Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 31-мĕшĕнче кăçал пĕрремĕш, пĕтĕмĕшле вара 16-мĕш хут социаллă сетьсем урлă халăхпа "тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Ăна Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче, Контактра "Олег НиколаевIЧувашия" тата "Чувашская Республика" ушкăнра пăхма, çавăн пекех телефонпа çыхăнса пăшăрхантаракан темăсене хускатма май пулчĕ. Тỹрĕ эфира 1000 яхăн ыйту килнĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ çул-йĕрпе, социаллă тỹлевсемпе, улталаннă пайçăсемпе, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, Чăваш Ене хăтлăх кĕртессипе тата ыттипе те çыхăннă. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă видеотрансляцире Олег Алексеевич 30 ыйтăва хуравларĕ. Шел пулин те, техника пăтăрмахĕсене пула трансляци темиçе минутлăха татăлса илчĕ.
Пĕрремĕш ыйту Вăрмар муниципалитет округĕнче пурăнаканран пулчĕ. Анастасия Филиппова ялсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене туни, анчах вĕсенче ĕçлекенсем çукки пирки каларĕ. Олег Алексеевич специалистсене яла илĕртме "Земство тухтăрĕ", "Земство фельдшерĕ" программăсем хута кайнине аса илтерчĕ. 366 студент направленипе вĕреннине, вĕсенчен нумайăшĕ тăван ене каялла таврăнасса шаннине, фельдшерсем çук ялсене медперсоналсем килсе çỹренине, çавăн пекех куçса çỹрекен 21 ФАП пуррине, малашне кадрсемпе çыхăннă йывăрлăхсем татăлса пырассине каларĕ.
Çул ыйтăвĕ эфирта темиçе хутчен те пулчĕ. Никольски - Калинин - Мăн Ямаш, Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар автоçулсем япăхланни çинчен те хускатрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вĕсем пирки тулли хурав пачĕ. Çавăн пекех çулленех çулсен пахалăхне диагностика мелĕпе тĕрĕсленине пĕлтерчĕ.
Шупашкарта пурăнакан Зоя Денисова йĕлтĕрçĕсем валли Атăл хĕрринче ăмăртусем йĕркелеме сĕнчĕ. Олег Алексеевич ку шухăша ырларĕ.
"Алые паруса" çурт-йĕр комплексĕнче хваттер туяннисем çурт хăçан хута каяссине кĕтсе ывăнни пирки пăшăрханса çырнă. Олег Алексеевич к-у ыйтăва тимлĕхре тытнине, улталаннă пайçăсен ыйтăвĕсене пĕтĕмпех пулмасан та май пур таран ытларах татса пама тăрăшнине, 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пур объекта та вĕçлемеллине, пайçăсен прависене шута илнине каларĕ
- Пайçăсен пысăк пайĕ кăçал хваттерлĕ пулĕ. Ку пире пĕр енчен савăнтарать, тепĕр енчен тимлĕрех ĕçлеме хистет, - терĕ Олег Алексеевич.
Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче 510 ача вĕренет, вĕсенчен 160-шĕ çĕнетнĕ çуртра хăйĕн пĕлĕвне аталантарать. Вырăн çитменнипе тепĕр зданипе те усă курма тивет. Вăл вара тĕплĕ юсав ыйтать. Искусство шкулĕн директорĕ Алина Антонова тата вĕренекенсем шăпах çак ыйтăва хускатнă, реконструкцилемелли проекта тĕрев пама ыйтнă.
Анчах та ку ыйту эфира тухаймарĕ. Маларах каларăмăр ĕнтĕ, 1000 яхăн ыйту килнĕ пулнă "тỹрĕ линие". Çапах та Патăрьелсен пăшăрханăвне шута илнĕ, "лав" вырăнтан хускалнă. Çывăх вăхăтра проекта Чăваш Ен вĕрентỹ министерствине, кайран республика Пуçлăхĕ патне çитереççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев зоохỹтĕлевçĕсене патшалăх енчен пулăшассине, килсĕр йытă-кушак валли Çĕмĕрле хулинче вăхăтлăх усрамалли приют тăвассине пĕлтерчĕ.
Çамрăксен театрĕн артисчĕсем регион ертỹçине апрелĕн 21-мĕшĕнче иртекен юбилей каçне чĕнчĕç. Олег Николаев коллектива çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртнĕшĕн ырларĕ.
Эфира ертсе пыракан Чăваш Ен Пуçлăхне блиц-ый-тусем пачĕ. Вĕсене хуравланă май Олег Алексеевич апата тиркеменнине, хуппипе пĕçернĕ çĕр улмие юратса çинине, унччен çăмăл атлетикăпа, бокспа, кĕрешỹпе кăсăкланнине, "17 мгновений весны" кинофильма юратса пăхнине, май пур чухне чăвашла калаçнине, парашютпа 10 хут сикнине, ача чухне космонавт пулма ĕмĕтленнине каларĕ.
Тỹрĕ эфир пуçланиччен, вăхăтĕнче панă пур ыйтăва та шута илнине, тивĕçлĕ йышăнусем тăвассине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |