Хунямăшĕн сукмакне кинĕ такăрлатать

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2023, 18:48 Просмотров: 376

Красномайскинчи Мария Алексеевнăпа Алина Федоровна Журавлевасем пĕри хуньамăшĕ, тепри кинĕ пулсан та кăмăлĕ, ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ пĕрешкеллине кура иккĕшне те шăп та лăп çỹпçипе хупăлчи тесе хаклас килет. Вĕсем иккĕшĕ те Гиппократ тупипе шурă халат тăхăннă медицина ĕçченĕсем. Мария Алексеевна Кзыл Чишмари участок больницинче ĕç стажне малалла тăсса сывлăх сыхлавĕн сферинче 40 çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнă. Юратнă кинĕ вара паян унăн сукмакне такăрлатать.

- Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн, паллах. Апла пулин те эпĕ пурнăçра хамăн ĕçпе е шăпа тĕл пултарнă кашни çынна ырă тума тăрăшнă. Ачасене те çаплах пилленĕ,-лăпкăн та сăпайлăн çеç калаçрĕ Мария Журавлева ĕç ветеранĕ.

Саккăрмĕш теçеткене çывхаракан хисеплĕ хĕрарăмăн пурнăç пăрнăçĕнчи сакăлталлă самантсем сахал мар пулнă. Алманчăра йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕрен çамрăклах йывăртарах вăхăтсене парăнтарма тивнĕ. Хĕрача 10 класс вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти медучилищĕне вĕренме кĕрсенех хулари онкодиспансерта санитаркăра, каярахпа медсестрарах ĕçленĕ. Алла фельдшер дипломне иличченех хăй тĕллĕн укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Студент чухнех хĕрача ĕç кĕнекине уçнă.

 Çамрăк специалист яла килсен тỹрех Кзыл Чишмари участок больницине патронаж медсестри пулса вырнаçнă. Мария Алексеевна коллективпа та, ял çыннисемпе те тỹрех пĕр чĕлхе тупса, кăмăлтан ĕçлеме пикеннĕ. Тăрăшулăхне кура ăна каярах аслă медсестрана куçарнă. Ун чухне участок больници пысăках мар пулин те кунтах ача та çураттарнă. Каярахпа ăна тĕп тухтăр патронаж акушерки пулма та шаннă. Çак тивĕçе те медсестра тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Юратнă ĕç Мария Журавлевăна халăх хушшинче чыс, хисеп çĕнсе илме пулăшнă. Ахальтен мар вăл районта "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" ята, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Шел пулин те пĕр çулхине пушарта çак хутсем пурте çунса кĕлленнĕ. Çапах та халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ медсестран хисепĕ паянхи кун та иксĕлми. Унăн умĕнче халĕ те ватти-вĕтти пуç таять, пархатарлă ĕçшĕн тав тăвать.

 Пилĕк ача, виçĕ ывăл та икĕ хĕр, çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Кашнийĕ хăйĕн çемйипе тĕрлĕ хулара пурăнать. Аслă ывăлĕ, Сергей Герольдович хăйĕн çемйипе ялтах тĕпленнĕ. Кинĕ - Алина Федоровна паян шăпах хуньамăшĕн сукмакне такăрлатать, Кзыл Чишмари врач амбулаторийĕнче медсестра пулса ĕçлет.

Вăл та пăянамăшĕ пекех хисеплĕ те ятлă-сумлă медсестра. 1995 çултанпа вăй хурать вăл çак коллективра. Хăйĕн ĕçĕпе çеç мар, общество пурнăçĕнче те хастар ĕçчен. Патăрьелĕнчи тĕп больница медработниксем хушшинче йĕркелекен кирек мĕнле мероприятие те пысăк хастарлăхпа хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Алина Федоровнăн та сывлăх сыхлавĕн отраслĕнчи тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн тивĕçнĕ Хисеп грамотипе Тав хучĕ сахал мар. Вăл çемьере юратнă мăшăр, ытарайми анне, кукамай, ĕçре вара - хисеплĕ медсестра.

Петр КИРГИЗОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика