Сывлăх пулсан пуринчен эпир пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 16.06.2023, 10:00 Просмотров: 353

 Черетлĕ куна кирек кама та сывлăх суннинчен пуçлатпăр. Çакă кăмăллă та. Ырă сунни ĕçри ăнăçулăха ỹстерет, çынна хавхалантарать, татса паман ыйтусен хуравне тупма май парать тата ытти те. Шурă халатлă çынсем - медицина ĕçченĕсем - вара çынсене сывлăх сунма çеç мар, вĕсен сывлăхне упрама, сиплеме, этем кун-çулне малалла тăсма та тăрăшаççĕ. Шăпах вĕсен професси уявĕ çывхарнăран тĕп больница врачĕпе Николай Тинюковпа калаçу пуçартăмăр.

- Николай Антонович, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 31 пин ытла çын пурăнать. Вĕсен сывлăхне тимлесе тăракан специалистсен ĕçĕпе кăштах паллаштараймăр-и?

 - Сывлăхпа çирĕп пултăр этем. Районти тĕп больницăри поликлиникăсăр пуçне 14 врач амбулаторийĕ, 32 фельдшерпа акушер пункчĕ (16-модульлĕ), килти хуçалăхра икĕ пункт çынсен сывлăх сыхлавĕшĕн тăрăшать. Стационарти 8 уйрăмра талăкĕпех выртса сипленеççĕ.

Тĕп больницăра кỹршĕллĕ Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски муниципалитет округĕсен пациенчĕсем те медицина пулăшăвĕ илеççĕ.

 "Ял тухтăрĕ" программăпа иртнĕ çул 3 врач (педиатр, терапевт, хирург), "Ял фельдшерĕпе" дипломлă виçĕ специалист килчĕç.

Хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ кадрсем. Çамрăксем Рустэм Ахметов хирургран, Тамара Каштанова невропатологран, Тамара Рубцова терапевтран, Надежда Надина наркологран, Наталия Амуткина гинекологран тата ыттисенчен тĕслĕх илеççĕ. Ландыш Шакурова терапевт, Ильнур Субханкуллов хирург, Малик Фахим Ахсан терапевт, Венера Янтыкова невролог, Ольга Иванова терапевт пирки ăшă сăмах нумай илтме пулать тата ытти те.

 Çамрăк кадрсем кăçал тата та килмелле. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 20 çамрăк тĕллевлĕ пĕлỹ пухать. Вĕсенчен 7-шĕ - ординатурăра. Медицина колледжĕнче çирĕмĕн вĕренеççĕ.

 - Ĕçре телемедицинăна çул пани сисĕнет...

- Çапла. Ятарлă кабинет турăмăр. Халĕ ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçченĕсем врачсемпе тỹрремĕнех канашласа ĕçлеме пикенчĕç. Пациентсене 1183 консультаци пама пултарчĕç.

- Пурлăхпа техника бази те çирĕпленсе пырать.

- Савăнтарать, паллах. Операци сĕтелĕ, компьютерлă томограф, рентгенлă маммографи аппарачĕ, рентгенлă диагностика комплексĕ, электрокардиограф, сĕтел-пукан...илнĕ.

Сăкăтра врач амбулаторийĕтунă. Первомайскинчине тĕпрен юсанă. Тикешри фельдшерпа акушер пунктне, поликлиникăна çĕнетнĕ. Тĕп больница территорине, вертолет анса лармалли лапама тирпей илем кĕртнĕ.

 "Сывлăх" наци проекчĕн пулăшăвĕпе 3 "Лада Гранта" автомобиллĕ пултăмăр.

- Сывă çын çунатлă, теççĕ. Сывлăха пĕлме профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци пулăшаççех. Мĕн каланă пулăттăр?

- Тĕрĕсех. Иртнĕ çул эпир диспансеризаци кăларассине 100 проценчĕпех пурнăçланă. 659 çынра чир пуçламăшне палăртнă. 199 пациентра юн пусăмĕ ỹсни е чакни. 50 çыннăн вар-хырăм чирĕ палăрнă. 43 пациентăн сывлав органĕсем хавшанă. 27 çыннăн сахăр диабечĕ тупăннă. 16 çынра усал шыçă чирĕ палăрма пуçланă тата ытти те.

Чирсене вăраха яма сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшманни, сăра-эрехпе иртĕнни, пирус туртни, самăрăлни, апата пĕлсе çименни те пулăшать.

Кашни çын çулталăкра пĕр хутчен флюорографи тухмалла. Хĕрарăмсене маммографи тĕрĕслевĕ кирлĕ. Холестерин шайне виçере тытса тăма тăрăшмалла. Юн анализне тĕрĕслеттермелле. Электрокардиограмма тумалла тата ытти те. Специалистсем хăш кабинетсене кĕмеллине тĕплĕн ăнлантарĕç.

Сывлăха тĕрĕслеттересси çине алă сулмалла çеç мар.

- 2-3 çул каялла коронавирус инфекцийĕ самаях сехĕрлентерчĕ. Медицина ăна çĕнтерме пултарчĕ. Кирек хăш вирус та çынна ан çулăхтăр тесен вакцина яртарассине мала хумалла-тăр?

- Кăшăл вирус чирĕпе çине тăрса кĕрешрĕмĕр. Вырăнти ача çураттаракан уйрăмра та коронавирусран сиплерĕмĕр. Чиртен асăрханса вакцина яртарни вырăнлах. Çулленех грипран та унпах хỹтĕленетпĕр. Дифтеринчен, столбнякран, туберкулезран, В тата А гепатитран, çĕпĕр язвинчен, хĕрлĕ шатраран тата ыттисенчен хỹтĕленмелли прививкăсене 100 проценчĕпех пурнăçласа пыратпăр. Халăх ăнланулăхĕ те пысăк.

- Малашлăх тĕллевĕсене палăртаймăр-ши?

- Медицинăра та информаци технологийĕсене анлăн пурнăçа кĕртсе пырасшăн. Электронлă медицина карттисем çине куçатпăр. Ĕçлекенсен квалификацине вăхăтра ỹстерсе пырассине мала хуратпăр.

 Кзыл Камышра фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленет.

- Сирĕн - уяв. Медицина ĕçченĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ăнăçусем сунатăп. Сывлăх пулсан пуринчен эпир пуян.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика