Пĕррехинче «Приютово» станцире …

Категория: Публикации Опубликовано: 20.12.2022, 13:29 Просмотров: 345

   Çав вăхăтрах хăй 02 номерпе милицие шăнкăравлать, вокзала тепĕр хут килме ыйтать:

– Камăн та пулин кунтах лармалла – çамрăксене пĕтереççĕ вĕт сирĕн клиентусем, – тет.

Салтакра туяннă «командирский» сехет çине кашни пилĕк минутран пăхса тăратăп. Вăхăчĕ питĕ те вăраххăн шăвать-çке ун пек чухне. Кĕтетпĕр. Поезд килессе те кĕтетпĕр, милици сотрудникĕсене те кĕтетпĕр тата фуфайкăллисем килессине пĕлсех вĕсене те кĕтетпĕр. Поезд яланах вăхăтра çӳрет. Ыттисем мĕнле тата? Паллах, ыттисем килмесен питĕ лайăх пулĕччĕ те, анчах вĕсем пиртен ыйтмаççĕ.

Çитрĕç. Малтанхи пекех шăппăн кĕчĕç. Йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕç те мана кăчăк туртса урама тухма чĕнчĕç.

– Володя, мана куçран ан вĕçерт, – тесе хăвартăм та тухрăм.

Перрон çинче калаçу пуçланчĕ.

– Каласа пар-ха эсĕ салтакра пĕрле пулнă пирĕн «юлташсем» çинчен. Кайран вĕсемпе çыхăнса илĕпĕр, мĕн те пулин суйсан ман çынсем сан пата килне пырса мăйран сĕрсе хăварĕç, – тет асли.

Килĕшетĕп. Пирĕн ротăра, чăнах та, çын вĕлернĕшĕн ачаллах нумай çул тĕрмере ларнă мăкшăсем хĕсметре тăратчĕç. Пиртен чылаях аслăччĕ вĕсем, стройкăра пурте ăста ĕçлетчĕç. Вĕсемпе тавлашма, хирĕçме пултаракан çын çукчĕ. Вĕсем командирсемсĕр пуçне ротăра хуçа пулнă. Шутлатăп, мĕнле историсем каласа парас? Ерипен калаçăва пуçларăм. Çав вăхăтра патруль «бобикпа» çитрĕ. Милиционерсем васкамасăр анчĕç, пирĕн пата пычĕç.

 – Мĕнле ĕçсем? Сана кунта хĕстермеççĕ-и? – тесе ман енне пăхса ыйтать пĕри.

– Çук, хĕстермеҫҫĕ. Йĕркеллех. Калаçатпăр çеç, – тетĕп. Çав вăхăтрах ăшра: «Ку фуфайкăллисем ырă шухăшпа килменни çинчен калас-и е калас мар-и?» – текен иккĕленӳллĕ шухăш çаврăнса çӳрет.

– Начальник, кунта йĕркеллех. Лайăх çыннăн сигарет çук та, хăналама ыйтрĕ. Тыт, Гера, туртса яр, – тесе сигаретне çăварĕн пĕр енчен тепĕр енне меллĕ кăна куçарса йĕрĕнсе каларĕ фуфайкăлли.

Халĕччен нихçан та туртса курман эп – сĕннĕ «Прима» сигарета илтĕм, çăвара хыпрăм. Чĕртсе яма шăрпăк çулăмне фуфайкăллисен асли сĕнчĕ. Пĕрре кăна ĕмсе илтĕм – куç-пуç алчăраса кайрĕ, сывлăш пӳлĕнсе килчĕ, ӳсĕре пуçларăм. Милиционер ман çине кăшт кулараххăн пăхса илчĕ те пăрăнса утрĕ. Юлташĕпе пĕрле вĕсем вокзала кĕрсе кайрĕç.

– Куратăп, аптрамасть ача эсĕ, кирлĕ-кирлĕ мар калаçма юратмастăн. Атя вокзал хыçне. Унта калаçма никам та чăрмантармасть, – тет мана сигарет сĕнекенни.

 Вокзал хыçнелле утрăмăр. Шикленетĕп хам. Володя айккинче пирĕн хыççăн утать, куçран вĕçертмест. Çакă кăшт лăплантарать мана. Чарăннă кала=ăва малалла тăсрăм.  Мана пуçран кĕреçепе çапнă чиканăн икĕ аллине мăкшă ачисем юри хуçни пирки те каласа патăм. Тĕрме çыннисем ĕçленĕ объекта ăнсăртран лексен пирĕн отделенин ачи, мăкшă, маларах ĕçленĕ урккăсем хăйсен «юлташĕсем» валли «сухпаек» текен апатлă, чейлĕ, сигаретлă пакет (НЗ) ăçта пытарма пултарни çинчен мана вĕрентсе, тупса кăтартнине те каларăм. Унтан тата тепĕр пăтăрмаха та аса илтĕм.

«Пĕр украинец (тĕреклĕ йĕкĕтчĕ) хăй культурист пулнă май пит те мăн кăмăллă тытатчĕ хăйне. Пĕррехинче вăл самоволкăна кайма пуçтарăнчĕ. Ăна Вася Нечкин, темиçе çынна вĕлернĕшĕн тĕрмере ларнăскер, çапла каласа хучĕ:

– Пиртен ыйтмасăр ăçта кайма пуçтарăннă эс? Утюглакан тумна ил те шăлăн бытовкăран: эпир хамăр кайма палăртрёмăр, – тет.

Пурин те пĕр вăхăтрах самоволкăна кайма юрамасть. Хохол килĕшмест, çак ыйтăва вăй виçсе татса пама сĕнет. Вася ним сăмах каламасăр бытовкăн кантăклă алăкне утюгпа меллĕн ватрĕ те кантăкăн кинжал евĕр ваннă пĕр катăкне илсе хохола шĕвĕр вĕçĕпе хырăмран чикрĕ.

– Итле халĕ мана. Пурне те эсĕ ăнсăртран хăвна ху амантнă тесе калăн. Енчен те ун пек тумасан ман юлташсем сана госпитале пырса мĕн тума пултарасса ху пĕлен, – терĕ. – Сирĕн вара (çакна пăхса тăракансене калать) нимĕн те никама та калама юрамасть!

Çапла каларĕ те Нечкин бытовкăран васкамасăр тухса кайрĕ».

Итлеççĕ. Асли малта мана хирĕç тăрать, иккĕшĕ – асли хыçĕнче пĕр ик-виç утăмра.

Милици сержанчĕсем курăнса кайрĕç те, мана хирĕç тăракансем:

– Каярах килĕпĕр, хатĕр тăр, – тесе тĕттĕмре вăр-вар çухалчĕç.

– Кĕр хăвăрăннисем патне, минресе ан çӳре, – терĕç мана милиционерсем, унтан хăйсен маршручĕпе малалла кайрĕç. Чупса тенĕ пек вокзал алăкĕ еннелле васкарăм. Унта мана Володя кĕтсе илчĕ. Иксĕмĕр пĕрле шала кĕтĕмĕр. Вокзалта лару-тару лăпкă. Сергейпа Саша каллех алхаса пуçланă та, вĕсене лăплантартăмăр. Шалтан, ăш-чикрен чĕтретекен пăшăрхану туйăмĕ, хăрани тухнă май мана каллех силле пуçларĕ. Шыв ĕçкелесе кăшт лăпланкаларăм, анчах ăш вăркани иртмерĕ… Манăн «çĕнĕ юлташсем» кирек хăш вăхăтра та каллех килме пултараççĕ-çке.

Тул çутăлчĕ. Чăтăмсăррăн хамăрăн пуйăса кĕтетпĕр. Ăш вăркать. Таня, икĕ Володя та – сиксе тухнă пăтăрмаха татса пама тăрăшакансем – лăпкăн лараймаççĕ. Турра шĕкĕр, эпир кĕтекен пуйăс çине ларма хатĕрленнĕ çынсем вокзала пуçтарăна пуçларĕç. Вокзал тулашĕ те, шалта кĕтмелли пӳлĕмсем те çынсен ирхи вăрах калаçăвĕпе тулма тытăнчĕ. Хăрушлăх сĕмĕ пирĕншĕн чакрĕ. Халăх умĕнче «фуфайкăллисем» хăюллă пулакан мар.

Çăлăнăç пуйăсĕ тинех килсе çитрĕ. Эпир плацкарт вакуна вăр-вар кĕрсе хамăрăн палăртнă вырăнсене вырнаçрăмăр. Сак çине ларсан, сасартăк, хам ывăннине туйса илтĕм, çавах та вакунра алăксем патĕнче вырăн йышăннă хĕрсене пĕр сехете яхăн çывăрма юраманнине систерсе хутăм, «ют çынсем» вакуна кĕрсен хама асăрхаттарма хушрăм та вырăна кайса лартăм.

Пуйăс вăраххăн хускалса кайрĕ. Юлашкинчен вакун чӳречинчен ăнман вырăнпа сыв пуллашас тесе «Приютово» станци енне пăхрăм та, … вокзал çурчĕ хыçĕнчен перрон çине фуфайкăллă виçĕ кӳлепе васкаса тухрĕ. Вĕсем сӳнтерме маннă лампочка айĕнче чарăнчĕç те хăвăртран та хăвăртрах каякан пуйăса кăмăлсăррăн ăсатса ячĕç. Эпĕ салтăнмасăрах сак çине йăванса кайрăм…

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика