Пурнăç телейне ăсчахсем ĕлĕкренех тĕрлĕ формулăпа палăртаççĕ. Шучĕ те çук пулĕ вĕсен, çавăнпа пурне те асăнмăпăр. Анлă сарăлнисенчен пĕри вара çапла янăрать: "Ирхине çыннăн чунĕ ĕçе туртăнать, каçхине вăл тăван киле çемье ăшшине туйма васкать пулсассăн, çав çын чăннипех те телейлĕ". Пирĕнтен чылайăшĕ çакăнпа килĕшет ĕнтĕ. Сăкăтри вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Елена Валерьевна Анюрова пирки те çапла çирĕплетсе калани тĕрĕсех тесе шутлатăп. Çакна, ахăртнех, вăл вĕрентнĕ ачасем те, пĕрле ĕçлекенсем те ĕнентерĕç.
30 çула яхăн вăй хуракан Елена Валерьевна пĕлỹ çуртне кашни кун уява кайнă пек савăк кăмăлпа утать. Ачасене, хăйĕн ĕçне юратни ăна чунне парса, хавхаланса ĕçлеме хистет. Пĕрремĕш кунран пуçласах вăл хăйĕн ăшă куллипе ачасен кăмăлне те, ашшĕ-амăшĕнне те хăйне май çавăрма, тыткăнлама пултарнă. Çирĕп ыйтакан учитель тăрăшулăхне пула чăваш чĕлхи ачасен хисеплекен предмет пулса тăрать.
Урокра учителе итленĕ май вĕренекенсен чунĕнче ырă шухăшсем çуралмалла, çынна хисеплени, ашшĕ-амăшне, ваттисене, аслисене сума суни, тăван ене, çĕр-шыва юратни, çут çанталăка, унăн пуянлăхне упрани, çепĕçлĕх тата ытти те. Шкулта ачасен пĕлỹ илнисĕр пуçне пурнăç çине тĕрĕс пăхма хăнăхмалла. Çитĕнекен ăрăва пĕчĕкренех чун-чĕре туйăмне мĕнлерех палăртмаллине вĕрентсе пымалла, ырă мар, килĕшỹсĕр хăнăхусенчен хăтăлма пулăшмалла. Учителĕн кашни урока хатĕрленнĕ чух вĕренỹ тĕллевĕсемпе пĕрлех воспитани тĕллевĕсене мĕнле пурнăçламаллине те палăртмалла. Паянхи вĕрентỹ тĕллевĕ çапларах- кашни ачан илнĕ пĕлĕве пурнăçпа çыхăнтарма пĕлмелле.
Анчах та урокĕ-урокĕпе пĕр ĕçпе ларассинчен питĕ асăрханма тăрăшать Елена Валерьевна. Ачасем ывăннине, вĕсен кăсăклăхĕ сĕвĕрĕлме пуçланине сиссенех урăх ĕç форми çине куçать. Пур ачана та урок юхăмне кĕртсе яма пултарать.
"Эпĕ хамăн ĕçе чăннипех те юрататăп. Ачасем куçран чăр-чăр пăхса ларни, тимлĕн итлени мана савăнтарать, хавхалантарать. Вĕсемпе пĕрле кашни кун мĕн те пулин çĕннине пĕлес килет. Эпĕ вĕренекенсене ăс паратăп, вĕсем ăса хываççĕ, пĕрле вара эпир кашни кун пĕчĕк çитĕнỹ тăватпăр, аслă пĕлỹ тĕнчине çул уçатпăр",- хавхаланса пĕлтерет вĕрентекен хăйĕн кулленхи ĕç опычĕпе паллаштарнă май.
Чĕлхе урлă чăвашлăха аталантарасси - вĕрентекенĕн яваплă ĕçĕ. Уроксем урлă илсе пыни çителĕксĕр, класс тулашĕнче тĕрлĕ енлĕ ĕç йĕркелеме, чăваш чĕлхи уçлăхĕ туса пама тăрăшать, паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелет, ачасене театрсене, спектакльсене илсе çỹрет, чăваш хаçат-журналĕсене çырăнса илет, тĕрлĕ шайра, тĕрлĕ темăпа иртекен семинарсене, вебинарсене, олимпиада, фестиваль, конкурс-ăмăртусене, ЧНК йĕркелекен ĕçсене те хастар хутшăнать тата ытти те. Елена Валерьевна хăйĕн ĕçне тивĕçлипех пурнăçлать. Унăн вĕренекенĕсем районта малтисен йышĕнче. Республика шайĕнче те ăс-хакăла виçеççĕ. Олимпиадăсенче, ăслăлăх-практика конференцийĕсенче çĕнтереççĕ. Пултарулăх конкурсĕсенче те ăсталăх, çирĕп пĕлỹ кăтартаççĕ.
Шкулта предмет эрни ирттересси йăлана кĕнĕ. Чăваш юрри-ташши, наци тумĕ, ылтăнпа виçейми сăмахĕ, йăли-йĕрки, апат-çимĕçĕ - çакăн пек уявсенче ачасен чĕрине витерет-çке-ха. Тăрăшуллă вĕрентекенĕн ĕçĕ те ăнса пырать. Ачасен ĕçĕсене пĕр çĕре пухса портфолио тăвать. Çав материалсемпе уроксенче тăтăш усă курать, ашшĕ-амăшне те паллаштарать. Паллах, ачасем тăрăшуллă пулни вĕсене те савăнтарать. "Пултаруллă ачасем пирĕн чылай. Хутшăнасшăн, кăтартасшăн вĕсем хăйсене. Кăмăлĕсем пур пулсан вĕсемшĕн вăй-хал та, вăхăт та шел мар",- хавхалансах каласа кăтартать вĕрентекен. Кашни ачан кăмăлĕпе ăс-хакăл уйрăмлăхĕсене витĕр курса тăрать. Вĕсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма хăнăхтарассине мала хурса ĕçлет, хĕрхенỹлĕхпе ăшпиллĕх, тỹсĕмлĕхпе сапăрлăх туйăмĕсене аталантарса пыма тăрăшать. Кашни ачашăн амăшĕ вырăнĕнче.
Шкулта вĕрентекен хăйĕн опычĕпе паллаштарасси, уçă уроксем кăтартасси йăлана кĕнĕ. Елена Валерьевна та çак ĕçе хаваспах хутшăнать, хăй те ыттисенчен вĕренме тăрăшать. Пурнăç таппипе тан пырать вĕрентекен. Хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес тесе вăхăтра курссисене каять, тĕрлĕ семинара хутшăнать, хаçат-журналпа, Интернет рессурссемпе çыхăну тытать. Шкул, район администрацийĕ те ăна ырми-канми тăрăшнăшăн, вăй хунăшăн Хисеп хучĕсемпе пĕрре мар хавхалантарнă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче вара Раççей вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ Елена Валерьевна.
Учитель ĕçĕ çăмăл мар. Ĕç кунĕ те виçесĕр: уроксем хыççăн - тĕрлĕ мероприяти, тĕрĕслемелли тетрадьсен купи, тепĕр куна хатĕрленмелле, хăвăн çемйỹ валли те чун ăшшине хăвармалла. Ĕç кунĕ вĕçленсенех тăван киле васкать. Ăна унта юратнă мăшăрĕ, икĕ хĕрĕ, кĕрỹшĕ, икĕ мăнукĕ кĕтет. Мухтанас, ыттисенчен уйрăлса тăрас тĕллевпе пурăнмасть вĕрентекен. Чунпа ырă та таса пулни çутăлăхпа ăшăлăх патне хистет. Ялта Анюровсем хисеплĕ, сумлă çемье шутланаççĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕте тĕпре тытса, килĕшнĕ ĕçре вăй-хал хурса, çумри çынсемпе яланах ырă пулса вĕсене савăнăç кỹрсе, ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррийĕ ăнланакан çынсем хушшинче усăллă, ỹкĕнỹсĕр иртнишĕн савăнать çеç хисеплĕ вĕрентекен.
Светлана КУЛАКОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти пĕрлешĕвĕн ертỹçи
Ноябрь 2024 |