Хир хăйĕн ытамне чĕнет

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2023, 16:29 Просмотров: 456

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуллен (коронавирус вăхăтĕнчине шутламасан) çур аки умĕн агроинженери конференцине ирттереççĕ. Çакă яваплă тапхăр умĕнхи тĕллевсене туллин палăртма, çĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать.

 Кăçал вăл мартăн 28-мĕшĕнче пулчĕ. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Раськин, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов, ЧР ял хуçалăх министерствин ỹсен-тăрана хỹтĕлекен тата химизаци, механизаци пайĕн начальникĕ Владимир Васильев, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн аслă инспекторĕ Наталья Спесивцева, Патшалăх çĕр тĕрĕслевĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ Юрий Матвеев, Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата ытти техникăна пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Валерий Михайлов, "Раççей ял хуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçин çумĕ Олег Исаев, Чăваш Республикинчи тата Мари Элти "Шанс Трейд" пĕрлешĕвĕн директорĕ Владимир Шуверов, "Чувашснабкомплект" пĕрлешĕвĕн директорĕн çумĕ Игорь Нурсов, Сбербанкăн Чăваш Енри уйрăмĕн управлени начальникĕ Елена Михайлова, Россельхозбанкăн регионти филиалĕн директорĕн çумĕ Наталья Бородавина, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Кăçал канашлăва урăхларах йĕркеленĕ. Практика пайĕ Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче иртрĕ. Олег Лаврентьев представитель хуçалăх пирки кĕскен каласа пачĕ, паркпа паллаштарчĕ. Кунта чăннипех те курмалăх та, вĕренмелĕх те пур. Çĕнĕлĕхсене те пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Пахалăхлă вăрлăхсемпе усă курма тăрăшаççĕ. Акнă-лартнă культурăсене лайăх ỹсчĕр тесе минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ, çум курăкран, чир-чĕртен хими препарачĕсене вăхăтра сапаççĕ. Ĕçленине кура кăтартăвĕ те пур. Пĕлтĕр хăш-пĕр хиртен пĕрчĕллĕ культурăсем пĕр гектартан вăтамран 60 центнер таран тухнă.

Агроинженери конференцин иккĕмĕш пайĕ "Версаль" кафере çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. ЧР ял хуçалăх министерствин ỹсен- тăрана хỹтĕлекен тата химизаци, механизаци пайĕн начальникĕ Владимир Васильев кăçал çуркунне ытти çулхинчен иртерех килнине, акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе яма вăрлăхсем çителĕклĕ пулмаллине, тракторсемпе кăкарса çỹремелли агрегатсене юсаса хире тухма юрăхлă тумаллине каларĕ. Республикăра пĕтĕмĕшле илсен яваплă тапхăра аван хатĕрленнине палăртрĕ. Хамăр çĕршывра, Беларуç Республикинче, çавăн пекех Китайра туса кăларнă техникăна патшалăх субсидиленине пĕлтерчĕ.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те кĕркунне кĕлетсем тулли пулччăр тесе акана яланах тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма тăрăшаççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов кăçалхи плансемпе паллаштарчĕ.

Çурхи ĕçсене 20790 гектарта ирттермелле. Усă куракан лаптăк пĕтĕмĕшле вара 35582 гектара çитмелле. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акăнакан лаптăкăн 53 процентне, выльăх апачĕлĕх - 41,7, техника культури - 2,2, çĕр улми - 1,3, сухан-çевок - 1,5, пахча çимĕç 0,3 процентне йышăнаççĕ.

Пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртессипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çине тăрсах тăрăшаççĕ. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă курман 279 гектар çĕр пур, унтан 31 гектарне кăçал сухаламалла. Сăмах май, 2016-2021 çулсенче 4229 гектара акма юрăхлă тунă.

Иртнĕ çул кĕрхи культурăсене 4487 гектар никĕсе хывнă. Хĕлле темиçе хутчен те çумăр çуни ял хуçалăх ĕçченĕсене аванах пăшăрхантарчĕ. Вĕсене хĕл каçах тĕрĕслесе тăчĕç, юлашки кăтартусем сивĕ вăхăта кĕрхисен 45 проценчĕ (2019 гектар) - аван, 55 проценчĕ (2468) вăтам чăтса ирттернине кăтартнă.

Тыр-пул тухăçĕ вăрлăхран нумай килни çĕнĕлĕх мар. "Россельхозцентр" управленин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсем çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 3338 тонна тĕрĕсленĕ. Пурте кондицие ларнă. Хуçалăхсенче хальхи вăхăтра тухăç "амăшне" çĕнетессипе те ĕçлеççĕ. Паяна вара суперэлита - 50 тонна (1,3 процент), элита - 219 (6,2), 1-4 репродукцилли - 2349 (67,4), пахалăхсăрри 866 тонна (24 процент) пур.

Çурхи ĕçсене ирттерме минераллă удобрени 1842 тонна хатĕрленĕ. Азотлă удобрени кирлинчен 87 процент е 1616 тонна янтăланă.

Çунтармалли-сĕрмелли материал ака валли 270 тоннăран кая кирлĕ мар, паяна дизтопливо 195 тонна (65 процент), бензин 35 тонна (53,8 процент) турттарса килнĕ. Çитменнине ĕç вăхăтĕнчех туянаççĕ.

Юсавлă техникăпа çеç акана кĕске вăхăтра вĕçлеме май пур. Муниципалитетра тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсен 88 проценчĕ хире тухма хатĕр. Çакна та палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче техника паркĕ аванах çĕнелчĕ. 2022 çулта çеç çĕнĕ 27 "хурçă ут", тăватă комбайн, 70 ытла единица ял хуçалăх агрегачĕ туяннă. Çулталăк пуçланнăранпа 15 трактор (уйрăм хушма хуçалăхсемпе пĕрле), кăкарса çỹремелли 20 ытла хатĕр илнĕ.

Ĕç кал-кал пытăр, çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх ан пултăр тесен техника хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмалла. Виктор Львов кун пирки те калаçăва çивĕчлетрĕ.

Мероприятире вăрлăхсене чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хỹтĕлемелли мелсем, тăпра пулăхлăхне упрасси, пусă çаврăнăшне тытса пырасси, гербицидсемпе тĕрĕс усă курасси, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене паракан çăмăллатнă кредитсем тата ытти темăна та хускатрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика