Горчицăна мĕншĕн акаççĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2023, 21:21 Просмотров: 192

 Йăрансене чир-чĕртен, сиенлĕ кăпшанкăсенчен, çум курăкран тасатма сар пăрăçа (горчицăна) тĕп культурăсене акиччен виçĕ эрне маларах акмалла. Ку культура сивве чăтăмлă, çавăнпа ăна çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех акма юрать.

Горчица ỹснĕ лаптăка помидор, пăрăç, баклажан, хăяр, кабачок, паттисон, арпус, дыня, кавăн килĕштереççĕ. Вăрлăха тăпрана кĕреплепе сỹрелесе хупламалла, Виçĕ эрнерен симĕс курăка çулмалла, вĕтетмелле, йăран тăрăх сапаламалла, чавмалла. Тăпрапа 3-4 сантиметр хупласан аван. Тарăнрах кайсан горчица начар çĕрет, унран усси сахалрах пулать.

 Горчица ỹснĕ май тăпрана çум курăкран пĕтерекен япаласем- гликозидсем- тухаççĕ. Эфир çăвĕсем чир-чĕр сарăласран сыхлаççĕ. Нематодсемпе хытă хуртсем сар пăрăçа чăтма пултараймаççĕ - тарса пĕтеççĕ. Кашни çулах рапс тата горчица аксан тăпра лайăхланать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика