Первомайскинче пултаруллă та хастар çын сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Арсентий Иванов. 79 çулхи арçынна ĕлĕк шурсухал, ватă çын тесе хакланă, вĕсем умĕнче пуç тайнă... Паян çак сăмахсем çамрăк чухнехиллех вăр-вар çỹрекен Арсентий Николаевича ниепле те пырса тивме пултараймасть тесшĕн. Çулне кура мар ялта староста тивĕçне те чун-чĕреренех пурнăçласа пырать-ха. Унсăр пуçне территори пайĕнче, Патăрьел муниципалитет округĕнче иртекен спорт, культура мероприятийĕсене те хастар хутшăнать. Сăмах май каласан, паян территори пайĕнчи архивра упранакан хитре кубоксемпе вымпелсем, медальсем, дипломсем чылайăшĕ унăн тивлечĕпе тивĕçнĕскерсем.
Староста - влаç органĕпе халăх интересĕсене çыхăнтарса тăракан çын шутланать. Çакнашкал хастарсем паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни ялтах пур. Первомайски старости - çулĕпе чи асли, ĕç опычĕпе чи пуянни темелле! Пытарма кирлĕ мар, обществăлла ĕçе чун туртăмĕпе, тăрăшса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем нумай мар. Вĕсене паян алăри пỹрнепе те шутласа тухма пулать темелле. 2013 çултанпа халăх шаннă обществăлла "лава" туртакан Арсентий Иванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче шăпах çак хастарсен йышĕнче. Вăл тăван ял аталанăвĕшĕн мĕн пур майпа усă курса тăрăшать, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарать. Унсăр пуçне ял-йышра хисеплĕ, сумлă çын. Çавăнпах ăна кирек кампа пырса калаçу пуçарма та, кирек мĕнле ыйтăва влаçри çынсемпе хускатма та йывăр мар.
- Первомайски ял халăхĕ кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса пурнăçлать. Масара тасатмалла е урамсенче йĕрке тумалла, хыт хура çулмалла... - ыйтăва пурте пĕр çын пек пулса йышăнаççĕ. Пĕлтĕр Ворошилов урамĕнчи шăтăк-путăк вырăнсене хамăр вăйпа тирпейлес ыйтăва çĕклерĕмĕр. Пĕри те хирĕç пулмарĕ, хамăр вăйпа касса тирпейлесе те хутăмăр. Яла юхăнма памастпăр. Кашни çулах урамсене хăтлăх кỹрес, кĕперсене тỹрлетес ыйтусене татса пыратпăр. Çулсеренех халăхпа пĕрле йывăçсем лартасси те ырă йăлара. Ял илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн уйрăм хастарсем алă тăсса пулăшни те савăнтарать. Акă, пĕлтĕр Шупашкарта пурăнакан Александр Казенов Первомайски территори пайĕнчи ял урамĕсене çутăпа тивĕçтерчĕ, 500 штук лампочка парса пулăшрĕ. Ваттисем калашле, килĕштерсе ĕçлесен, кимĕ те карап пулать. Ун пек чухне ыр кăмăллă çынсем те алă тăсса пулăшаççĕ. Халĕ, акă тăван Аслă Арапуç ялĕ пуçланса кайни 500 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Шанас килет, сумлă уяв та пысăк хастарлăхпа иртсе кайĕ...- кăмăлтан пуçларĕ калаçăва ял старости.
Пурнăçра ял çинче ырă ят хăварма ансатах мар. Вăл пĕр е икĕ кунта пулмасть. Пĕр-икĕ çул е ытларах та çителĕксĕр. Ĕмĕрĕпе пуçтарăнса пынă пархатарлă ĕçсем, паха опыт çеç çынна халăх умĕнчи чи пысăк паллăна - ят-сума - тивĕçлĕ тăваççĕ. Арсентий Николаевича ку тĕлĕшпе Турă тỹрех хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ темелле.
Амăшĕн ăшшипе çеç ỹснĕ вăрçă ачин ури çине сĕт шăлĕсем ỹксе пĕтичченех "ĕне пуснă". Туй хыççăн пĕр эрнеренех унăн ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Арçук ăна амăшĕ каласа панă тăрăх çеç ас тăвать. Çавăнпах ĕнтĕ ăна ачаллах, шăм-шакĕ хытса çитичченех сухапуç тытма та тивнĕ. Ача чухнех алă çине тухнă хăмпăсем паян та асрах пулин те, хисеплĕ ватă çакăншăн хурланса калаçмасть. "Ун чухне пилĕке авман пулсан, паян конкурссенче те çĕнтерейместĕмччĕ. Акă, Комсомольски районĕн нумай пулмасть иртнĕ юбилей мероприятийĕнче сухапуçпа улма йăран çырассипе ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса кубока çĕнсе илтĕм..."-шỹтлесе калаçăва малалла тăсрĕ вăл.
Çакăн пек кубоксене, медальсене, дипломсемпе Хисеп грамотисене шутласа та, каласа та пĕтерме çук. Ача чухнех хăйне спортра пиçĕхтернĕ хастар чăн малтанах хăйĕн пултарулăхне, вăйне, кăмăл-туйăм çирĕплĕхне салтакра чухне туйса илнĕ. Рязаньте сывлăш çар десантĕнче службăра пулнă çамрăк 800 метра чупассипе полкра та, дивизинче те чемпион пулнă. Вăл парашют спорчĕн ВВС отличникĕ, тĕрлĕ çỹллĕшĕнчен 21 хутчен парашютпа сикнĕ. Кăтартуллă салтак 1965 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ тỹремри çар парадне те хутшăнма тивĕçнĕ. Ун чухнех маттур салтак пулнă!
Виçĕ çул çар службинче пулса яла килнĕ хыççăн ăна тỹрех "Рассвет", каярахпа "Первомайск" хуçалăхсенчи уй-хир бригадин бригадирне лартнă. 60 çул тăрăшнă вăл çак яваплă ĕçре! Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн та тепĕр 17 çул юратнă ĕçре чун киленĕçне малалла тăснă. Тỹрĕ чунлă та ырă кăмăллă Арсентий Николаевич пархатарлă ĕçшĕн 2013 çулта "Районти чи лайăх бригадир" ята тивĕçнĕ. Пĕлтĕр, Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче, вара Первомайскинчи депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе А. Иванова "Первомайски ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята пама йышăннă. Аслă Арапуçĕнче çак хисепе çĕнсе илнĕ пиллĕкмĕш çын вăл. А. Иванов çакна халăхпа тата халăхшăн ĕçленин палли тесе йышăнать.
Арсентий Николаевич çине тимлесе пăхсан, унăн паян та вăй-халĕ, кăмăлĕ, хастарлăхĕ иксĕлми туйăнать. Çитес çул 80 çул тултаракан староста халĕ те ялта ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Вăл çăмăл атлетика, лаша спорчĕн хастарĕ. Спорт ветеранĕ ертсе пынипех территори пайĕн команди Патăрьел муниципалитет округĕнче йĕркелекен мĕн пур волейбол турнирне те хастар хутшăнать. Çав вăхăтрах мăшăрĕпе, ĕмĕр тăрăшшĕпе библиотекарьте ĕçленĕ Евдокия Андреевнăпа нумай çул ĕнтĕ (ансамбле йĕркелесе яракансем те хăйсемех) В. Фролов ертсе пыракан "Шуçăм" халăх фольклор ансамбльне çỹреме те мехел çитереççĕ. Унта та ватă тĕп тимлĕхре. Арсентий Николаевич чăн чăвашла, вĕтĕлле ташланине кирек ăçта кайсан та куракансем тăвăллăн алă çупса тав тăваççĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |