă аталаннă пулсан та паян сывлăх сыхлавĕ шанчăклă та çирĕп пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2015-2021 çулсенче 13 ялта - Шăхачра, Вăтаелĕнче, Кивĕ Ахпỹртре, Именкассинче, Татмăшра, Еншикре, Кĕçĕн Арапуçĕнче, Тăрăнта, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Треньелĕнче, Каншелĕнче, Ишлĕре ку чухнехи çĕнĕ ФАПсем, Шăнкăртамра врач амбулаторийĕ уçăлчĕ. Кăçал çакнашкал савăнăçа Сăкăтсем пайларĕç. Вĕсем пурте паян тулли хăватпа ĕçлеççĕ, вырăнти çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.
Районта физкультурăпа спорта аталантарас пирки çакна палăртса хăварасшăн. Юлашки пилĕк çулта районти шкул çурчĕсене тĕпрен юсама 336 млн та 645 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Спорт залсене хăтлăлатса çĕнетме 7 млн та 170 пин тенкĕ тăкакланă. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. 2022 çулта Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул çумĕнчи физкультурăпа спорт площадкине туса пĕтерме 12 млн. 795 пин тенкĕ палăртнă.
Çĕнĕ объектсем - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем
- Патăрьел районне 2020-2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программăра кашни отрасльпех хута каймалли пĕлтерĕшлĕ объектсене палăртнă. Çавна май хăшне-пĕрне асăнса хăварар-ха...
- Чăнах та ял хуçалăхĕ экономикăн тĕп отраслĕ шутланать. Çавăнпа та çулсеренех агропромышленность комплексне аталантарас тĕллевпе çĕршыв та, республика та пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тĕлĕшпе эпир те çĕнĕлĕхсем кĕртсех пыратпăр. Акă, çитес çул районта "Агросоюз" кооператив аш-какай тата "Агроспутник" сĕт тирпейлекен цехсем уçасшăн. Малашне "иккĕмĕш çăкăра" хамăр район территоринчех тирпейлеме пуçлас ĕмĕт пысăк.
Программăпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче "Батыревский" индустри паркне тăвас ыйтупа ĕçлеме пикентĕмĕр. Çакă районăн пысăк тĕллевĕсенчен пĕри. Вăл хамăр тăрăхра пĕчĕк тата вăтам бизнеса малалла аталантарма, хамăр патра туса илекен продукцие вырăнтах тирпейлеме, районăн инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерме пулăшĕ. Сăмах май каласан, кăçал çеç АПКна 370 млн тенкĕлĕх инвестици кĕнĕ, 14 проекта реализациленĕ, 25 ĕç вырăнĕ хутшăннă.
95 çул - мăнаçланмалли нумай
- Хыçа юлса пыракан 2022 çул районшăн уйрăмах мĕнпе асра юлчĕ-ши?
- Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче тăван районăмăр 95 çул тултарчĕ. Историшĕн пĕлтерĕшлĕ саманта ĕç паттăрĕсемпе, сумлă хăнасемпе чыслăн ирттерсе ятăмăр, район аталанăвĕнче тивĕçлĕ тỹпе хывнисене юбилей медалĕпе саламларăмăр. Район халăхĕн пысăк савăнăçне Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрле пайлани, çак кунхине Хирти Пикшикре талăкра 100 тонна типĕтнĕ сĕт хатĕрлекен "Молочные зори" ял хуçалăх кооперативне уçнă çĕре хутшăнни тата ытти объектсене çитсе курни, Патăрьелсен ĕçне пысăк хак пани пире çывхарса килекен Çĕнĕ çулта та ЧР Министрсен Кабинечĕпе, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе (Çĕнĕ çултан вĕсем урăхларах ят пулĕç) пĕр тĕвре пулса ĕçлеме хавхалантарĕ.
- Рудольф Васильевич, тавах сире калаçушăн. Муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем çитес пилĕк çулта Юхмапа Пăла тăрăхне ертсе пыма шаннă çăмăл мар ĕçре тăрăшма иксĕлми вăй-хал, çивĕч ăс-тăн, çирĕп команда тата пысăк хавхалану сунатăп.
- Тавах. Çапла пултăр! Халăхпа пĕрле чухне мĕн пур ĕç ырă.
А. ЕГОРОВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |