Сĕт хакĕ таканари шыв пекех чỹхенсе тăрать: хĕле хирĕç ỹсет, çăва валли вара чакать. Кăна халăхра хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Март варриччен паха шĕвекĕн пĕр литрне вăтамран 21-22 тенкĕпе туяннă, вăтам хакĕ вара 21 тенкĕ те 85 пуспа танлашнă. Маларах 23-24 тенкĕпе татăлнă. Çывăх вăхăтра тата йỹнелме пултарать. Сăлтавĕ мĕнре? Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче те ку ыйтăва питĕ лайăх пĕлеççĕ, вĕсен сайтĕнче ку темăна хускатнă статья та пур ("Импорт без экспорта и перепроизводство - почему на 3,8 процента снизились закупочные цены на молоко в Чувашии", мартăн 10-мĕшĕ).
Специалистсем паха шĕвекĕн хакне тĕрлĕ фактор витĕм кỹнине палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, лавккари сĕтсем йỹнелни. Раççей статистики вăл 55 пус чакнине пĕлтерет. Çавăн пекех февралĕн 15 тата 20-мĕшĕсенче Беларуç Республикин ял хуçалăх министерстви сĕтрен хатĕрленĕ хăш-пĕр продукцин хакĕсене чакарнă. Çуллă мар пĕр килограмм сыра 320 тенкĕ вырăнне 300, типĕ сĕтпе çĕве шывне 190 тенкĕ вырăнне 170 тенкĕпе сутнă. Экспертсем ун чухнех çакă сĕт хакне витĕм кỹме пултарасси пирки каланă.
Юлашки 5 çулта сĕт туса илесси те 2,2 млн тонна ỹснĕ. Республикăра паха шĕвеке 2022 çулта маларахри çултан 2,8 процент нумайрах сунă. Продукци туса илесси лайăхланнă, çав вăхăтрах çынсем ăна сахалтарах çиме пуçланă.
Сĕт хакĕ мĕнле пуласси конкуренципе, ялсем çывăхра вырнаçнипе, ĕнесен шучĕпе те çыхăннă иккен. Миçе тенкĕпе халăхран туянасси сĕт пухаканран тата сĕте йышăнакан заводран, пĕрлех ĕçе йĕркеленĕ чухнехи тăкаксенчен (çунтармалли-сĕрмелли материал, юсав пайĕсем, амортизаци, шалу, налук кĕрет) нумай килет.
Рынок экономики хăйне майлă тỹрлетỹсем, улшăнусем кĕртет. Сĕт хакĕ пирĕн округра е республикăра кăна мар, Раççейĕпех йỹнелсе пырать.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |