2023 çул влаç органĕнче çĕнĕ реформа пурнăçа кĕнипе паллă пулса юлчĕ. Чăваш Республикин территорийĕнчи районсем çĕнĕ форматпа ĕçлеме пикенчĕç, муниципалитет округĕсем йĕркеленчĕç. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн администраци структуринче те çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç. Влаç тытăмĕ улшăнни ĕç тĕллевне урăхлатмасть, территорисене аталантарас ыйтăва хавшатмасть, паллах. Шăпах çак тата ытти ыйту тавра калаçу пуçартăмăр Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - хăтлăх кĕртессипе тата территорисене аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕпе Николай Раськинпа.
- Николай Никандрович, чăн малтанах хăвăрăн тĕллев, управлени структури пирки кĕскен ăнлантарăр-ха.
- Тĕрĕссипе управлени ячĕ хăех эпир пурнăçлакан ĕçе уçса парать. Хамăрăн специалистсемсĕр пуçне структурăра тăракан 19 территори пайĕн пуçлăхĕпе тата унти работниксемпе пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшмалла пулать. Пирĕн пĕрремĕш яваплăх - территорисене хăтлăх, тирпей-илем кỹресси, вĕсене аталантарасси, çĕнетесси. Унсăр пуçне хытă каяш, экологи, урамри çутă, çĕр çинче стройка ĕçне тĕрĕс пуçлас (кун пек тĕслĕхсем те чылай), вĕсене адреспа çирĕплетес ыйтусем, чылай çынна пăшăрхантаракан хуçасăр йытăсемпе кĕрешесси те пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ĕçсем. Унсăр пуçне, паллах, муниципалитет территоринчи надзор органĕсем, йĕрке хуралĕсем асăрхаттаракан çитменлĕхсене вăхăтра пĕтересси те тĕп ĕçпе пĕрлех пулса пырать.
- Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме, хăнăхма çăмăл мар. Патăрьел округĕ пулса кайни, эсир Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕнче çичĕ çул тăрăшнă хыççăн çĕнĕ яваплă должноçра ĕçлеме пикенни пиллĕкмĕш уйăх. Управлени ĕçĕн малтанхи результачĕсене мĕнле хак панă пулăттăр-ши?
- Хамăрăн ĕçе пĕр сăмахпа хак пама иртерех-ха. Çапах та чылай ыйтăва вырăнтан хускатнă, вĕсене пĕрлехи вăйпа йĕркене кĕртсе пыратпăр. Акă, тĕслĕхрен ялсенче хытă каяша вăхăтра тиесе ярас, илсе тухас тĕллевпе начар мар ĕçлетпĕр. Çак проблемăна (çаплах калас килет) çăмăллатас тĕллевпе компани управленийĕпе, "Полигонпа", территорисен пайĕпе тата администраципе социаллă сетьре пĕрлехи ушкăн уçрăмăр. Çакă ĕçре питĕ пысăк пулăшу парать. Пай начальникĕсем вырăнсенче тулса кайнă контейнерсем пирки СМСка çыраççĕ е сăн ỹкерчĕк ярса параççĕ. Ун хыççăн хытă каяша турттаракан служба автомашини тỹрех çула тухать.
Хальхи вăхăтра ялсенче вырнаçтарнă кашни контейнер площадкине ревизи тăватпăр. Вĕсем патне çанталăкăн кирек мĕнле условийĕнче те çỹп-çап пуçтаракан автомашина çăмăллăн кĕрсе тухма пултартăр. ТБО пирки сăмах хускатнă май тепĕр çĕнĕлĕх пирки те каласа хăварасшăн. Площадкăсене таса та тирпейлĕ тытас тĕллевпе ирттернĕ конкурс хыççăн подряд организацийĕн ĕçченĕсем уйăхне икĕ хутчен вĕсене пăхса çаврăнаççĕ, айккинче выртакан çỹп-çапа тасатаççĕ, тирпейлеççĕ.
Малашне округра çỹп-çапа сортлакан центр ĕçлесе кайсан кашни ялтах вĕсене ушкăнласа пăрахмалли контейнерсем пулмалла. Хулари пекех: пластиксем - пĕр савăтра, кĕленче, бутылкăсем -тепринче тата ытти те.
- Тирпей-илем, тасалăх, экологи ыйтăвĕсем сирĕн кашни кунхи ыйту...
- Çапла. Кашни çĕнĕ куна çак ыйтуран пикенме тивет. Тирпей пур çĕрте йĕрке те пур. Çавăнпа та урамсене, çурт умĕсене тирпейлĕ тытас, пĕрлехи вăйпа малашне те экологи субботникĕсем йĕркелес, масарсене, унăн таврашĕсене тасатас, картисене çĕнетес, ялти палăксене йĕркене кĕртес тата ытти ыйтупа малашне те çирĕп ĕçлеме тивĕ. Ку ĕçе ял старостисене, хастарсене, предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсене те явăçтармалла. Тирпей-илем пĕрлехи вăйпа çеç пулать.
- Николай Никандрович, пытарма кирлĕ мар, уйрăмах кĕркуннехи тĕттĕм каçсенче хăш-пĕр ялсенчи урамра ваттисем калашле, йĕп чиксен те куç курмасть... Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
- Хальхи вăхăтра пирĕн яваплăх çинче 4,5 пин электроточка. Юпасем çинче чăнах та тĕрлĕрен лампочка çакăнса тăрать. Хăшĕсем энергие перекетлекенни, теприсенче урăххи. Чылайăшĕ питĕ хăвăрт çунса каять. Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе урамри çутăсене пăхса тăракан организацисемпе килĕшỹсем тăватпăр, конкурс хыççăн çĕнтернĕ подрядчик вара кашни юпа çинчи çутăшăн яваплă пулать.
- "Çутă" тата "йытă" сăмахсем синоним пулмасан та ял çыннишĕн иккĕшĕ те пĕлтерĕшлĕ. Хуçасăр анчăксем тĕттĕмре çеç мар, кăнтăр çутипе те ирĕккĕн çỹрени, çынсене хăратни пирки пирĕн хаçат редакцине пĕрре мар çыру, шăнкăрав килет. "Кукăр хỹресене" пĕтĕмпех пĕтереймĕн, паллах. Çапах та кăçал саккунпа килĕшỹллĕн вĕсене лăплантарнă тĕслĕхсем чылай-и?
- Урамра хуçасăр çỹрекен йытăсене кашни çын тытма та, хупса хума та, вĕлерме те пултараймасть. Ку тĕлĕшпе саккун тăватă ураллă туссен майлă. 2023 çулта планпа муниципалитет округĕпе 52 йытта (371 600 тенкĕлĕх) тытса стерилизацилемелле, сиплемелле, унтан тытнă вырăна кайса ямалла. Паянхи куна Тăрăн (6) тата Шăнкăртам (24) терриори пайĕсенче çак ĕçе контракпа килĕшỹллĕн Ульяновск облаçĕнчи Димитривоград хулинчи Сергей Мадьянкин пурнăçланă. Чăваш Республикинче хуçасăр пĕр йытта тытма хыснаран 7146,3 тенкĕ каять. Çакна малашне те пирĕн çирĕп пăхăнма тивĕ.
- Николай Никандрович, хальхи вăхăтра территорисене аталантарас тесен пуçарулăх пысăк пулни те пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра ТОС-территорисен обществăлла самоуправленийĕ пирки çĕршыв шайĕнче хĕрỹ калаçу пырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ку тĕлĕшпе малтанхи ĕçсем пуçланнă темелле. Каллех тепĕр çĕнĕлĕх...
- Çапла, çĕнĕлĕх ял халăхĕн пурнăçне хăтлăлатассипе, ял территорисене аталантарассипе çыхăннă. Юридика пĕлтерĕшлĕ ТОСсем туни граждансене хăйсене канăçсăрлантаракан, яла хăтлăлатассипе, капăрлатассипе çыхăннă вырăнти ыйтусене хăйсем тĕллĕн татса пама май парать. Çапла майпа вĕсем çăмăллăнах федераци шайĕнчи, республика пĕлтерĕшлĕ программăсене хутшăнса чылай ĕç тума, объект хута яма пултараççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнче хальлĕхе 4 ТОС (Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Пăлапуç Пашьел, Турхан) тăвас ыйтупа ĕçсем йĕркеленсе пыраççĕ.
- Тавах сире, Николай Никандрович, калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу сунатăп.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Ноябрь 2024 |