Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çурхи ака-суха ĕçне хутшăнакан ял хуçалăх техникине, акмалли-лартмалли вăрлăха, минераллă удобренипе çунтармали-сĕрмелли материалсене мĕнле шайра тата мĕнле пахалăхпа хатĕрленине тĕрĕслекен комисси апрелĕн 3-мĕшĕнче акционерсен "Батыревский" хупă обществинче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, "Корма" çĕр ĕç фирминче, агропромышленность техникумĕнче пулчĕ. Пĕрремĕш кунхи пĕтĕмлетỹ начар мар: асăннă хуçалăхсем пурте çуракине хатĕр.
Патшалăх техника надзорĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Владимир Матвеев ертсе пыракан ушкăн ытларикун çак тĕллевпех "Исток" çĕр ĕç фирминчи, "Куснар" хуçалăхри тата Первомайски территори пайне кĕрекен уйрăм çынсен, фермерсен çуракине хутшăнакан техникин хатĕрлĕхне тĕрĕслерĕ.
"Исток" çĕр ĕç фирминчи техника паркĕнче йĕркипе вырнаçтарса лартнă тĕрлĕрен хăватпа ĕçлекен тракторсем пĕр-пĕр курава аса илтерчĕç. 21ччĕ вĕсем пĕр ретре. Пурте тин çеç заводран тухнă евĕр çуталса лараççĕ. Пăхма та, тĕрĕслеме те кăмăллă. Кивĕреххисене сăрласа сăн кĕртнĕ, юсамаллисене пĕтĕмпех тỹрлетнĕ, кашни техника çумĕнчех огнетушитель, трос, аптека тата ытти чи кирлĕ япаласем те пур. Механизаторсем çителĕклĕ, пурин те техникăпа çỹреме ирĕк паракан удостоверенисем йĕркеллĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вăтам тата çамрăк çулсенчи специалистсем пулни те кăмăла çĕклерĕ. Çĕр ĕç фирминче механизаторсене вăй хурса тăрăшма хистекен условисем чăнласах та хавхалантараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем ака вăхăтĕнче вăтамран 80 пинрен кая мар укçа ĕçлесе илнине пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Вячеслав Цветков. Техника тĕрĕслевĕ кунхинех вара çĕр ĕç фирмин ертỹçи Александр Илюткин тепĕр ырă хыпарпа паллаштарчĕ: механизаторсене техникăна çуракине кирлĕ пек хатĕрленĕшĕн каллех хавхалантару укçи - преми пулĕ.
- Кăçал пирĕн пĕрлехи вăйпа 2600 ытла гектарта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, пропашной культурăна акса-лартса хăвармалла. Çанталăк пирĕн майлă пулсан çуракине ăнăçлă ирттерсе яма мĕн пур услови çителĕклĕ: вăрлăхĕ те, çунтармалли-сĕрмелли материал та, удобрени те. Чи кирли тата пĕлтерĕшли - çĕр çинчи нỹр типсе кайиччен мĕн пур культурăна вăхăтра тата кĕске тапхăрта акса юласси. Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ-çке. Кăçал ытти çулсенчен иртерех ĕлкĕрнĕ çĕр пире хыпăнарах ĕçлеме хистет. Паян (апрелĕн 4-мĕшĕнче) хирсене сỹрелеме тухатпăр, кĕçнерникун (апрелĕн 6-мĕшĕнче) хирте ĕç шавĕ тата ытларах пулĕ, çурхи культурăсене акма тухатпăр. Шанас килет, ака-суха ĕçне 14-20 кунта вĕçлесе çĕр ĕçченĕпе савăнăçа пĕрле пайлăпăр,- терĕ Александр Илюткин пурне те çуракинче тăрăшса ĕçлеме вăй-хал, хавхалану суннă май.
"Куснар" хуçалăхра та, Первомайски территори пайне кĕрекен ялсенчи уйрăм çынсен, фермерсен техникисем (сăн ỹкерчĕкре) те паян-ыран хире тухма хатĕр. Комисси техникăна тĕрĕсленĕ май хăш-пĕр кăлтăка пĕтерме, çуракине хутшăнакан "хурçă утпа" асăрхануллă та тимлĕ пулма, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнма хушса хăварчĕ.
Пĕлме
2023 çулта муниципалитет округĕнчи хуçалăхсенче 20 ытла трактор, çĕрпе ĕçлекен 25 агрегат, хăй тĕллĕн çỹрекен пĕр косилка туяннă.
Юлашки виçĕ çулта программăпа усă курса туяннă техникăсен 40 процентне саплаштарнă, Патăрьел муниципалитет округне 152 çĕнĕ трактор, пĕрчĕллĕ культурăна çапакан 17, пропашнойсене пуçтаракан 5 комбайн, 600 ытла ял хуçалăх техникин агрегатне туяннă.
Чăваш Республикинчи "Россельхозцентр" филиалĕн Патăрьел муниципалитет округĕсем хушшинчи пайĕн специалисчĕсем çуракине валли 3367 тонна вăрлăх тĕрĕсленĕ, вĕсем 100 проценчĕпех кондициллĕ.
Паянхи куна 1755,2 тонна удобрени (90 процент), 210 тонна дизтопливо (78 процент), 35 тонна бензин (54 процент) пур.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |