Çамрăклах ĕçпе пиçĕхнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.12.2022, 13:34 Просмотров: 281

нат Туçара пурăнакан Анастасия Кузнецован пурнăçĕ вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕ чылай çыннăннипе пĕрешкелех. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл хурипе шуррипе нумай курнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр иртнине пăхмасăрах хастарлăхпа чун çирĕплĕхĕ пурнăç тăршшĕпех ăна умри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынă.

Анастасия Ивановна Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Çичĕ пĕр тăван - пилĕк хĕрпе икĕ ывăл - нуша кулачне çителĕклех тутаннă. Вĕсенчен Улатăр районĕнчи Марье йăмăкĕ çеç паянхи кун пурăнать.

 Çĕршывшăн чи йывăр вăхăтра Настя Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пилĕк класс пĕтернĕ. Ун хыççăн тỹрех Ворошилов ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Вăл аслисемпе тан çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ: хирте çум çумланă, йĕтĕн татнă, тылланă, тырă вырнă, çапнă... Çак ĕçсене пурне те алăпа пурнăçланă. Сивве те, выççа та тỹссе ирттернĕ. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра йĕпе-сапара ачисен ури йĕпенесрен ашшĕ çăпата тĕпне çăка шакмак çапса панă.

Анастасия çамрăклах çул тунă çĕрте те тăрăшнă, вăрман та каснă. 19 çул тултарсан вара сурăх пăхма фермăна вырнаçнă. Унта икĕ çул çурă тăрăшнă хыççăн кỹршĕ ялти ĕне ферминче дояркăра вăй хунă.

- Йывăр вăхăтра иртрĕ ачалăхăм. Çамрăклах ĕçпе пиçĕхме тиврĕ. Кантăр акаттăмăр, арласа çип тăваттăмăр. Пит шăллине те хамах тĕртнĕ, кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăннă. Краççын хунар çутипех мĕн пур алă ĕçне пурнăçланă. Пурнăç çăмăл пулман пулин те савăнма вăхăт тупаттăмăр. Хĕлле улах ларнă, çулла вăййа тухнă...", - аса илет вăрçă ачи.

1956 çулта Анастасия Ивановна Анат Туçа каччипе, Василий Кузнецовпа, çемье çавăрнă. Вăл - тыл ĕçченĕ. 1956 - 1990 çулсенче "Гвардеец" колхозра хăрт-хăмăр ăсти, строительсен бригадирĕ пулнă. Наçтаç аппа та колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех пахча çимĕç çитĕнтерекен бригадăра вăй хунă. Хăнăхнă сукмака пенсие тухсан та икĕ çул такăрлатнă. Хĕрарăмăн ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхне çирĕплетекен Хисеп хучĕсем те сахал мар. Нумай çул хушши пархатарлă ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ", 1 тата 2 спепеньлĕ Амăшĕн медалĕсене тивĕçнĕ, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" те пулнă.

Кузнецовсем çичĕ ачана кун çути парнеленĕ. Шел, виççĕмĕш ывăлĕ пĕчĕккĕ чухнех вилнĕ. Улттăшне вара тĕрĕс воспитани панă, çĕршыва юрăхлă çынсем тунă. Аслă хĕрĕ Надежда - воспитатель, халĕтивĕçлĕ канура. Шупашкарта пурăнать. Николай - строитель, Йошкар-Олара тĕпленнĕ. Василий -адвокат, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Юрий ывăлĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, халĕ амăшне пăхать. Анна ача-пăча библиотекин заведующийĕ, 41 çул унăн ĕç стажĕ! Марина Чăваш Республикин Наци библиотекин пай заведующийĕнче тăрăшать.

Анастасия Ивановнăпа Василий Николаевич 53 çул пĕр сукмакпа утнă. Ачисене ĕçе юратма вĕрентнĕ. Ахальтен мар виçĕ ачи Патăрьел районĕн энциклопедине кĕме тивĕçнĕ. Аннăпа Марина хĕрĕсем иккĕшĕ те Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.

Декабрĕн 15-мĕшĕнче хисеплĕ Анастасия Ивановна 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбиляра 12 мăнукĕ, 12 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.

Л. ПЛАТОНОВА, библиотекарь

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика