Николай Пятаков 1938 çулхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнче Упамса ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ. Çамрăклах колхоз кĕтĕвне кĕтнĕ ача. 7 çулта ялти шкула кайнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. Каçсерен клуба çỹренĕ. Ял çамрăкĕсемпе пĕрле спектакльсем лартнă. Вĕсемпе кỹршĕ ялсене те çитнĕ.
1960 çул çĕршыв историне çерем çĕрсем уçнă тапхăр пулнипе кĕрсе юлнă. Николай Ильич Казахстана çул тытнă. Актюбинск облаçĕнчи училищĕре тракториста вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт тăван яла таврăнса колхоз уй-хирĕнче те ĕçленĕ. Çавах чунĕ каяллах Казахстана туртнă. Джезгазганра строительство ĕçне пуçăннă. Пĕр фабрикăна слесаре вырнаçнă. Политехника институчĕн филиалне каçхи уйрăма вĕренме кĕнĕ.
Вăл пăхăр шăратакан завода тума хутшăннă. Каярах металлурги оборудованине юсакан слесарьте ĕçленĕ. Кран машинисчĕ пулнă. Ĕçрен уйрăлмасăрах профтехучилищĕре вĕреннĕ. 32 çул пĕр улшăнмасăр çак заводра ĕçленĕ.
Обществăлла ĕçсенчен пăрăнман. Çамрăксен наставникĕ 29 çынна ĕçе хăнăхма пулăшнă. Цехри профсоюз комитечĕн секретарĕн çумне суйланă ăна. Рационализаторла сĕнỹ сахал мар панă вăл. Ирĕклĕ халăх дружинин членĕ, хулари санитари инспекторĕ пулнă. Кашни суйлавах представитель пулса кайнă.
Николай 15 çултах чăвашла сăвăсем çырма пуçланă. Вырăссем хушшинче пурăннăран вара 1964 çултанпа çак чĕлхепе çырнă.
Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă. Вăл "Джезгазган ахахĕсем" ветерансен хорне çỹренĕ. Юрăçсем хăйсен ăсталăхне облаçри фестивальсенче те кăтартнă. Сăввисем унăн вуланаççĕ çеç мар, юрланаççĕ те. Чылайăшне кĕвве хывнă. Амăшне халалласа çырнă "Память" сăввине вара 10 чĕлхе пĕлекен Адес Черкасов серб тата хорвати чĕлхисене куçарнă.
2014 çулта вăл поэзине юрюатакансен "Шанăç çăлтăрĕ" клубне ертсе пынă. Ун çинчен "В свете дня" кĕнекере пичетленнĕ хайлав та пур. Акă мĕнлерех пĕтĕмлетỹ тума пулать унран: шăпа ăна сăпкара сиктермен. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă. Çамрăклах аттесĕр çурма тăлăха тăрса юлнă. Çуклăх çерем çĕрсене уçма кайма хистенĕ.
Сăвăç пурнăçа юратнă. Çакна вăл сăввисенче кун çути кăтартнă. Ытларах çут çанталăк, юрату, вăрçă темипе çырнă.
3 кĕнеке вырăсла, пĕрне чăвашла пичетлесе кăларнă. Сăввисем яка вуланаççĕ, чуна çывăх. Вĕсенче тăван ял, тавралăх, уй-хир, вăрман илемĕ, вĕсемшĕн тунсăхлани яр-уççăн курăнать.
Çулсем иртнĕçемĕн яла час-часах килсе çỹреймен Николай Ильич. Чăваш наци конгресĕн аслă пухăвĕнче (2002 ç.), съездĕнче (2011 ç.) пулнине лайăх астăватăп. Упамса шкулĕн 100 çулхи (2008) уявне хутшăнни те куç умĕнчех.
Шел, кун-çулĕ кĕскерех пулнă Николай Ильичăн. Вăл 79 çулта вилнĕ. Юлашкинчен сăвăç Ростов облаçĕнчи Гуково хулинче пурăннă.
Çемье архивĕнче Николай Ильичăн чылай сăн ỹкерчĕкĕ упранать. Вĕсемпе паллашсан ентеш тулли пурнăçпа пурăннине, яланах халăх хушшинче пулнине çирĕплетме пулать. Кашнийĕн хыçĕнче кĕскен çырса пани пур. Тус-юлташĕ нумай пулнă унăн. Ял-йыш асра тытать сăвăç-юрăçа.
Надежда СТЕПАНОВА (Пятакова)
Ноябрь 2024 |