Юрий ИСАЕВ
Кам авăра лексе курнă, çавă Кешăна ăнланĕ. Çавăрса-сĕтĕрсе кĕрет авăр, никама та шеллемест. Донжуан хальхинче Шарлотта тыткăнне хăй лекрĕ. Çывăрнă чух тĕлĕкре те – Шарлотта, ир тăрсан та Шарлотта, пуçĕнче те Шарлотта кăна. Çавна пулах ĕçре сцена çинче асăрханмасăр партера чăмрĕ. Юрать, аманмарĕ. Парăнтарнă хĕрсен коллекцине пуçтаракан юлташĕсем Донжуан юратăвĕ пирки тăрăхла пуçларĕç. Пĕррехинче, Атăл хĕрринчи кафере юлташĕсемпе вăхăт ирттерсе ларнă чухне Кеша ниçта кайса кĕреймест. Ăна Шарлотта кĕтет, вăл вара кунта юлташĕсемпе ахаль вăхăт ирттерсе ларать. Федя йĕп çинче лараканскере: «Кеша, санăн манпа тавлашас кăмăл çук-и?» – тесе ыйтрĕ.
― Мĕн пирки? Эсĕ, Федя, чее çын, пĕлетĕп. Каллех коньяк лартас килмест манăн.
― Туссем, шăпланма ыйтатăп. Кеша, эсĕ, паллах, юрату тыткăнĕнче, пурте пĕлеççĕ. Ман шутпа, хĕрÿ сана юратмасть. Енчен те эсĕ манпа тупăшма килĕшетĕн пулсан, эпĕ тупăшура хам шантарнă ĕçе тăваймасан сана хамăн вĕр-çĕнĕ «копейка» машинăна паратăп. Эсĕ вара Лоттăна качча илетĕн. Килĕшетне?
Пурте Федя çине тĕлĕнсе пахрĕç. Кеша та, ыттисем те туяççĕ: шахвăртать аслă юлташ, шахвăртать!
― Мĕн пирки тупăшатпăр, Хĕветĕр? – шикленсе ыйтать Кеша.
― Сана Лотта юратмасть тесе эпĕ сана маларах каларăм ĕнтĕ, эсĕ ĕненместĕн. Юрĕ, условине пĕлтеретĕп. Эрне хушшинче санăн Лоттăна эпĕ, Федор Юманович, автан чăхха мĕнле таптать, çавнашкал парăнтарсан эсĕ ăна качча илетĕн; енчен те манăн ĕç тухмасан эпĕ сана хамăн машинăна паратăп.
Çак сăмахсене илтсен Кеша тарăхса кайрĕ. Тытăçас кăмăл та пурччĕ, темле шалти вăй тытса чарчĕ. Каччă ним каламасăр каферен çиллессĕн алăк хупса тухса кайрĕ. Юлташĕсем ăна çăвара шыв сыпнăн чĕнмесĕр куç хĕррипе ăсатса ячĕç.
Иннокентий, паллах, аслă юлташĕ çакăн пек йĕксĕкленессе кĕтмен. Ушкăнта пĕр-пĕрне йĕплесси, кулкаласси час-часах пулатчĕ, анчах та Лоттăпа иккĕшĕнчен мăшкăллас тенине Кеша каçармастех.
Иккĕшĕ пĕрле пулнă вăхăчĕсене аса илсе Донжуан хăйĕн кашни сăмахне, Лотта каланисене, вăл ăнсăртран тунă хусканусене, туйăмĕсене хакланă хыççăн чĕринче иккĕленÿллĕ шухăшсем çурала пуçларĕç… Пĕр енчен, Шарлотта Иннокентие юратнă пек туйăнать, тепĕр енчен, кас-кас хĕр ыйтнине Кеша вăхăтра пурнăçлаймасан Лоттăн турти кĕске пулни палăрать. Каччă шухăша путрĕ. Çав кун савни патне те каймарĕ.
* * *
Туй умĕн «мальчишник» тумалла. Кеша хăйĕн çилленĕвне аса та илмест ĕнтĕ. Арçын улахĕнче коньяк хăйĕн ĕçне турĕ-турех. Федьăна хытă пăвăртса каçару ыйттарчех. Çамрăк чухне çăмăлтарах вăл. Çуллансан вара пулаймасть. Чун тĕпĕнчи çилленÿ, кÿренÿлĕх туйăмĕ ерипен, сийĕн-сийĕн тулса çын кăмăлне йывăрлатса пырать. Улаха пурне те чĕнчĕ Кеша, юлташĕсене никама та манмарĕ. Вĕсен ушкăнне икĕ çамрăк артист та пычĕç, савăнса самай ĕшенчĕç.
Акă ывăннă Иннокентий килелле утать. Афанасьев урамĕнче пурăнать вăл. Çул урлă каçнă чух тем пулчĕ, тимлĕхе çухатнă Кешăн ури çыхланчĕç те, çамрăк çын бордюр çине пичĕпе шаплатса ÿкрĕ. Çумра утса пыракансем çийĕнчех йăтса илсе ура çине тăратрĕç. Хĕрарăмсем ахлатаççĕ, пуçĕсене сулаççĕ, паллах, ырласа мар ĕнтĕ. Çамрăкăн сăнĕ-пичĕ йĕркеллех: сăмси вырăнтах, лапчăнман, куçĕ те хăйĕн вырăнĕнчех. Бордюр çине ÿкмен те тейĕн. Çынсене пулăшнăшăн тав тунă чухне сăмахĕсем çеç темĕнле шăхăрса тухнă пек туйăнчĕç.
Ирхине аран-аран тăрса шăл тасатнă чухне Кеша шăлĕ йĕркеллĕ маррине сисрĕ. Тимлĕрех пăхрĕ те ― çÿлти малти шăлĕ çурри кăна. Ай-вай-вай, тепĕр икĕ кунтан ― туй, унăн вара шăлĕ катăк. Мĕн тăвас? Тинех хăй ĕнер бордюр çине ÿкнине аса илчĕ. Пулать вĕт ăнман кун! Пулать!!! Мĕн те пулин тумаллах. Катăк шăлпа туй тума çук.
― Федя, эпĕ паян ĕçе пыраймастăп: туя хатĕрленмелле. Юрĕ-и? ― шăнкăравларĕ вăл ир-ирех ĕçе.
― Кеша, темĕскер пулман пуль? Тен, мĕнпе те пулин пулăшма пултаратпăр? Юрĕ, аппалан, туйăнта тĕл пулăпăр – терĕ юлташĕ, театр монтажникĕсен бригадирĕ.
Ĕнерхи пăтăрмах туй пăтăрмахĕ пулмалла мар. Хăнасем умĕнче, çĕнĕ тăвансем умĕнче авланакан çын малти шăлсăр пулсан Лотта ялĕнчи чăхсем те кулса вилĕç. Мĕн те пулин тумаллах. Иçмасса, «Мендельсон» одноклассник стоматолог пулма вĕренетчĕ-çке. Халĕ миçемĕш курсрине ас тумасть те ĕнтĕ. Ячĕ те «Мендельсон» мар-ха унăн, Владик тесе чĕнеççĕ. Пĕрре вăл Феликс Мендельсон композиторăн «Сăмахсăр юрăсем» ярăмĕнчи пĕр сыпăка купăспа каларĕ те, купăсçă валли туххăмах хушма ят тупăнчĕ ― «Мендельсон». Малтанласа кăмăлсăрланатчĕ пулин те, вăхăт иртнĕçемĕн хăнăхрĕ.
«Мендельсона» шыраса Кеша ЧПУн медицина факультечĕ еннелле çул тытрĕ. Пĕлекенсем тÿрех кирлĕ аудитори еннелле тĕллеттерсе ячĕç ăна. Малтанах Владик, Иннокентий пăтăрмахне илтсен, аптраса кайрĕ. Кăшт шухăшласан коридортах ун çăварне уçса пăхрĕ те каçхине пĕр стоматологи пульницине пыма хушрĕ. Хăй çак пульницăрах каçхи хурал=ёра ĕçлет иккен. Персонал кайса пĕтсен вара хурал=ё ― хуçа. Мĕн тăвас тет, çавна тăвать. Йĕр хăвармалла мар çеç. Кеша пульницара пулнине пĕлсен пуçран шăлмĕç.
Ноябрь 2024 |