Джогинăри туй

Категория: Публикации Опубликовано: 20.12.2022, 13:40 Просмотров: 358

1964 çулта Иркутск облаçĕнчи Братск хулинчен тăван тăрăха таврăнма шухăшларăм. Çула май Тайшет районĕнчи Шиткино ялĕнче пурăнакан тете патне кĕрсе тухас терĕм.

Тайшет станцине çур çĕр иртсен çитрĕм. Ыйха хăваласа вокзалта каллĕ-маллĕ уткаласа çỹретĕп. Çамрăк хĕрпе ватăрах арçын сак çинче лараççĕ. Вĕсен таврашĕнчен иртнĕ май арçын: "Вокзалта çĕр каçма кăмăллах мар çав. Темле çын та пур. Акă çакскер пирĕн умран миçе хутчен иртсе кайрĕ ĕнтĕ", - терĕ чăвашла. Эпĕ чарăнтăм та: "Мĕншĕн ун пек шухăшлатăр? - терĕм. - Эпĕ çывăрасшăн мар, ыйха вĕçтеретĕп".

Хайхискерсемпе калаçса кайрăм. Вĕсем Шиткинăранах иккен. Ашшĕ - Василий Лукин, хĕрĕ - Надя. Геннадий ывăлĕ тетепе пĕрле вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет. Лукинсем Комсомольски районĕнчи Чурачăк ялĕнчен куçса кайнă.

Хĕрне Надьăна килĕшнĕ, туя хатĕрленеççĕ. Туйне Джогино ялĕнче тăваççĕ. Василий каччи çав ялтан. Сăмах май, унта чăвашсем пурăнаççĕ. Кулак тесе айăпланă хыççăн лекнĕ вĕсем.

Лукинсем мана та туя чĕнчĕç. Ăна лайăх хатĕрленнĕ. Пĕтĕм ял халăхĕ хутшăнчĕ унта. Çамрăксем урамра савăнаççĕ, ваттисем - пỹртре. Сĕтел апат-çимĕçпе авăнать.

Ман куçа çĕнĕ купăс тĕл пулчĕ. Ăна калакан тупăнмарĕ. Çавна май эпĕ ăна алла илтĕм. "Тăвансем, хăта-тăхлачă, - терĕм.

- Туя туй пек тăвар-и? Туй юррине юрлар-и?" Сĕтел хушшинчи хĕрарăмсем ура çине тăчĕç. "Эсĕ чăваш-и?" - тесе тĕлĕнчĕç. "Чăваш, - хуравларăм эпĕ. - Атьăр, туй юрри юрлатпăр. Вун ик улма, ай, пĕр тĕпрен..."

Хĕрарăмсене юрлаттартăм, ташлаттартăм. Килĕшрĕм пулас вĕсене. "Эсĕ авланнă-и? Мăшăрланман пулсан манăн хĕр пур. Паянах туй туса паратпăр", - теççĕ пĕри те тепри. Çак вăхăтра çамрăксем пỹрте чупса кĕчĕç, баянист чирлесе ỹкнине пĕлтерчĕç. Мĕн тăвăн? Баяна алла илмелле пулчĕ. Çапла, туй савăнăçне пĕтерме памарăм. Пит-куçран тар юхать, ал шăллипе типĕтсех тăраççĕ. Каччăсемпе хĕрсем мана йăтса çỹременни кăна.

Шавлă туй хыççăн ир енне çеç çывăрса кайнă. Мана ураран сĕтĕрнипе вăрантăм. "Эсĕ лашапа çỹреме пĕлетĕн-и?" - теççĕ. "Пĕлетĕп", - хуравларăм çирĕппĕн. Хура ăйăра утлантăм та вĕçтертĕм, пĕр-ик çухрăмран çаврăнса килтĕм. Ман кăмăла çапла çавăрма шухăшланă пулас вĕсем.

 Туя савăнăçлă ирттерме тăрăшрăм эпĕ. Эрех-сăрапа туслашман, халĕте кирлĕ мар вăл мана. Алăра хут купăс пулсан чун хĕпĕртет. Çынна савăнтарни те паха.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика