Чи ансат чăваш сăмахĕн пĕлтерĕшĕ питĕ тарăн. Çак сăмахра чăваш чĕлхин ахахĕ пытаннă тейĕн. Йывăр чухне е пĕр-пĕр инкек-синкек лексен унпа канашлатпăр. Савăнăçлă самантра çунатлă шухăшпа ун патне çитетпĕр. Анне кирек хăçан та ăнланать, йăпатать. Ахальтен мар пулĕ аннемĕрсем çинчен поэтсемпе композиторсем сăвă- юрă нумай хывнă. Валентин Урташăн "Тавах, аннем" сăввинчи йĕркесем аса килеççĕ:
Тавах, аннем, çуратнăшăн
Юрла-юрла сиктернĕшĕн.
Лăпканăшăн, юратнăшăн, Ч
ĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн...
Анне çинчен каласа пама çăмăл мар, чи кирлине сиктерсе хăварассăн туйăнать.
Пирĕн аннен - 3 ача. Аттепе пĕрле пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Çемьене пĕр чăмăра чăмăртаса тăраканĕ, пурне те çепĕç кулăпа ăшă туйăм парнелекенĕ - анне, ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ. Кĕлетки, сăнĕ илĕртỹллĕ. Кăмăлĕ уçă, кỹршĕпе, ял-йышпа чунне уçса калаçать. Вĕсен хуйхи-суйхине ăнланса йăпатать. Сывлăхĕ çирĕпех мар пулин те - чăтăмлă çын. Нумай ĕçлени сывлăха хавшатмасть, вăй-хал кỹрет, тет вăл. Ĕçленĕ чухне яланах юрă шăрантарать. Унăн сасси чуна тыткăнлать. Ача чухне пире юмах тĕнчине илсе каятчĕ. Эпир чирлесен çĕрĕпе куç хупмасăр ларатчĕ.
Çав тери йывăр самантра та аннеçĕм çумра. Кỹрентерме памасть. Пире пурнăçа юратма, çынсене хисеплеме вĕрентет.
Любовь Ивановна Фролова халăх хушшинче ырă ятлă. Вăл фармацевт пулса ĕçлерĕ. Туçари аптекăра тăрăшса вăй хунăшăн ăна çулсерен парне, Хисеп хучĕ панă. Сăн ỹкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
Çемьере йĕркелĕх тытма аннен ăсĕ çирĕп. Вăл ултавпа икĕ питлĕхе, элекленине, мухтаннине тỹсме пултараймасть. Ачисене те çавăн пек пулма вĕрентет.
Аннеçĕм пур ĕçре те ăста. Вăхăтĕнче çĕленĕ те, тĕрленĕ те, çыхнă та, сапланă та, утă çулнă, вутă çурнă вăл. Мĕнлерех кукăльсем пĕçерет тата.
Аннен калаçăвĕ те хăмăшсен хушшинче юхакан шыв евĕр лăпкă.
Чăнах та, аннерен хакли çĕр çинче нимĕн те çук, малашне те пулмĕ.
Вера ФРОЛОВА
Ноябрь 2024 |