Аталану çулĕпе - малалла

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2023, 10:10 Просмотров: 295

2021 çулта "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен никĕсĕсем çинче "Куснар" çĕр ĕç фирми йĕркеленчĕ. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатса пысăк тухăç илессишĕн, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн тỹрех çанă тавăрса вăй хума пуçларĕç. Тăрăшнине кура кăтартăвĕсем те, çĕнĕлĕхсем те пур. Хуçалăха Пăлапуç Пашьелĕнче, Сителте, Шăхачра, Пỹртлĕре пурăнакансем те хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсене арендăна панă хыççăн лаптăк 1900 гектара çитнĕ. Пĕлтĕр унта пĕрчĕллĕ культурăсем, ĕне-выльăх валли куккурус тата нумай çул ỹсекен курăксем йышăннă. Çуркунне пĕр гектара вăтамран 3 центнер удобрени хывнă. Çум курăкран гербицид, чир-чĕртен им-çам вăхăтра сапса тăнă. Кăтартăвĕ вара чăннипех те савăнтарнă - тыр-пул пĕр гектартан вăтамран 38 центнер тухнă. Хăш-пĕр хирте 50 центнертан та иртнĕ. Урпан "калькуль" тата "эксплоер" сорчĕсем сăра тума юрăхлăран кĕркуннех сутса пĕтернĕ.

- Çĕр пайĕсене парас текенсем тата та пур, çакна шута илсе кăçалхи çур акинче усă куракан лаптăк тепĕр 150 гектар ытла пысăкланмалла. Пĕтĕмĕшле вара 2000 гектартан та иртет. Пăлапуç Пашьелĕнче тата Пỹртлĕре пулăхлă çĕр çинче йывăçсем ỹсеç- çĕ, вĕсене ятарлă агрегатпа кăкласа пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă.

Кашни лаптăкпа туллин усă курма тăрăшатпăр. Планпа килĕшỹллĕн кăçал сăра тумалли урпа сорчĕсене иртнĕ çулхинчен ытларах, тулă тата куккурус акатпăр. Минераллă удобренисенчен аммиак селитрине 300 тонна, диаммофоска 185 тонна илсе килнĕ. Николай Лукин агроном хуçалăхра çĕнĕ çын мар, вăл яваплăха туйса тăрăшать, - терĕ "Куснар" çĕр ĕç фирмин Первомайскинчи уйрăмĕн ертỹçи Александр Ахмеев.

Арендăна панă çĕрсен хуçисене кашни пайшăн 2 центнер тырă параççĕ. Çавăн пекех улăмпа та тивĕçтереççĕ. Хуçалăх вĕсене хăйех турттарса парать.

"Куснар" çĕр ĕç фирминче техника паркĕ пуян. Хуçалăха командировкăна кайнă кун Николай Васильев инженер вырăнта çукчĕ. Александр Ахмеев ертỹçĕ Николай Иванович ГАЗ-53-самосвал машина илме кайнине пĕлтерчĕ. Кăштах çеç маларах "Палесье" комбайн туяннăччĕ. Выльăх валли пахалăхлă апат технологие пăхăнса хатĕрлес тесен кашни сехетпе туллин усă курмаллине шута илсе тата тепĕр "уй-хир карапĕ" илсе килме палăртнă. Кусемсĕр пуçне хуçалăх паркĕнче ДТ, МТЗ-82, МТЗ-2022, МТЗ-902, Т-150, К-700 маркăллă тракторсем, комбайнсем (тин туяннипе виçĕ единица) тата ытти те пур. Хирсене сухаламалли, нỹр тытмалли, çум курăкран сапмалли агрегатсем те çителĕклĕ. Акнă культурăсем пĕр тикĕс шăтчăр тесе усă куракан каток тата курăк акакан сеялка çывăх вăхăтрах çĕнни килмелле.

Механизаторсем хăйсене шаннă "хурçă ута" хăйсемех юсаççĕ. Вĕсене Александр Шурбинпа Александр Савинов слесарьсем пулăшаççĕ.

- Трактористсем яваплăха туйса ĕçленине палăртса хăварас килет. Геннадий Филиппов, Владимир Николаев, Анатолий Степанов, Василий Улжусев, Иван Терентьев руль умĕнче чылай çул, ака-вырма ĕçĕсене вĕсем пĕрремĕш çул кăна мар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр Александр Кротов çамрăк хуçалăхра вăй хума пуçларĕ, вăл та аслисенчен юлмасть. Анатолий Хураськин, Юрий Николаев, Петр Елисеев водительсен те опычĕ çителĕклĕ. Механизаторсемпе водительсене шалу панисĕр пуçне ĕç кăтартăвĕсене кура çуркунне тата кĕркунне укçан премипе хавхалантаратпăр. Тырă, утă тивĕçет. Кăçал хуçалăхра тăрăшакансен ĕç укçине те ỹстерме планланă, - терĕ Александр Ахмеев ертỹçĕ техника паркĕпе паллаштарса çỹренĕ май. Кунта тыр-пул аллакан комплекс иккĕ пур, анчах кивĕ. Пĕлтĕр вĕсемпе усă курнă. Кăçал тырă типĕтекен комплекс тума пуçланă. Вăл хатĕрпе пĕрех. Первомайскинчи арккăллă ангарсене те çĕнетнĕ. Хĕлĕн-çăвăн хуçалăх кассине сĕтрен укçа кĕрет. "Куснар" çĕр ĕç фирминче илсе выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх тỹрех уйăрма пуçланă. Предприяти йĕркеленнĕ вăхăтра пĕр пуç та пулман.

Хуралтăсем те кивĕрен чи малтан Пăлаçи Атăкри 100 ĕне вырнаçмалăх витене реконструкцилеме пуçланă. Стенасемпе тăррине çеç тăратса хăварнă, ыттине йăлтах çĕнетнĕ. 2022 çулта ăна хута янă. Хальхи вăхăтра кунта 88 ĕнепе пушмак, 56 пăру пур. Ăратлă пысăк выльăха Шупашкар районĕнчи "Чурачики" çĕр ĕç фирминчен тата кỹршĕ тăрăхсенчи хуçалăхсенчен илсе килнĕ. Пĕр ĕнерен вăтамран талăкра 25-26 килограмм сĕт сăваççĕ. Кăтарту пысăкки апат рационĕпуяннипе çыхăннă. Ăна ятарлă специалистсем хатĕрлеççĕ.

- Кадрсем çителĕклĕ. Фермăра 9 çын тăрăшать. Пĕрле килĕштерсе вăй хуратпăр, - пĕлтерчĕ ĕç-хĕлпе паллаштарса Владимир Анисимов ферма заведующий.

 Выльăх йышĕ ỹснине кура хуçалăхра пăрусем валли тепĕр вите хатĕрлеме пуçланă. Малашлăхри тĕллевсем вара тата пысăк. Пăлапуç Пашьелпе Первомайски хушшинче сăвăнакан 1200 ĕне вырнаçакан комплекс тума палăртаççĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика