Паян Патăрьел муниципалитет округĕнче сысна ĕрчетессипе пĕртен-пĕр хуçалăх ĕçлет - "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал. Хальхи вăхăтра кунта 17000 пуç ытла выльăх шутланать, вĕсенчен амасем - 950. Кăтарту çуллен ỹссе пырать, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме май пур. Акă, 2019 çулта 12000 ытларах пуç пулнă пулсан иртнĕ çула 16 пине яхăн пуçпа кĕтсе илнĕ. Пĕр тĕп амаран вăтамран çулталăкра 33 çура илнĕ.
Коллектив туслăхĕнче çитĕнỹсен вăрттăнлăхĕ
- Палăртнă тĕллевсене пурнăçласси коллективран нумай килет. Йышра 39 çын, пурте тăрăшса, килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ. Вăй хуракансенчен чи лайăххисене палăртма ыйтсан хăшне каламаллине те пĕлместĕп - пурте маттур, хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçлаççĕ, - терĕ "Патăрьел беконĕ" филиалăн директорĕ Александр Владимиров калаçăва пуçарнă май.
Филиалта вăй хуракансене валли ĕçлеме те, канма та тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Вĕсене ирсерен ятарласа машинăпа кайса илеççĕ, каçпа вара леçсе яраççĕ. Кăнтăрла вĕри апат пурне те çитереççĕ. Куллен салат, яшка, иккĕмĕш блюдо параççĕ. Çакăншăн ĕçлекенсем 40-45 тенкĕ çеç тỹлеççĕ. Ятарлă тумпа тивĕçтереççĕ. Вĕсене те хуралсан кунтах çăваççĕ, ăна валли япала çумалли автомат-машина вырнаçтарнă. Çавăн пекех операторсем тата ыттисем те сыснасем патне кĕричччен душра çăвăнаççĕ, киле кайиччен те тасалса тухаççĕ. Шампуньпе супăне те филиалах туянса парать.
Паян хуть ăçта ĕçлеме вырнаçма кайсан та чи малтан шалупа кăсăкланаççĕ. "Патăрьел беконĕ" филиалта вăл пĕчĕк мар. Тăрăшса вăй хунине кура тата преми парса хавхалантараççĕ. Уявсенче 6-7 тĕрлĕ колбасапа тата какайран хатĕрленĕ ытти продукципе тивĕçтереççĕ.
Витери ĕçсене механизацилеме тăрăшнă. Вентиляторсене, вытяжкăсене компьютер урлă яраççĕ. Ĕлĕкхи пек михĕсем йăтмаççĕ, тислĕке те алăпа тасатмаççĕ. Сыснасем шăтăклă урайĕнче тăраççĕ, вĕсен каяшĕ тỹрех аялта ларакан ваннăйне каять. Вĕсем тулсан çĕр айне хурса хăварнă пăрăхсем тăрăх насус станцине, çакăнтан ятарлă лагунăсене çитет. Кайран навуса хире шлангăсемпе кăларса тỹрех тăпрана хываççĕ.
Самана таппинчен юлма юрамасть, çавна май çĕнĕлĕхсем те кĕртсех тăраççĕ. Унччен амасене вырăнти çурасене ỹстер- се улăштарса пынă. Халĕ Пăва тăрăхĕнче "Авангард" пĕрлешĕвĕн ятарласа ăратлă сысна амисемпе ĕçлекен хуçалăх пур. "Патăрьел беконĕ" те малашне унтан илсе килет.
- Филиал сыснасен ландрас тата дюрок ăрачĕсемпе ĕçлет. Вĕсен сало хулăн мар тата çуллипе тачăки улшăнса пыраççĕ. Шăпах халăх килĕштернĕ пек. Çурасем талăкра вăтамран 470-490 грамм, самăртма хупнисем 900-950 грамм ỹт хушаççĕ. Ку кăтартупа çеç лăпланса ларасшăн мар эпир. "Авангард" пĕрлешĕвĕн ытти филиалĕсенче ỹт хушаслăх пĕр килограмран иртни те пур. Вĕсенчен пирĕн те тĕслĕх илмелле. Сыснасем 160 кунта 115-120 килограма çитеççĕ. Çак виçене çитмесĕр эпир сутмастпăр. Эрнере вара вăтамран 1000 выльăхран кая мар ăсататпăр. Продукцие реализацилес тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук. Пирĕн патра çитĕннĕ сыснасене туянас кăмăллисем нумайăн. Çакă эпир хушма апатсемпе усă курманнипе, какай пахалăхĕ лайăххипе те çыхăннă. Хамăр муниципалитетри предпринимательсем, Йĕпреç, Улатăр тăрăхĕсенчен, Шупашкартан, Кỹкеçрен, Набережный Челнынчен, Курскран тата ытти çĕртен те килсе илсе каяççĕ. Пĕрлешĕвĕн тата çурма фабрикатсем, колбаса, тĕтĕмленĕ çимĕç хатĕрлекен "Мясной дом "Карлинский" аш-какай комбиначĕ пур, унта яратпăр, - терĕ филиал ĕçĕпе паллаштарнă май Александр Иванович.
Ыраш çитернипе çеç продукци илеймĕн
Пĕр çулхине "Авангард" пĕрлешĕн тĕп директорĕпе Николай Курчаткинпа хăйĕнпе тĕл пулма, хирĕсене, техника паркне, вăкăрсем усракан фермăна çитсе курма май пулчĕ. Шăп çавăн чухне Николай Григорьевич выльăхсене валли апат хăйсен çĕрĕ çинче çитĕнтернĕ культурăсенчен хатĕрленине каларĕ. Сăмах май, "Патăрьел беконĕ" филиалăн та пирĕн муниципалитетри Туçа, Çĕньял, Тутар Сăкăт территори пайĕсенче çĕрĕсем пур. 700 гектар ытлапа çуллен тухăçлă усă кураççĕ. Никĕсе хывнă культурăсем пысăк тухăç паччăр тесе минераллă удобренисем, çум курăксемпе чир-чĕртен гербицидсем, хими препарачĕсем сапаççĕ. Тăпра пулăхлăхне пуянлатассишĕн çуллен тислĕк хываççĕ. Йышлă выльăха тутă тăратма пỹлмесем те тулли пулмалла çав.
"Авангард" пĕрлешỹре ятарлă специалист кашни ỹсĕмри сыснасем валли уйрăм рацион хатĕрлет. Пĕрчĕклетнĕ апата сойăран, хĕвелçаврăнăшĕнчен, тырăран тата ытти ỹсен-тăранран Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Пăрăнтăкра тăваççĕ. Унта "Ак Барс" холдингăн (тулли мар яваплă "Авангард" пĕрлешỹ шăпах унта кĕрекен предприяти) выльăхсене валли çимелли хатĕрлекен ятарлă завод пур. Пĕчĕк çурасене вăй илсе кайма пулăшаканнине Владимир облаçĕнчи "Мустанг" организацирен илеççĕ.
Типĕ апатпа çеç кун каçа выльăх тăмасть, шыв ĕçме ятарлă хатĕрсем вырнаçтарнă. Сысна сăмсипе пырса чышсанах шыв юхать. Вĕсем çакна çураранах хăнăхса ỹсеççĕ.
Африка чуми юлашки вăхăтра хăратса çеç тăрать. Çывăхри регионсенче те, çав вăхăтрах хамăр республикăра та хăрушă чире тупса палăртнă тĕслĕхсем пулчĕç. Инкекрен сыхлансан аванрах, çавна май "Патăрьел беконĕ" филиалта хăрушсăрлăха пăхăнаççĕ. Хỹтлĕх тĕлĕшпе тăваттăмĕш компартмент шутне (чи вăйлă хỹтĕленекенни) кĕрет. Территоринче кашни транспорт, çын çỹреймест. Апат турттаракан е сысна туянма килекен техникăн ураписене тỹрех дезинфекцилесе кĕртеççĕ. Кайран çак процедурăна тата тепĕр иккĕ пурнăçлаççĕ. Дезбарьерсем те вырнаçтарнă.
Пĕрлешỹре вăй хуракансен сысна пачах та усрама юрамасть. Ятарлă комисси вăхăтран-вăхăта кил тăрăх çỹресе мĕнле выльăх тытнине тĕрĕслет. Çавăн пекех сыснасен африка чуми пирки ĕçлекенсемпе калаçусем, лекцисем ирттереççĕ.
- Филиалта тăрăшакансен сысна усрама юраманнине шута илсе пусса тирпейленĕ икĕ сысна рынок хакĕнчен йỹнĕрехпе паратпăр. Ытларах кирлисем тата та туянма пултараççĕ, анчах хакĕ кăшт урăхларах пулать, - терĕ Александр Владимиров директор.
Ертỹçĕ пỹлĕмĕнче хуçалăх ĕçне хакласа панă грамотăсем те нумай, вĕсем хушшинче муниципалитет, республика шайĕнчисем те пур. Агропромышленность комплексĕсем хушшинче йĕркелекен "Агро-100" клубра та филиал çулленех малтисен йышĕнче. Унта лекме вара пĕрре те çăмăл мар иккен.
- "Агро-100" клуба кĕрес тесен кăтартусем пысăк пулмалла, шалу та пĕчĕк кирлĕ мар. Паçăрах каларăм ĕнтĕ, эпир продукци илессине çуллен лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. Çитĕнỹсем пурин куçĕ умĕнче. Ыттисен опычĕпе паллашни те çĕнĕлĕхсем кĕртме, кăтартусене лайăхлатма пулăшать. "Авангард" пĕрлешĕвĕн директорĕ Николай Курчаткин тата специалистсем Мускавра çуллен иртекен "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнаççĕ, ытти çĕре çитсе агропромышленность комплексĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашаççĕ, унти ырă пуçарусене хамăр патăрта пурнăçа кĕртеççĕ, - тесе пĕлтерчĕ Александр Иванович кăçал та асăннă клуба хутшăннине палăртнă май.
"Патăрьел беконĕ" филиал ырăлăхпа та палăрать. Хăй усă куракан çĕрсем вырнаçнă территори пайĕсенче пурăнакансене тимлĕх уйăрма тăрăшать. Пĕрремĕш класа каякансене сентябрĕн 1-мĕшĕнче ранецсем тата канцеляри таварĕсем парнелет, 9-мĕш тата 11-мĕш класран вĕренсе тухакансене укçан хавхалантарать. Çĕнтерỹ кунĕпе саламланă, Ваттисен кунне уявланă çĕре те хутшăнать. Муниципалитетра иртекен мероприятисенчен те айккине пăрăнса юлмасть.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |