Пĕрлĕхре - вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 21.02.2023, 18:57 Просмотров: 236

Шухăшсем, шухăшсем, мĕншĕн ытла шухă вĕçетĕр-ши эсир? Шкулта физика урокĕнче ачасене эпир çут çанталăкра çутă хăвăртлăхĕ чăн пысăкки тесе вĕрентетпĕр. Шухăшпа вара темиçе миллион çутă çулĕнче вырнаçнă Галактикăра пулса туххăмрах каялла таврăнма пулать-çке.

Пирĕн ăрăва вăрçă нушине тỹсме тỹр килмен. Паянхи пекех унăн хăрушлăхĕ пирки ачалăхра асанне, кукамай, кукаçи тата нушана ачаллах ас тивнĕ атте каласа панисем асра. "Атте вăрçăчченех вилнипе тăлăх ỹсрĕмĕр. Вăрçă пуçлансанах Миша тетене унта кайма ят тухрĕ. 1942 çулта вара Александр тетене те алла повестка тыттарчĕç. Выçă, яланах çиес килет. Аннепе пĕрле районти таврари ялсене ыйткалама çỹренĕ. Хăмланă чухне юн кайнипе вилнĕ кĕсре тушкине 4 çемье пуçтарăнса вĕренпе туртса шăтăкран кăларса тирне сỹсе какайне пайларĕç. Тăвар çуккипе лаша какайне анне çỹхе касса хĕвел çинче типĕтсе хутаçа пуçтарса хучĕ. Кашнийĕнче курăк яшкине пĕрер татăк ярса пĕçеретчĕ. Çавă пире, икĕ ывăла, аннене тата аппана вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Çурхи çĕрулми ани çинче мĕн чухлĕ крахмал пухман-ши? Аслă тете, М.Чумерин, Беларуç çĕрĕнче пуçне хучĕ",- тесе аса илетчĕ атте.

Манăн кукаçи, И. Атняров, 1894 çулта çуралнăскер, икĕ тĕнче тата Граждан вăрçисен вучĕсен витĕр тухнă. Аслă ывăлĕ А.Атняров гварди аслă сержанчĕ (маншăн Александр кукка пулать) Кенигсберг хулишĕн пынă хĕрỹ çапăçура 1945 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче пуçне хунă. Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илме те аякра пулман. "Вăрçă çулĕсенче кашни кунах кăмака хутса хирте ĕçлекен колхозниксем валли çăкăр пĕçереттĕм. Аслă ывăлшăн йĕрсе, вĕри вут умĕнчен каймасăр çулăм çине пăхсах суккăрлантăм",- тетчĕ кукамай. 11 çул курмасăр пурăнсах çĕре кĕчĕ.

Мĕн чухлĕ асăмра вăрçă ветеранĕсемпе шкулта, ялти клубра ирттернĕ тĕл пулусем. Вăрçăра танкист пулнă Якур Воронов сцена çинче хăй техникăпа мĕнле пиçнине куççуль витĕр каласа панисем халĕ те асрах. Юлашкинчен вара чуна пырса тивмелле "Три танкиста" юрра юрлатчĕ. "Халăх астăвăмĕ" сайтра Якур тетен паттăрла ĕçĕсемшĕн икĕ Мухтав орденне тата ытти наградисене мĕншĕн панине тупса вуларăм.

 Патриотла воспитани кирлĕ шайра пулнă. Паянхи кун та Леонид Агаковăн "Салтак ачисем", "Ылтăн вăчăра", "Партизан Мурат" содержанийĕсем асрах. "Пионер-геройсем" кĕнекене алла тытса вуламан ача пулман та пуль çав вăхăтсенче. Шкул программине тĕпрен улăштарнипе Н.Островскин "Как закалялась сталь", М.Шолоховăн "Поднятая целина" произведенийĕсене кăларса пăрахрĕç. Мĕнех вĕрентейĕ-ши М.Булгаковăн "Мастер и Маргарита" çитĕнекен ăрăва? Павлик Морозов та паттăр пулман иккен. НВП предметне те пĕтерчĕç. Çĕнĕ Ахпỹрт шкулĕнче ĕçленĕ В.Люкин капитан, военрук районĕпе кăтартуллă кабинет йĕркеленĕччĕ. Ăна та пăрахăçламалла пулчĕ. "Тума çулталăк, салатма вара çур талăк",- тесе ахальтен каламан.

Украинăри ятарлă çар операцийĕ чылай çитменлĕхе çиеле кăларчĕ. Эпир сумланă артистсем тата укçаллă бизнесмен ачисем ют çĕршывсене тарчĕç...

Район шайĕнче ятарлă операципе хăйсен тивĕçне пурнăçлама кайнă ентешсене пулăшма чылай пархатарлă ĕç тăваççĕ. "Пирĕн ачасене пулăшу" ушкăнĕ (ертỹçи Ю.Тинюков) темиçе хутчен те Донецк, Луганск Республикисенчи, Запорожье тата Херсон облаçĕсенчи хамăр ентешсене гуманитарлă пулăшу леçме кайса килчĕ. Юлашки хутĕнче çак ушкăнри Çĕнĕ Ахпỹрт хастарĕсем А.Савдеров, А. Скворцов, А.Щукин хăйсен "Газель" фургонĕпе тепĕр рейс туса каялла таврăнчĕç.

 Вăрçă вăл яланах инкек, юн, çухату тата ырату. Пирĕн ялти икĕ салтак хăйсен тивĕçне пурнăçласа паттăрла вилĕмпе вилчĕç. Чăваш, тутар яланах çын нушине ăнланма, тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшнă. Чылайăн çак пархатарлă ĕç çинчен пĕлеççĕ пулсан та теприсем илтмен тесен те юрать. Çавăнпа та ял активне, волонтерсен юхăмне, вырăнти шкул коллективĕсене халăхпа тачă пулма ыйтасшăн эпĕ. "Пĕччен сурсан типсех пырать, халăх сурсан кỹлĕ пулать" тенине шута илсе пурин те пĕрле ĕçлемелле пирĕн. Салтаксене май килнĕ таран пулăшма тăрăшмаллах.

Н. ЧУМЕРИН, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика