"Ун ырă, çутă сăнарне
Эпир манмастпăр ĕмĕрне"
(В.И. Давыдов-Анатри)
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче кун çути курса литература каçалăкĕнче тарăн йĕр хăварнă Митта Ваçлейĕпе (Василий Егорович Митта) чăннипех те мăнаçланатпăр. Сăмах май каласан, вăл районти "Паянхи сас" (халĕ "Авангард") хаçата никĕслекенсенчен пĕри пулнă. Мартăн 5-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, "халăх поэчĕ" хисеп вырăнне "халăх тăшманĕ" сумсăр ята тивĕçнĕ, вăйпитти вăхăтра 17 çул тĕрмере асапланса хур курнă поэтăмăр çуралнăранпа 115 çул çитрĕ.
Унăн менельникне, вăл çут тĕнчене килнине Патăрьелсем нихăçан та сарăмсăр ирттерсе ямаççĕ. Хальхинче те аслă поэтăмăрăн ырă та çутă сăнарне асра тытса Шупашкартан Митта Ваçлейĕн фондне йĕркелесе яракан хастарсенчен пĕри Илле Иванов журналист ертсе пыракан сумлă ушкăнри, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕсем - Евгений Турхан писатель, краевед (Хусан), Лидия Ковалюк çыравçă (Шупашкар), Николай Ларионов журналистпа Николай Николаев Патăрьел хастарĕсем тата Владимир Терентьев - Тăвăл поэтпа (Шупашкар) Елчĕк хастарĕ Валерий Краснов-Ирĕк-Килтĕш ỹнерçĕ кунĕпех пирĕн тăрăхра пулчĕç.
Хисеплĕ хăнасем чăн малтанах "Авангард" хаçат редакцийĕнче коллективпа тĕл пулчĕç, Митта Ваçлейĕ 1931 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче хăйĕн хастарлăхĕпе редколлеги йĕркелесе районта пуçласа "Паянхи сас" ятпа хаçат кăларма пикеннине, унăн витĕмĕ, творчество ăсталăхĕ пысăк пулнине аса илчĕç. Ун чухне Çеçпĕл Мишши евĕр вĕри чĕреллĕ поэтăмăр 23 çулта çеç пулнă!
- Василий Егорович Митта пирĕн хаçата никĕслекенсенчен пĕри пулни пирĕншĕн пысăк мăнаçлăх. Вăл пуçарса янă ĕç паянхи кун та пурăнать, аталанать. Кăçал тăван хаçатăмăр 92 çул тултарчĕ. "Авангард" хаçат - Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ. Çак чыс пире хамăрăн ята, хисепе çỹллĕ шайра тытса пыма, тата ытларах тăрăшса, вулаканпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме хистет. Унăн çутă сăнарĕ, пархатарлă ĕçĕсем яланах пирĕн асра,-терĕ "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов редакци çурчĕ çинче Митта Ваçлейне хисеп туса уçнă Асăну хăми çине чечек хунă май.
Малалла творчество ушкăнĕ Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче пулчĕ. Унăн директорĕ Валентина Маллина Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕн культурине, йăли-йĕркине кăтартакан, ĕç, вăрçă паттăрĕсене хисеп туса йĕркеленĕ стендсемпе, паха экспонатсемпе паллаштарчĕ, Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ, унăн литературăри чапĕпе сумĕ музейре те хисеплĕ вырăн йышăннине, çулсеренех ун ячĕпе куравсем тунине, шкул ачисемпе тĕл пулса унăн сăввисене вуланине каласа пачĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов творчество ушкăнне хапăл туса кĕтсе илчĕ. Литературăпа искусство хастарĕсем муниципалитет округĕн ертỹçипе хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене, тăван чĕлхене, халăх культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ыйтусене çивĕчлетрĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕ паян та паллă поэт-писательсемпе, краеведсемпе, тăван чĕлхене упраса хăварас тесе чунтан тăрăшакан хастарсемпе, ỹнер ăстисемпе тата ыттисемпе те пуян. Çакна шута илсе тĕл пулура ырă шухăш, вырăнсенче поэзи уявĕсене ирттересси çуралчĕ.
- Ырă пуçарăва эпир яланах хăпартланса йышăнатпăр, кашни ыйтăва шута илетпĕр. Митта Ваçлей çуралнă ялта е ытти çĕрте те çакнашкал творчество мероприятийĕсем иртни хамăр культурăна тата ытларах çỹллĕ шая çĕклеме çеç пулăшĕ, - терĕ Рудольф Васильевич.
Тĕл пулурах Валерий Краснов Ирĕк-Килтĕш ỹнерçĕ Митта Ваçлейне халалласа ỹкерме пикеннĕ сăн ỹкерчĕксен тарăн шухăшлă эскизĕсемпе, малашлăх плансемпе те паллаштарчĕ.
Аслă Арапуçĕнче Митта Ваçлейĕн чăвашла сасси янăрать...
Митта Ваçлей ячĕпе хисеплекен Первомайскинчи вăтам шкула кĕрсенех поэтăмăр янăравлă та чăваш сассине илтнĕн туйăнать, унăн сасси хăлхара янăрать... Кунта хăнасене кĕтсе çеç мар, яланах çапла ырă йĕрке: шкул ачисем те, вĕрентекенсем те палламан çынпа чăвашла сывлăх сунаççĕ. Хальхинче те хăнасемшĕн çакă чуна çу сĕрнĕ пекех пулчĕ. Аслă класра вĕренекен пĕр харсăр арçын ача "сирĕн халсем мĕнле" тесе алă пырса тытни вара чунра тата ытларах ăшă туйăм çуратрĕ..."Çак ялта Митта Ваçлейĕсĕр пуçне Василий Давыдов-Анатри, Николай Исмуков паллă поэтсем çуралнипе те çыхăннă-ши çакă?.."-тỹрех мĕлтлетрĕ шухăш...
Шкулти хăтлă пĕр кĕтесе Митта Ваçлейне халалланă. Кунтах унăн бюсчĕ, сăн ỹкерчĕкĕ, чăваш халăхне халал евĕр каланă ырă сăмахсем... Çакăнта çулсеренех поэтăмăра чысласа шкул ачисем мероприятисем йĕркелеççĕ, унăн сăввисене мăнаçлăн вулаççĕ, юрăсем шăрантарççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Аякран килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Сорокина хастар ертсе пынипе ачасем пултарулăхпа савăнтарчĕç. Аслă класра вĕренекенсем салтак юррине те ăста шăрантарчĕç.
Класри тĕл пулусенче вара хăнасем те парăмра юлмарĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, сăввисене вуларĕç, юрларĕç те, ỹкерчĕксен эскизĕпе паллаштарчĕç, ачалăхри чи кăсăклă самантсене аса илчĕç.
Юлашкинчен ырă йăла-йĕркепе Аслă Арапуç масарĕнче канлĕх тупнă поэтăмăр патне çитсе вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |