Шухăш тĕрлĕрен пулсан та пĕр тĕллевпе ĕçлесчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.12.2022, 13:32 Просмотров: 366

Декабр.н 10-мĕшĕнче Шупашкара Чăваш наци конгресĕ никĕсленнĕренпе 30 çул çитнине уявлама тĕнчен çитмĕл çичĕ кĕтесĕнчен хаклă хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕ=. Мăн канаш ларăвĕ иртрĕ. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, çитес çул планне йышăнчĕç. Ун хыççăн ЧНК 30 çул тултарнине халалланă уяв пулчĕ. Юхмапа Пёла тёрёх.нчен сумлă делегаци çак уява хутшăнчĕ% Н.Ларионов, Н.Мазякова, Д.Коннов, А.Егорова, В.Маллина, Н.Ракова, А.Антонова, П.Логунова, Г.Хлебникова тата эп..

Паллах, кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур. ЧНК уйрăмĕ те ёна пăхăнать. Чи кирли _ чăвашлăха упрас енĕпе туса ирттермелли пархатарлă та курăмлă ĕçсене палăртасси, вĕсене пысăк хавхаланупа та хастарлăхпа пурнăçласси. Çавăнпа та кашни çулхи плана тĕплĕн тишкерсе тухса çирĕплетсе хăварма тăрăшаççĕ те ĕнтĕ уйрăм пайташĕсем. Вырăнти уйрăм районти тĕп культура çурчĕпе, библиотекăпа, музейпе, шкулсемпе, район хаçачĕпе тачё çыхăну тытать. Ĕç планне те пĕрле хатĕрлетпĕр, чылай мероприяти пĕрле иртет.

Юхмапа Пёла тёрёх.нче  тĕрлĕ наци çынни пурăнать% вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, ирçи... Кашнин хăйĕн культури. Пирĕн пурне те хисеплемелле, хамăрăнне те манса каймалла мар. Çавăнпа та пур ĕç-пуç та культурăсен çыхăнăвне тĕпе хурса йĕркеленет. ЧНКн вырăнти уйрăмĕ вĕсене хатĕрлесе ирттерессинче тĕрлĕ тытăмри чăвашлăх юхăмĕн хастарĕсемпе тачă çыхăнса тёрёшать. Хăнасене те тарават Юхма ен. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ те,  пайташĕсем те килсех çÿреççĕ, тĕрлĕ пулăшу, сĕнÿ параççĕ.

Тăван халăх йăли-йĕркине упрас, туслăха çирĕплетес тĕллевпе Акатуй-Сабантуй пысăк шайра иртет. Унта кашни ял тёрёх. хăйсен кил картишне йĕркелет. Хăнасене хаваслă юрă-ташăпа кĕтсе илеççĕ, тутлă апат-çимĕç тутанса пăхма с.не==.: капăр япаласен, ал ĕçĕсен куравĕсемпе паллаштараççĕ. Ял уявĕсем,  фестивальсем, конкурссем пуян содержаниллĕ, асра юлмалла иртеççĕ.

Районти искусство шкулĕ йĕркелекен „Чăваш тĕрри-эрешĕ”  курав-конкурс çулсерен пуян иртет. Çĕр-çĕр ачана тĕрĕ ăсталăхне явăçтарать. Кунта  çак шкул директорĕ, ЧНК хастарĕ А. Антонова пуçаруллă пулни сисĕнет.

 ЧНК йĕркелекен „Чăваш ачи чăвашах” „Эпир пулнă, пур, пулатпăр”, „Хавхалану”, „Асамат эрешĕсем” фестивальсенче, „Мухтавлă комдив”, „Манăçми ятсен çухалмĕ ячĕ”, «Асаннен асамлă юмахĕсем”, „Чăваш Ене мухтаса”, „Паллă пулма тивĕç” конкурссенче те чылай ача, ушкăн çĕнтерÿçĕ, призер пулса тăчĕ.

Кăçал=улла 80 çынран тăракан район делегаций. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралса ÿснĕ Тутар Республикинчи Сиктĕрме ялĕнче „Уяв-2022” мероприятие те хутшăнма пултарчĕ. „Пашьел”, „Чемен” фольклор ушкăнĕсем, купăсçăсен „Салам” ушкăнĕ тĕрлĕ конкурсра савёнтарч.=? Пузырниковсен çемйи „Чи лайăх дуэт” номинацире палăрма пултарчĕ. Палăртма кёмăллă, вĕсенчен ытларахăшĕ ЧНК вырăнти уйрăм пайташĕсем.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем „Чĕлхене упрани _ халăх пуласлăхĕн никĕсĕ” темăпа Шупашкарта регионсен шайĕнче иртекен конференцире, Çĕрпÿ районĕнче иртнĕ пĕтĕм регионсем хушшинчи „Пĕрлĕхре _ вăй” форума хутшăнчĕç, вăйă йăли-йĕркине кăтартса пачĕç, районăн тĕрленĕ карттипе паллаштарчĕç. Уйрăмах Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул коллективĕ питĕ хастар пулнине палăртас килет.  Чăваш наци конгресĕн çамрăксен форумĕнче те Патăрьел яш-к.р.м. маттур пулчĕ.

Ноябрьте Сăкăтри культура çуртĕнче Чÿклеме уявĕ иртрĕ. ЧНКн „Чăваш хĕрарăмĕ” комитет ертÿçи Ю.Мареева, Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи тата ытти хăнасем пулчĕç.  Культура çурчĕн директорĕ В.Кузнецова ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ авалхи несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине паянхи кун та ĕнентерÿллĕн кăтартса пачĕ. „Аваллăхсăр малашлăх çук” курав та йĕркеленĕ.

Чăвашлăха тытса пырас енĕпе шкулсенче вăй хуракан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ аван ĕçлет. Чылай ыр кăмăллăх акцине хутшăнаççĕ. Чăваш чĕлхи эрнисем яланах çÿллĕ шайра иртеççĕ. „Чăваш диктанчĕ” акцие хутшăнакансен шучĕ те çулсерен ÿсет. 

Кăçал тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕ 95 çул тултарнине паллă турĕ, çак сăлтавпа чылайлăха асра юлмалли уяв иртрĕ. Патăрьел районĕ хăйĕн аталану çул-йĕрĕпе, ырă йăли-йĕркипе çеç мар, пархатарлă çитĕнĕвĕсемпе, ĕçчен те пултаруллă, туслă халăхĕпе, паллă çыннисемпе тата ыттипе те пуян пулнине кăтартса пачĕ. Вăл çуллен хитреленсе те илемленсе, вăйланса та тĕрекленсе пырать.

ЧНК Патăрьел уйрăмĕн канашĕнче пурĕ 15 хастар тăрăшать. Вĕсен йышĕнче вĕрентекенсем, культура, музей, краеведени, ал ĕç, журналистика ĕçченĕсем, библиотекарьсем, юрăпа ташă ăстисем, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур.

Районти культура отраслĕнче 47 культура учрежденийĕ, 35 библиотека, 2 халăх музейĕ тата пĕр архив.  Çавăн пекех 11 пултарулăх ушкăнĕ халăх ятне тивĕçнĕ. „Пашьел“, „Çăлкуç“ „Умарина“, Шуçăм“ „Илем“, „Чемен“ фольклор ушкăнĕсем, Пикшик, Сăкăт, Патăрьел хорĕсем, Сăкăтри пукане театрĕ, „Евгения“ ташă ушкăнĕ çулсеренех хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ, кашни уява илем кÿреççĕ.  Районта ÿнер шкулĕ, „Çăкăр“ краеведенипе истори музейĕ ĕçлет.

Кашни ĕçрех кăмăлтан пулăшса пынăшăн Чăваш наци конгресне, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацине, районти вĕренÿпе çамрăксен политикин пайне, тĕп библиотека, „Авангард”  хаçат, культура çурчĕсен ĕçченĕсене, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене чĕререн тав тăватăп.

Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет, тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Яланах тăван халăхпа, ял-йышпа пĕрле пурăнса, вĕсемпе пĕр кăкăртан сывласа пурнăç пулăмĕсене те тăван халăх куçĕпех виçсе хакласчĕ. Çакна чунпа туйса тăрсан ачасем те пирĕн сукмакпах утĕç.

Светлана Кулакова,ЧНКн Патăрьел район уйрăмĕн ертÿçи

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика