Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа çулталăк çитет. Пирĕн салтаксем, мобилизаципе кайнă паттăрсем унти халăха мирлĕ пурнăç туса парассишĕн алла хĕç-пăшал тытнă. Вăхăтлăха вĕсен ял-йышран, çемьерен, тăвансенчен уйрăлма тиврĕ. Ашшĕ-амăшĕн ывăлĕ-семшĕн, арăмĕсен мăшăрĕсемшĕн, ачисен ашшĕсемшĕн, хĕрĕсен каччисемшĕн, аппăшĕсен шăллĕсемшĕн, йăмăкĕсен тетĕшĕсемшĕн... пăшăрханма тивет. Çывăх çынсенчен куллен хыпар кĕтетпĕр. Сассисене илтсен те чунра лăпкă. Вĕсене сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Çĕнтерỹпе часрах киле таврăнасса кĕтетпĕр. Ватти-вĕтти çак ĕмĕтпе пурăнать. Ача-пăча та мĕншĕн çар операцийĕ пынине ăнланать. Украинăра çитĕнекен ăрăва та вăл янкăр тỹпепе сар хĕвел ăшши сунать. Çакна тĕрлĕ акцисене хутшăнни те çирĕплетет. Уйрăмах "Эпир пĕрле", "Ырă çырусем", "Салтак патне яракан çырусем" чуна çỹçентереççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 1 "б" класс ачисем те иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнченпех аслисем патне çырусем çыраççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ леçме каякансем вĕсене салтаксем патне çитереççĕ. Вуласа пăхар-ха хăш-пĕрисене:
"Ырă кун, палламан салтак. Тен, пирĕн çырăва санăн вулама та вăхăт хĕсĕкрех-тĕр. Эпир сирĕншĕн тунсăхланине пĕлсех тăр. Çĕнтерỹпе таврăнасса шанатпăрах. Ун чухне уçă пĕлĕт айĕнче, анлă уй-хирте çавтăнса утса çỹрĕпĕр. Кăмăл-туйăму савăк, чун хавалĕ çирĕп пултăр. Эпир сире çирĕп пĕлỹ пухса çеç пулăшма пултаратпăр. Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр".
"Сывлăх сунатăп, çĕршыв хỹтĕлевçи. Çамрăк ăрăвăн телейлĕ пурнăçĕшĕн эсĕ салтак атти тăхăнма пултарнишĕн тав тăватăп. Пĕлсех тăратпăр: Раççей вăйне никам та çĕнтереймĕ. Йывăрлăхсем айккине юлччăр. Ан чирлĕр. Пирĕн ăшăлăха хăвăр пата илĕр. Эпир сире юрататпăр. Телейлĕ пурнăç çитетех".
"Юратнă пичче. Салтак тивĕçне эсĕ контрактпа пиртен аякра пурнăçлатăн. Чăн-чăн паттăр эсир. Ирсерен вырăн çинчен пире вăратнă пек аннĕр тăратаймасть сире. Çĕршыв хỹтĕлевçи пулма тивĕçнишĕн те хăпартлан. Сире çĕнтерỹпе таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Ун чухне шкула тĕл пулăва чĕнетпĕр. Пĕрле кỹлĕ хĕррине пулă тытма, вăрман уçланкине çырла пуçтарма та кайăпăр. Çав кунсем çитеççех. Шансах тăратпăр. Юрататпăр, ыталатпăр сире".
Çакă паха. Ачасен çырăвĕсем салтаксем патне çитеççех. Вĕсене вуланине социаллă сетьре те курма пулать. Тав тăваççĕ салтаксем те. Аслисен те куçран куççуль юхать. Вĕсем хăйсен вырăнне шанчăклă ăру çитĕннине туяççĕ. Ачасенче ырăлăх çуралать, шеллев палăрать, юрату сисĕнет. Вĕсенче пĕр-пĕрне пулăшас туйăм ỹсет.
– Ачасене патриотла воспитани парассине тивĕçлĕ шайра туса пыма тăрăшатпăр. Салтаксем патне çыру çырасси те çакăнпах çыхăннă. 5 класри кадетсем килсе çỹреççĕ. Анатолий Быков, Михаил Харитонов, Николай Тинюков ветеран-пограничниксем тĕл пулусенче час-час пулаççĕ. Ачасемпе калаçусем ирттереççĕ. Вăйăсене хутшăнаççĕ, экскурсисене тухаççĕ.
"Манăн çемье Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çĕнтерĕвĕн историйĕнче" проек- та хутшăнса "Я помню, горжусь" темăпа аслашшĕ-асламăшĕ çинчен сочиненисем çыртăмăр. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Гуманитари пулăшăвне укçа хываççĕ, апат-çимĕç сĕнеççĕ... Акă, пĕрремĕш класа çỹрекен Матвей Еливанов хăйĕн укçа пухмачĕнчен кăларнă 8 пин тенкине гуманитари пулăшăвĕ туяннă çĕре ячĕ. Çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи çитĕнни куç кĕретех",- тет класс ертỹçи Валентина Аппакова.
Валентина Михайловна çавăн пекех класри В.Колпакован, К. Алексееван тетĕш-куккăшĕ, К.Козловăн ашшĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннине палăртрĕ.
Аслисен ырă тĕслĕхĕ хавхалантарать ачасене. Пĕр вĕрентекен патнех йăмăкĕсемпе шăллĕсем лекни те аван. Румянцевсен, Алеевсен, Самакинсен, Павловсен çитĕнекен ăрăвĕ ку хутĕнче Валентина Михайловна класĕнче. Ашшĕ-амăшĕ пуçламăш классенче ун патĕнче ăс пухни те пур. Педагогикăри стажĕ В.Аппакован 38 çулпа танлашать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |